Вишенер (выр. Вишенеры) — Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ял. Питӗркасси ял тӑрӑхне кӗрет. Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.
Республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме 113 километр, район центрне — Хӗрлӗ Чутай ялне ҫитме — 7 километр, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 37 километр. Ял Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.
XIX ӗмӗрте яла Хӗрлӗ Чутай ҫыннисем никӗсленӗ. 1924 ҫулччен выҫҫӑлкӑ статуслӑ пулнӑ, ун хыҫҫӑн ӑна ял шайне куҫарнӑ.
Администраципе территори пайланӑвӗ тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен Вишенер Кӑрмӑш уесӗн Кӑрмӑш тата Хӗрлӗ Чутай вулӑсӗсене кӗнӗ. 1920–1927 ҫулсенче ял Етӗрне уесӗн Хӗрлӗ Чутай вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районне кӗнӗ, 1962-1965 ҫулсенче ҫеҫ Ҫӗмӗрле районӗнче шутланнӑ. 1965 ҫултанпа ял каллех Хӗрлӗ Чутай районне кӗрет.
1931 ҫулта ялта «Ударник» колхоз йӗркеленӗ. Ҫынсен тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата тӗрлӗ ал ӗҫӗ пулнӑ.
Ҫулсем тӑрӑх ялти халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:
Ялти халӑх — чӑвашсем.
Ялта общество апатланӑвӗн предприятийӗ ӗҫлет.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 