Тутаркас
Пирӗн ялта малтан питӗ шур пулнӑ, пӗр Макаҫ ывӑлӗсене тӗп ялӗнчен урӑх ҫере куҫарасшӑн пулнӑ тет. Вара ҫаксем хамӑр ял вырӑнӗнчен (Ҫавалтан шутласа) тӑварах вырӑн йышӑнас тесе шутланӑ, ну кусем шутлани пурнӑҫа кӗреймен. Вырӑн патне пырса тӑрсан вырнаҫма кусене тутарсем вӑл вырӑнтан хӑвалса янӑ. Ҫапла вара ҫаксен вырӑнне вырӑнне тутарсем ларнӑ тет. Ҫавӑнпа ялне халӗ Тутаркасси теҫҫӗ.
ЧПГӐИ ӐА, I, 7002, 41 л. Элле фончӗ.
Тотаркас вырӑнче ӗлӗк тотарсем порӑннӑ. Кивҫортпа Ойпӳртрен чӑвашсем поҫтарӑнса килнӗ те тотарсене хӑваласа ярса хӑйсем вырнаҫнӑ. Вӗсем онта шыв полманнипе Ҫавал хӗррине коҫса ларнӑ, 5-6 кил. Йолашки тотарсене Иван Грознӑй килсе хӑваласа янӑ теҫҫӗ. Пӗр тӑлӑх тотар хӗрӗ ниҫта тарма полманран контах йолнӑ. Герасим ятлӑ чӑваш ӑна качча илнӗ. Вӗсен тӑванӗсем Кӗркорипе Никит полнӑ. Кӗркорин таврашӗнчен Плаки- Айзова Пелагея Григорьева – халь те порнать.
1974 ҫ. ЧР Шупашкар р-чи Тутаркассинче Н.П.Прокопьевран Е.С.Сидорова ҫырва илнӗ.-ЧПГӐИ ӐА, III, 374, 2 с.