Гондолинта Эрендил ятлӑ пӗр ӑста пурӑнатчӗ. Вӑлах тимӗрҫӗччӗ, вӑлах ювелирччӗ. Феанор вилнӗренпе Нольдорта унран ӑстарах ҫын ҫуккӑччӗ. Пуринчен те ытларах ӑна Яваннӑн ӗҫӗсем кӑмӑла каятчӗҫ, ытла илемлӗ-ҫке йывӑҫсем хушшинчен курӑнакан ҫут хӗвел пайӑркисем! Ҫакна сӑнаса унӑн пӗр ӗмӗт ҫуралчӗ — паха чул катӑкӗ ӑшне ҫут хӗвел пайӑркине кӗртсе хурасси. Ку ҫеҫ те мар, вӑл чул катӑкӗн ҫамрӑк ҫулҫӑ евӗрлӗ, хӑйӗн симӗс тӗсне хӑварасшӑнччӗ. Ӑсталӑхӗ чӑнах та пулнӑ ҫав унӑн — хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланах. Вӑл чул катӑкӗ ҫине пӑхса кайран Нольдор ҫыннисенчен нумайӑшӗ тӗлӗнетчӗҫ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чул катӑкӗ витӗр пӑхсан пӗтӗм вилӗ, шанса кайнӑ япала ҫамрӑклӑх вӑхӑтӗнче ҫӗнӗрен ҫӗнелнӗ пек, ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек курӑннӑ. Ку ҫеҫ те мар, ӑна алӑра тытакан кама та пулин пӗрӗннӗ хыҫҫӑн лешӗ сурансенчен, чирсенчен сипленнӗ.
Вӑл чула Эрендил Идриле, патша хӗрне, парнеленӗ. Лешӗ вара ӑна кӑкӑр умне ҫакса ҫӳренӗ. Гондолин арканнӑ хыҫҫӑн Идрил ӑна хӑйӗнпе пӗрле илнӗ. Вӗсен карапӗ каяс умӗн вӑл чул катӑкне хӑйӗн Эарендил ывӑлне панӑ та ҫак сӑмахсене каланӑ:
— Вӑтаҫӗр суранӗсем питӗ йывӑр, ҫӑвӑнпа та эпӗ Эллисара сана паратӑп. Вӑл сана ҫав сурансене тӳрлетме пулӑшӗ. Эсӗ ҫеҫ ӑна тытма пултаратӑн.
Сирион гаванӗнче чӑнах та сиплевҫӗ валли ӗҫ нумай тупӑннӑ. Ҫынсем, эльфсем, чӗрчунсем — пурте Ҫӳрҫӗрти хӑрушлӑхран кунта тарса килнӗ. Ҫавӑнпа та Эарендил пурӑннӑ вӑхӑтра пур суран та сипленнӗ, йӗри-тавра йывӑҫсем сип-симӗссӗн ешернӗ. Анчах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн вӑл Тинӗс урлӑ ҫула тухса кайнӑ. Вӑл шаннӑ: хӑйӗн шыравӗнче ку чул катӑкӗ ӑна пулӑшӗ, амӑшне, Идриле тепре курма май пулатех. Гондолинта чи лайӑх вӑхӑтсем чухне амӑшӗ ун сӑпки умӗнче юрланӑ самант Эарендил ӑсӗнче ӗмӗрлӗхех юлнӑ. Симӗс чул катӑкӗ те ун чухне амӑшӗн кӑкри ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫапла вара Вӑтаҫӗре пӑрахса канӑ чухне вӑл Элессара хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ.
Анчах та кайран Элессар Вӑтаҫӗре каллех таврӑннӑ. Икӗ халап кун ҫинчен каласа параҫҫӗ, анчах та тӗрӗссине Хӗвеланӑҫ енне тухса кайнӑ Ӑсчахсем анчах пӗлеҫҫӗ пулӗ. Хӑшпӗрисем каланӑ тӑрӑх иккӗмӗш Элиссар — ку вӑл Валар пулӑшнипе таврӑннӑ Эрендил тунӑ чул катӑкӗ; Олорин (Ватаҫӗрте вӑл Митрандир ятпа паллӑ) ӑна Хӗвеланӑҫ енчен илсе килнӗ иккен. Хӑй вӑхӑтӗнче Олорин Аслӑ Симӗсвӑрман (кайран Асарвӑрман) хушшинче пурӑнакан Галадриэль патне ҫитсе унпа нумай хушӑ калаҫнӑ. Нольдор пики Вӑтаҫӗре пӑрахса кайма пултарайман, ҫавӑнпа та вӑл тӑвансем ҫинчен пур хыпара та пӗлесшӗн пулнӑ. Олорин пӗтӗм ун ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ хыҫҫӑн вӑл ассӑн сывласа илнӗ та пӑшӑлтатса каланӑ:
— Вӑтаҫӗрте маншӑн питӗ тунсӑхлӑ. Йывӑҫсем хӑрни, курӑксем сарални яланах ман асра, ҫавӑнпа та ҫулҫӑсем кунта тӑкӑнаҫҫӗ, чӗре хӑй вырӑнне тупмасть.
— Элессар сан тунсӑха сирсе ярӗ-и? — ыйтнӑ вара Олорин.
— Ӑҫта-ха ӗнтӗ Эарендил чулӗ, — Галадриэль пуҫӗпе сулнӑ, — Эрендил та, ӑна тӑваканӗ, тахҫанах ҫӗре кӗнӗ.
— Кам пӗлет? — килӗшмен Олорин.
— Ҫапла, — тенӗ Галадриэль, — пирӗн пӗтӗм ырӑ япаласем пек вӗсем Тинӗс урлӑ каҫса кайнӑ. Вӑтаҫӗр вара халӗ типсе шанса лармалла-ши, майӗпен-майӗпен пӗтмелле-ши?
— Унӑн кун-ҫулӗ ҫапла, — каланӑ Олорин. — Анчах та ку тӳрех пулмӗ. Элессар таврӑнсан вара, петӗмпех лайӑхлатма май пулӗ. Нумай вӑхӑтлӑх мар ӗнтӗ, Ҫынсен вӑхӑтӗччен.
— Мӗнле вара ку пулма пултарать?.. — ыйтнӑ Галадриэль. — Валар патне халӗ ҫитме май ҫук, Вӑтаҫӗр ӗҫӗсем вӗсене тӗкӗнмеҫҫӗ, кунти кашни пурӑнакан ҫине мӗлке ӳкнӗ.
— Ку суя. Вӗсен куҫӗсем ҫивӗчех, чӗрисем тапма чарӑнман-ха. Ҫирӗплетмешкӗн — акӑ, кур! — Галадриэле вӑл хӑйӗн алли ҫинчи Элессара кӑтартнӑ.
— Эпӗ ӑна сана валли Яваннӑран илсе килтӗм, — тенӗ Олорин. — Мӗнле шутлатӑн, ҫавӑн пек усӑ кур. Пӗр вӑхӑта та пулин вӑл Вӑтаҫӗре асамлӑ вырӑн туса хурӗ. Анчах та эпӗ ӑна сана яланлӑхах памастӑп, вӑхӑт ҫитсен эпӗ ӑна санран каялла илӗп. Эсӗ Вӑтаҫӗртен ывӑнса ӑна пӑрахса кайиччен пӗр ҫын килет. Малалла вӑл ҫав ҫынӑн пулӗ, ҫыннин ячӗ ҫак чул катӑкӗ евӗр пулӗ: Элессар.
Тепӗр халапӗ вара ак ҫапла каласа парать: тахҫан ӗлӗк-авал, Саурон Эрегион (Остранна) тимӗрҫисене улталанӑ вӑхӑт ҫитмен чухне, Галадриэль унта ҫитнӗ те эльф тимӗрҫисен ертӳҫине каланӑ:
— Вӑтаҫӗрте мана питӗ йывӑр, ҫулҫӑсем тӑкӑнаҫҫӗ, чечекӗсем вара, эпӗ юратаканнисем — шанаҫҫӗ. Пӗтӗм ман ҫӗре тунсӑх ҫапнӑ, ӑна пӗр ҫуркунне те чӗртес ҫук.
— Мӗнле-ха урӑхла пулма пултарать Эльдар халӗ те Вӑтаҫӗрте пулсан? — хуравланӑ Келебримбор. — Мӗнле вара, эсӗ те Тинӗс леш енне каятӑн-и?
— Ҫук, — каланӑ вӑл. — Ангрод кайнӑ, Аэгнор та кайнӑ, Фелагунд вара халӗ ҫук. Финарфин ачисенчен эпӗ юлашки, анчах та ман чӗрере мӑнаҫлӑх пӗтмен. Мӗнпе вара айӑплӑ-ши ылттӑн Финарфин ҫурчӗ? Мӗншӗн манӑн Валар умӗнче каҫару ыйтмалла, е тинӗс варринчи утрав ҫинчи пурнӑҫпа пурӑнмалла? Манӑн, Турӑ пехилленӗ Аман ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерӗн! Манӑн кунта вӑй пур!
— Мӗн вара тумалла? — ыйтнӑ Келебримбор.
— Ман ҫакӑнта, вилӗмсӗр йывӑҫсемпе курӑк хушшинче пурӑнас килет, хамӑн ҫӗр ҫинче, — хуравланӑ вӑл. — Мӗн пулса тӑнӑ-ха Эльдарсен ӑсталӑхӗпе?
— Ӑҫта-ха ӗнтӗ Эарендилӑн чул катӑкӗ? — ассӑн сывласа илнӗ Келебримбор. — Эдендил та, ӑна тӑваканӗ, тӗнчерен уйрӑлнӑ.
— Вӗсем тинӗс леш енне кайнӑ, — каланӑ Галадриэль, — хӑйсемпе вара ӑста аллисем хатӗрленӗ пӗтӗм илемлӗ япалана илсе кайнӑ. Чӑнах та вара Вӑтаҫӗр шанса пӗтмелле-ши?
— Ҫапла пулӗ ун кун-ҫулӗ — хулпуҫҫисене сиктерсе илнӗ Келебримбор. — Анчах та эсӗ пӗлетӗн-ҫке, эпӗ сана юрататӑп (Клеборна эс саван пулсан та), ҫавӑнпа та ман ӑсталӑх сан тунсӑха сирсе яма пултарать пулсан, эпӗ мӗн тӑвайратӑп, ҫавна тӑвӑп.
Нумай ҫул каялла вӑл Гондолинта пурӑнни ҫинчен, Эрендил юлташӗ пулни ҫинчен вӑл каламан. Эрендил хыҫҫӑн ӑсталӑхпа иккӗмӗш вырӑнта Келебримбор пулнӑ. Ҫапла вӑл шухӑша тытса ӑна пурнӑҫланӑ — нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн вӑл Галадриэль валли чи чаплӑ ӗҫне вӗҫленӗ (Виҫӗ ҫӑрра шута илмесен). Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл Эрендил чул катӑкӗнчен ҫутӑрах та витӗртерех курӑннӑ, ӑнчах та вӑйӗ сахалрах пулнӑ: вӑл вӑхӑтра Моргота Пушӑ ҫӗре ӑсатнӑ пулсан та, вӑл унтан тӑврӑнайман пулсан та Вӑтаҫӗрте хӗвел ҫути тӗксӗмрех пулнӑ — унӑн мӗлки Ҫӗре ҫав-ҫавах вараланӑ пулнӑ. Анчах та ҫав-ҫавах Келебримбор Элессарӗ хитре те ҫутӑ пулнӑ, ӑна ҫав-ҫавах ҫунаттисене сарнӑ ӑмӑрт кайӑк евӗрлӗ кӗмӗл ум ҫакки ӑшне кӗртсе лартнӑ. Элессарпа усӑ курса Галадриэль хӑйӗн вӑрманӗсене илемлетме пултарнӑ, Мӗлке ҫӗнӗрен хупласа иличчен вӗсем Вӑтаҫӗрте чи илемлисем пулса тӑнӑ. Кайран, Келебримбор ун патне Нэньяна, Виҫӗ ҫӗрӗрен чи вӑйлине, янӑ хыҫҫӑн кирлӗ пулман пирки (вӑл шутланӑ тӑрӑх) вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне Келебриана панӑ. Ҫапла вӑл Арвен патне, кайран Элессар ятне илнӗ Арагорн патне ҫитнӗ.
Джон Рональд Руэл Толкиен.
вырӑсларан Николай Плотников куҫарнӑ
2006 ҫулхи авӑн уйӑхен 2-мӗшӗ