Ҫутпылӑх (выр. Сютпылых) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен ял. Свердлов ячӗллӗ колхоз йышне кӗрет.
Ял Чӑваш Республикин тӗп пайӗнче, район центрӗнчен — Кӳкеҫрен 14 ҫухрӑмра тата республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 26 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ял витӗр Тури ҫырма иртет, вӑл ӑна икӗ пая пайлать. Ялта икӗ урам пур: Ҫырмахыҫенчи тата Вӑрман урамӗсем.
Ял ячӗ чӑвашла «Ҫутӑ пылӑх» тенине пӗлтерет. Пӗр версипе, вӑл «ҫут» (ҫутӑ) тата «пылӑх» (уҫланкӑ, вӑрман касса уҫнӑ ҫӗр) сӑмахсенчен пулса кайнӑ. Ҫавӑн пекех урӑх ӑнлантару та пур: ун тӑрӑх «ҫут» тени икӗ юханшыв хушшинчи ҫӳллӗ вырӑна — уйрӑлакан тӗл, ҫурутрав, сӑмсах пӗлтерет. Ҫапла вара, ят ландшафтӑн уйрӑмлӑхӗсене те, вырӑнӑн палӑрӑмӗсене те кӑтартма пултарнӑ.
XIX ӗмӗрте ял Шупашкар уесӗнчи Шемшер вулӑсне кӗнӗ. Ялӑн историлле ячӗсем: Сютпылых Иленево, Ҫутпылӑх Лакӑр. Ун чухне вӑл Илеменево (хальхи Шуркасси) ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ выҫҫӑлкӑ пулнӑ.
1897 ҫулхи «Хусан кӗпӗрнинчи ял-хуласен списокӗнче» яла Сют-пылых тесе асӑннӑ, унта 188 ҫын пурӑннӑ. Вырӑнти ҫынсем 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Халӑх ытларах ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пыл-хурт тытнипе, вӑрман ӗҫӗсемпе пурӑннӑ, ҫуна тата пичке ӑсталанӑ, чӑпта ҫапнӑ тата инҫе вырӑнсене кайса ӗҫлеме ҫӳренӗ.
1931 ҫулта ялта Карл Маркс ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ. Колхозӑн пӗрремӗш председателӗсем Иван Емельянов тата Федот Демидов пулнӑ. 1951 ҫулта Карл Маркс ячӗллӗ колхозпа «Хӗрлӗ Ҫар» колхоза (Лакӑр ялӗ) пӗрлештернӗ. 1954 ҫулта Шуркасси ялӗпе пӗрле Каганович ячӗллӗ колхоз туса хунӑ, кайран ӑна «Искра» ят панӑ. 1959 ҫулта ӑна «Серп и молот» колхозпа пӗрлештернӗ те, ҫакӑн хыҫҫӑн Свердлов ячӗллӗ колхоз пулса тӑнӑ.
Ялӑн административлӑ-территориллӗ пӑхӑнӑвӗ ҫакӑн пек улшӑнса пынӑ:
Ялти халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх:
2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта 86 ҫын пурӑннӑ. Ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.
Ялта лавкка пур. Икӗ урам пур: Ҫырмахыҫенчи тата Вӑрман урамӗсем.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 