Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Советски

Советское (выр. Советское) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи ял. Советски ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.

Географи

Ял Ерпаш юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫитме 80 километр, район центрне — Етӗрне хулине ҫитме — 25 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран — 74 километр.

Истори

1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗччен ял Шӑмат ятлӑ пулнӑ. Историри ячӗсем — Никольское Шуматово тата Успенское Шуматово. XVIII ӗмӗрте кунта Тӗлӗнмелле ӗҫсен Николай Сӑваплӑхҫӑ ячӗллӗ приделлӑ Турӑ Амӑшӗн Успени храмӗ ӗҫленӗ. 1935 ҫулта храма хупнӑ, 1999 ҫултан вӑл каллех ӗҫлет.

1843 ҫулта ялта прихут училищине уҫнӑ. 1877 ҫулта — земство шкулне. 1889 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1896 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выртса сипленмелли йышӑну пульници ӗҫленӗ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта ҫӗвӗҫ, атӑ-пушмак, кӑмака, пичке тата хӑма ҫуракан промыслӑсем пулнӑ, акшар, бут чулӗ тата кирпӗч тӑмӗ кӑларнӑ. 1920-мӗш ҫулсенче почтӑпа телеграф уйрӑмӗ, участок пульници, ветеринарипе фельдшер пункчӗ, пӗрремӗш сыпӑкри шкул, вулавӑш ҫурчӗ, столяр тата тӗрӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ.

1926 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче «Шуматовское» ял хуҫалӑх юлташлӑхне регистрациленӗ. 1929 ҫулта «Ударник» колхоз йӗркеленӗ.

Административлӑ-территориллӗ пайлану енӗпе ял Кӑрмӑш уесӗнчи Шӑмат сотньӑна, Шӑмат вулӑсне, унтан Етӗрне уесне кӗнӗ (XIX ӗмӗрте — 1927 ҫулсенче). 1927–1939 ҫулсенче ял Етӗрне районӗн тытӑмӗнче пулнӑ. 1939–1956 ҫулсенче вӑл Советски районӗн центрӗ шутланнӑ. 1956 ҫултанпа ял каллех Етӗрне районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

  • 1723 ҫул — 412 арҫын.
  • 1795 ҫул (выҫҫӑлкӑсене шута илсе) — 500 арҫын, 557 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 100 арҫын, 115 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 158 арҫын, 155 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 102 кил, 197 арҫын, 200 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 181 арҫын, 220 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 431 арҫын, 244 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 175 кил, 554 ҫын: 271 арҫын, 283 хӗрарӑм.
  • 2010 ҫул — 140 уйрӑм хуҫалӑх, 413 ҫын: 203 арҫын, 210 хӗрарӑм.

Наци йышӗ: чӑвашсем тата вырӑссем.

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, пульница, икӗ аптека, клуб, вулавӑш, стадион пур. Ҫыхӑну тата Сбербанк уйрӑмӗсем, виҫӗ лавкка, общество апатлану предприятийӗ ӗҫлеҫҫӗ.

Экономика

Экономика тӗлӗшӗнчен тӗп вырӑна ял хуҫалӑхӗн производстви йышӑнать. Ял территорийӗнче «Шуматовский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫлет.

Паллӑ ҫынсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Магницкий Василий Константинович палӑкӗ


 
Категорисем: Советски
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-16 13:04:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5080 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем