Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Моҫҫакасси

Моҫҫакасси (выр. Митрофанкасы) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи ял. Атайкасси ял тӑрӑхӗ шутне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче, Шупашкар хулинчен — 14 км, район центрӗнчен 15–16 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 2–3 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Ял XVIII ӗмӗрте Иккӗмӗш Мӑнал ялӗн (халӗ — Хурӑнлӑх ялӗ) выселокӗ пулса тӑнӑ. Историллӗ ячӗсем: Митрофанкин, Мозей-касы, Мосякасы. Ял ячӗ чӑвашсен «Митропан» тата «Моҫҫа» тенӗ язычник ятӗсенчен тухнӑ. Халӑхра ҫӳрекен халап тӑрӑх, кунта пӗрремӗш пурӑнма килнӗ ҫын тӗне кӗмен чӑваш Никтуҫ пулнӑ, унӑн ывӑлӗсенчен Моҫипе Митропанран ял ҫыннисен йӑхӗсем кайнӑ.

Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, килти ал ӗҫӗ пулнӑ. 1931 ҫулта «Парижская коммуна» колхоз йӗркеленнӗ, унӑн председателӗ Михайлов Семён (1902–1943) пулнӑ. 1950 ҫулта хуҫалӑх шутне Ваҫликасси ялӗ кӗнӗ, ҫапла Владимир Ильич ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ. Вӑл 1960 ҫулта центрӗ Атайкассинче вырнаҫнӑ «За мир» колхоз шутне кӗнӗ, 1965 ҫулта вара Шупашкар улма-ҫырла совхозӗ шутне кӗнӗ.

Администраци енчен ял Чикме уесӗн Мӑнал вулӑсӗ (XVIII ӗмӗр — 1920), Шупашкар уесӗн Мӑнал тата Шупашкар вулӑсӗсем (1920–1927), Шупашкар районӗ (1927–1935, 1959 ҫултанпа) тата Ишлей районӗ (1935–1959) йышне кӗнӗ. Ял канашӗсем: Катраҫ (1927 ҫултанпа), Атайкасси (1935 ҫултанпа).

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 219 ҫын (112 арҫын, 107 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 244 ҫын. Кайранхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта 242 ҫын патне пурӑнать, вӗсенчен 108 арҫын, 134 хӗрарӑм. Пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ — чӑвашсем.

Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1795 — 15 кил;
  • 1859 — 27 кил, 67 арҫын, 64 хӗрарӑм;
  • 1897 — 176 ҫын;
  • 1926 — 44 кил, 86 арҫын, 101 хӗрарӑм;
  • 1939 — 105 арҫын, 111 хӗрарӑм;
  • 1979 — 128 арҫын, 152 хӗрарӑм;
  • 2002 — 63 кил, 194 ҫын (97 арҫын, 97 хӗрарӑм);
  • 2010 — 67 харпӑр хуҫалӑх, 219 ҫын (112 арҫын, 107 хӗрарӑм).

Инфраструктура

2010 ҫул тӗлне ялта «Сад» ЯХПК ӗҫленӗ, лавкка пулнӑ. Ялта ҫичӗ урам тата 68 ҫурт.

Экономика

Экономика никӗсне ял хуҫалӑх производстви йышӑнать. Ял ҫыннисем ытларах кил ҫумӗнчи хуҫалӑхра ӗҫлеҫҫӗ — пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. «Сад» ЯХПК ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх).


 
Категорисем: Моҫҫакасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-06 20:53:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем