Дд, — кириллица ҫинче тытӑнса тӑракан алфавитсенчи, чӑваш алфавитӗнчи улттӑмӗш саспалли. Унӑн ячӗ — «дӑ». И.Я. Яковлев 1871 ҫулта хатӗрленӗ пӗрремӗш алфавита Дд саспаллине кӗртнӗ пулнӑ, вӑл тӗп чӑваш сӑмахӗсенчи янӑраса илтӗнекен шавлӑ хупӑ сасса пӗлтернӗ (малдан «малтан», сандан «сантан»), анчах та алфавитӑн иккӗмӗш вариантӗнчен (1872) ӑна кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне тепӗр хут 1938 ҫулта кӗртнӗ. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенче ҫеҫ ҫыраҫҫӗ (директор, домна, художник, отряд).
Дд саспалли кивӗ чӑваш ҫырулӑх палӑкӗсенче те тӗл пулать. Унта вӑл икӗ уҫӑ сасӑ хушшинчи тата янӑравлӑ хупӑ сасӑпа уҫӑ сасӑ хушшинчи янӑраса илтӗнекен шавлӑ хупӑ сасса пӗлтернӗ (вада «ватӑ», ялды «ялти»).