Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пшонкӑ

ПшонкӑКрасноармейски районӗнчи ял, Ӳсӗк ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 61 ҫухрӑмра, Красноармейскинчен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Урамӗсем: Вӑрман, Совет.

Тавралӑх

Кӗҫӗн Шетмӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче ларать.

Ял сӑнӗсем

Пшонкӑ патӗнчи ҫырма
Пшонкӑ урамӗ
Ял ҫурчӗсем
Пшонкӑ патӗнчи ҫырма
Пшонкӑ урамӗ
Ял ҫурчӗсем

Ҫывӑхри ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVIII ӗмӗрте Ӳсӗк ҫыннисем никӗсленӗ. 1923 ҫулта яла Пшонкӑ Шетмӗ ятпа ҫырни тӗл пулать.
1866 ҫулччен ял халӑхӗ патшалӑх хресченӗсен шутӗнче пулнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе тӑранса пурӑннӑ, выльӑх-черлӗх тытнӑ.
1931 ҫулта «Канаш» колхоза йӗркеленӗ.
1922 ҫулччен Етӗрне уесӗн Упи вулӑсне кӗнӗ. Малалла, районсем туса хуриччен, Ҫӗрпӳ уесне пӑхӑннӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗртнӗ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче ял Трак районне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1940 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче район ятне улӑштарсан Красноармейски районӗнче шутланма пуҫланӑ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче яла Ҫерпӳ районне куҫарнӑ, унта вӑл 1965 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗччен пулнӑ. Халӗ Красноармейски районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

1795 ҫулхи ҫыравра ялта пурӗ 12 кил шутланӑ. 1858 ҫулта 39 арҫын, 38 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1906 ҫулхи ҫырав ялта 6 кил пулнине кӑтартнӑ; 21 арҫын, 17 хӗрарӑм пурӑннӑ.
1926 ҫулта ялта 52 кил шутланнӑ, 95 арҫын, 110 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулти ҫырав ялта 95 арҫын тата 135 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1979 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн Пшонкӑра 56 арҫын, 63 хӗраррӑм пурӑннӑ.
2002 ҫулта ялта пурӗ 34 кил пулнӑ, 39 арҫын, 41 хӗрарӑм пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ял «Нива» ЯХПК шутне кӗрет.
Ялта лавкка пур. Газ кӗртнӗ.

Культура

Ялта фельдшер пункчӗ, культура центрӗ пур.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ палӑк пур.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Чувашская энциклопедия, 2009, III том, 532 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Пшонкӑ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-23 22:57:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5210 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем