Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Миснер

МиснерШупашкар районӗнчи ял, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 22 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 10 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

XIX ӗмӗрте Ахтанайран куҫса вырнаҫнӑ, ял ячӗ ӑҫтан пулса кайнине ӑсчахсем тӗплӗн палӑртаймаҫҫӗ. «-нар/-нер» пӗтекен ятсем вырӑнти халӑхсенчен юлнине шута илсен куҫса вырнаҫакансем ял ятне тахҫанах пӗлекен вырӑн ятне пани куҫ кӗрет. Ахӑртнех пӗр-пӗр ҫырма е шыв ячӗ пулнӑ пулас.
1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ерчетнӗ.
1929 ҫулта «Аэросани» колхоз йӗркеленнӗ.
Районсене туса хуриччен Шупашкар уесӗн Йӑлӑмкас вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗртнӗ.

Халӑх йышӗ

1858 ҫулта Мӑн Пӳкассипе Ахтанай ялӗнчи шута илсе пурӗ 165 арҫынна, 187 хӗрарӑма шутланӑ.
1897 ҫулта ку ялта 23 арҫын, 32 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1926 ҫулхи ҫыравра 22 килте 60 арҫын, 56 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулта 44 арҫын, 61 хӗрарӑм пулнӑ. 1979 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн ялта 18 арҫын, 34 хӗрарӑм шутланнӑ. 2002 ҫулхи ҫырав ялта 13 кил пулнине палӑртнӑ, пурӗ 24 ҫын пурӑннӑ: 14 арҫын, 10 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

«Гвардеец» АУО шутне кӗрет.

Ҫул-йӗр

Культура

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Сторона моя Чебоксарская.
  • Чувашская энциклопедия. III том. 100 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Миснер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-17 23:55:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1983 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем