Чекушкин Владимир Иванович (1936 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хирти Шӑхаль ялӗ, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — СССР тата Раҫҫей философ-ӑсчахӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1996), профессор (1986). Чӑваш халӑх юррисене юрлаканӗ тата сарӑканӗ пек те паллӑ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1977) тата РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1984).
Чекушкин Владимир Иванович 1936 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ (1964 ҫулта вӑл Нӑрваш Шӑхаль ялӗ йышне кӗнӗ).
Нӑрваш Шӑхальти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта тата Турхан вӑтам шкулӗнче ӑс пухнӑ. Комбайнер пулӑшуҫи, клуб заведующийӗ, воспитатель тата уголовлӑ шырав ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул Патӑрьел районӗн комсомол организацийӗн ертӳҫи пулнӑ.
1965 ҫулта Ленинградри Профсоюзсен гуманитари университетне вӗренсе пӗтернӗ (халӗ — Санкт-Петербургри Профсоюзсен гуманитари университечӗ). Мускавра СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Философи институчӗн аспирантуринче тата докторантуринче вӗреннӗ. 1972 ҫулта кандидат диссертацине, 1996 ҫулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ.
1972 ҫултанпа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ: аслӑ преподаватель, доцент, профессор. 1988–1993 ҫулсенче философи кафедрин заведующийӗ, 1996–2001 ҫулсенче тата 2006 ҫултанпа — философи тата логика кафедрин заведующийӗ пулнӑ. Чӑваш Республикин философи обществин председателӗ, Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн канашҫи пулнӑ.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех Владимир Чекушкин чӑваш халӑх юррисен юрӑҫи пек паллӑ. 1954 ҫулта республикӑри юрӑпа ӗҫ уявӗнче «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрӑпа пӗрремӗш хут сцена ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа Чӑваш Енре тата ун тулашӗнче нумай концерт лартнӑ, АПШра, Германире, Венгрире, Индире, Ирландире, Испанире, Польшӑра, Словакире, Чехире гастрольсенче пулнӑ. Вӑл 22 чӗлхепе халӑх юррисене юрланӑ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене каланӑ.
«Мелодия» Пӗтӗм Союз фирми вӑл юрланӑ чӑваш халӑх юррисемпе грампластинкӑсем кӑларнӑ.
Унӑн йӑмӑкӗ — чӑваш юрӑҫи Чекушкина Клара Ивановна (1941 ҫулта ҫуралнӑ).
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 