Ее, — кириллица алфавичӗ ҫинче никӗсленекен алфавитсен, чӑваш алфавитӗнчи ҫиччӗмӗш саспалли. Унӑн ячӗ — «йэ». Вырӑс ҫырулӑхӗнчен илнӗ. Кивӗ чӑваш ҫырулӑх палӑкӗсенчех пур.
Ҫавӑн пекех латиница ҫинче никӗсленнӗ алфавитра та пур.
Ее сас палли чӑваш сӑмахӗсен пур позицийӗсенче те тӗл пулать:
- сӑмах пуҫламӑшӗнче, ҫемҫелӗх палли хыҫҫӑн вӑл икӗ сасса й + э пӗлтерет — епле [йэпле], ешӗл [йэшӗл], мӑрье [мӑрйэ], кӗсье [кӗсйэ];
- хупӑ сас палли хыҫҫӑн (сӑмах варринче те, вӗҫӗнче те) э сасса, умӗнчи тата хыҫӗнчи хупӑ сасӑсем яланах ҫемҫе пулнине пӗлтерет — тепле [т"епл"е], ҫӗпре [ҫӗп"р"е], тет [т"ет"].
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-26 12:26:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3346 хут пӑхнӑ.