Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пупӑлькасси

Пупӑлькасси (выр. Бобылькасы) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи ял. Николаевски ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн хӗвеланӑҫ пайӗнче, Арпаш юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫити 93 километр, район центрӗнчен — Етӗрне хулинчен — 28 километр, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫити — 68 километр.

Истори

Ял 1795 ҫултанпа паллӑ. Малтан вӑл Никольски ялӗн (хальхи вӑхӑтра Хучаш ятлӑ) околоткӗ пулнӑ. Историри ячӗсем — Поболь тата Бобыльская.

Пурӑнакансем — чӑвашсем. 1866 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсен категорине кӗнӗ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта ҫил арманӗ тата ҫу кӑлармалли арман ӗҫленӗ.

1930 ҫулта Пупӑлькассинче Сталин ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ. Администраци тӗлӗшӗнчен ял XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Шемертен, Шӑмат, Хучаш тата Палтай вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа — Етӗрне районӗнче, 1939–1956 ҫулсенче — Советски районӗнче, 1956 ҫултанпа каллех Етӗрне районӗнче.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗн динамики:

  • 1795 ҫул — 15 кил;
  • 1859 ҫул — 28 кил, 86 арҫын, 105 хӗрарӑм;
  • 1897 ҫул — 142 арҫын, 146 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 75 кил, 177 арҫын, 197 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 192 арҫын, 233 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 130 арҫын, 180 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 95 кил, 227 ҫын (112 арҫын, 115 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫул — 76 кил хуҫалӑхӗ, 203 ҫын (102 арҫын, 101 хӗрарӑм).

Экономика тата инфраструктура

2010 ҫулта ялта «Выльский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫленӗ. Спорт площадки тата лавкка пулнӑ.

Паллӑ ҫыннисем

  • Клементьев Валерий Леонидович (1965 ҫ.ҫ.) — культура ӗҫченӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни.


 
Категорисем: Пупӑлькасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-30 23:12:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем