Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мартынкасси

МартынкассиЭлӗк районӗнчи ял. Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Чӑваш Сурӑм ялӗнчен 7 ҫухрӑмра ларать. Ялтан Элӗк_район тӗпне ҫитме 18 ҫухрӑм каймалла.

Ялта пилӗк урам: Вӑрман, Колхоз, Союз, Кооператив тата Вӗрентекенсен урамӗ.

Тавралӑх

Ялта икӗ пӗчӗк пӗве пур.

Юнашар ялсем

Кун-ҫулӗ

1927 ҫулччен Етӗрне уесӗн Элӗк вулӑсӗнче шутланнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн, районсене туса хунӑранпа, Элӗк районне кӗнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районне кӗртнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Элӗк районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

2006 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кунта 143 ҫын пурӑннӑ: 65 арҫын, 78 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ялта «Мартынкасси» ял хуҫалӑх производствӑлла кооператив (ЯХПК) пур.
Ҫавӑн пекех ялта Элӗк райповӗн лавкки ӗҫлет.

Культура

Ялта Мартынкасси ял клубӗ_клуб (Кооператив урамӗ, 12 ҫурт), Мартынкасси ял вулавӑшӗ_вулавӑш (Кооператив урамӗ, 12 ҫурт), фельдшерпа аккушер пункчӗ (Кооператив урамӗ, 9 ҫурт) пур.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Мартынкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-14 09:03:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3634 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем