Калмык
Ӗлӗк-авал пӗр калмык ханӗ хӑйӗн ҫыннисемпе Хум шывӗ хӗрне вырнаҫнӑ ялсене ҫаратса ҫӳренӗ.
Ҫӳресен-ҫӳресен виҫӗ пӳрт вырнаҫнӑ вырӑна пырса тухнӑ.
Мӗншӗн-ха кунта виҫӗ пӳрт ҫеҫ пулнӑ? Мӗншӗн тесен монгол-тутарсем ҫул хӗррипе вырнаҫнӑ ялсене ытларах пусмӑрланӑ. Ним айӑпсӑрах вӗсене хӗненӗ, пур-ҫук пурлӑхне те ҫаратса кайнӑ.
Ҫавӑнпа та мӗскӗн чӑвашсен ирӗксӗрех тӑван тавралӑха пӑрахса саланса кайма тивнӗ. Е вӑрман, е пӗчӗк шыв хӗррине вырнаҫма тӑрӑшнӑ вӗсем.
Ҫак виҫӗ ҫурт та аякран тарса килнӗ ҫынсен хӳтлӗхӗ пулнӑ ӗнтӗ. Анчах вӗсене кунта та калмык ханӗ шыраса тупнӑ иккен. Вырӑнӗ, чӑнах та, чӑтма ҫук илемлӗ ҫак тавралӑхра!
Калмык этеммине те самаях кӑмӑлне хускатнӑ пулас таврари илемлӗх. Часах инҫетри ялтан вӑл хӗр вӑрласа килнӗ тет, хӗр икӗ йӑмра хушшине ҫав тери пысӑк шыв арманӗ лартса хунӑ. Ҫапла вара ӗмӗрлӗхех пурӑнма юлнӑ. Виҫӗ килтен тата темиҫе кил пулса кайнӑ, темиҫе килтен ял та пуҫланса кайнӑ имӗш. Ячӗ унӑн Калмык ятлӑ пулнӑ.
Анчах ты ҫурхи кунсенче Хум шывӗ самаях сарӑлса кайнӑ, Калмык ялне шыв илнӗ.
1979 ҫ. ЧР Йӗпреҫ р-чи Чӑрӑшкассинче Коноваловпа Коновалова пухса хатӗрленӗ.- ЧПГӐИ ӐА, III, 628, 3-6 л.