Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Турханкасси

Турханкасси

Яла пуҫлаканӗ Атӑл леш енчен Уксак Тимӗр вӑхӑтӗнчех кунта килсе ларнӑ. Вӑл кнеҫ пулнӑ, пӑлхар-чӑвашсен пӗр ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ шутланнӑ. Хайхискер Мӑн Ҫавал ҫывӑхӗнчи хальхи Высоковка патне сӗм вӑрмана вырнаҫнӑ. Хусан ханлӑхӗн ҫураҫми тӑшманӗ пулнӑскер вӑл ирҫе кнеҫӗсемпе пӗрле тӑтӑшах тутарсене кая-кая тапӑннӑ.
Унӑн Шептек ятлӑ ывӑллӗ хӑйӗн йышлӑ ҫар ҫыннисемпе 1551-1552ҫулсенче А.Курбский ҫарӗпе пӗрлешнӗ. Хусана парӑнтарнӑ хыҫҫӑн кӗҫех Шептек Курбский кнеҫ ҫине тӑнипе Андрей ятпа тӗне кӗнӗ. Ҫавӑнпа Турханкасси ларакан вырӑна ӗлӗк Андреевка тенӗ.
Иван Грозный Курбский кнеҫе хӗсӗрлеме тытӑнсан ҫак инкек Андрейпа унӑн ачисенчен те (вӗсен ячӗсем паллӑ мар) пӑрӑнса иртмен. Часах ватӑ Андрейпа унӑн пӗр ывӑлне Иван Грозный Мускава чӗнтернӗ, тӗрлӗ майпа асаплантарнӑ та вӗлернӗ, Шептекӗн сывӑ юлнӑ йвӑлӗ Эртюк тӗне кӗмен чӑваш пулнӑ. Вӑл кӗҫех тутара тухнӑ. Эртюкӑн ывӑлӗсене Карбайка, Иштбайка Эртюковсем тесе чӗннӗ. Хӗсметре тӑнӑ ҫынсен шучӗпе вӗсем Алексей Михайлович патша патне хӑйсен хӑш-пӗр ҫурт-йӗрне каялла тавӑрса пама ыйтса ҫырнӑ.

ЧПГӐИ ӐА, I, 564, 5656, 95 л. Элле фончӗ
Вырӑсларан Г.Ф. Юмарт куҫарнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:41:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2837 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем