Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вероника Пинеслу

Вера Юрьевна Петрова (сцена ҫинчи ячӗ — Вероника Пинеслу, хӗр чухнехи хушамачӗ — Шуркина) — Раҫҫейри чӑваш юрӑҫи.

Пурнӑҫӗ

1993 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче ҫуралнӑ. Ача чухне ҫемйи Тутарстанри Пӑва хулине пурӑнма куҫнӑ.

Пӑва хулинчи 2-мӗш лицее вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑн пекех Пӑвари 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фортепиано класӗнче вӗреннӗ, хорта юрланӑ, ташӑ кружокне ҫӳренӗ.

Икӗ аслӑ пӗлӳлӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗлӳ илнӗ.

Пултарулӑхӗ

2017 ҫулта «Ҫынсем, юратӑр пӗр-пӗрне» ятлӑ пӗрремӗш соло альбомне кӑларнӑ.

Паллӑ юррисем: «Пулам-и санӑн ҫӑлтӑру», «Мӗншӗн юрататӑп-ши сана?», «Зуби-зуби», «Юрату кӑварӗ», «Суйламасть никам та аннене», «Ах, аннеҫӗм, ялан-ялан пурӑн», «Эс мана савмастӑн», «Ман чӗрере», «Сана шыратӑп пур ҫӗрте те», «Симӗс куҫлӑ хӗр», «Талай хирне ӳкӗттӗм эп ҫитсе», «Ҫынсем, юратӑр пӗр-пӗрне», «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах», «Юратӑвӑм сӳнмӗ».

Типшӗм Сашук юрӑҫпа пӗрле «Симӗс куҫлӑ хӗр» юрра дуэтпа юрланӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

Вероника Пинеслу ачаранпах пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑннӑ. Пилӗк ҫулта «Кӗҫӗн бал патши» ята тивӗҫнӗ. 2004–2011 ҫулсенче республика, хула тата район шайӗнчи сӑвӑ конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ, унӑн сӑввисем вырӑнти хаҫатсенче пичетленнӗ.

Илемпе пултарулӑх конкурсӗсенче илнӗ ятсем:

  • «Мисс Золотая осень — 2009»;
  • «Мисс Очарование — 2010»;
  • «Мисс Золотая осень — 2010»;
  • «Вице-мисс — 2011»;
  • «Королева цветов — 2011».

Тӗнчери илемпе пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑннӑ: «Miss Fotomodel Canada — 2013», «Народная красавица России — 2013», «Miss International 2017» (Турци). 2012 ҫулта Шупашкарти «Мисс Волга — Volga Models» модель агентствинче пӗлӳ илнӗ.

Музыка конкурсӗсенчи ҫитӗнӗвӗсем:

  • Чӑваш Республикин ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» I конкурсӗн дипломӗ (2014);
  • «Ярмарка звёзд» халӑх пултарулӑхӗн музыка фестивалӗн лауреат дипломӗ тата куракансем юратнӑ приз (2018, Мускав);
  • «Star.Generation — Поколение новых звёзд» тӗнчери вокалистсен конкурс-фестивальӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019, Мускав);
  • «Планета „Казань“» ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхӗн тӗнчери фестиваль-конкурсӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019);
  • «Золотой голос России» тӗнчери вокал фестивалӗн III степеньлӗ лауреат дипломӗ (2019, Мускав);
  • «Princess of the East — 2020» («Принцесса Востока — 2020») тӗнчери хӗвелтухӑҫ ташшисен конкурс-фестивальӗнче 2-мӗш вырӑн тата медаль (Ҫӗпӗр, 2020).

Ӳнерти ӗҫӗсем

Кӑсӑкланни

  • Ачалӑхра инди ташшисене ташланӑ, каярах хӗвелтухӑҫ ташшисене кӑмӑлланӑ.
  • Ӳкерме юратать, хӑй валли чӑваш наци тумӗсемпе капӑрлӑхсем ҫӗлет.
  • Ют чӗлхесене вӗренет. Вырӑс, чӑваш тата тутар чӗлхисемсӗр пуҫне турккӑ, акӑлчан, итальян, нимӗҫ тата франц чӗлхисене пӗлет. Ача чухне кану кунӗсенче медресене араб чӗлхине вӗренме ҫӳренӗ.

Ҫемйи

  • Амӑшӗ — Алина Тайпи (чӑваш сӑвӑҫи).
  • Пӗртӑванӗсем — Ирина тата Мальвина.
  • Упӑшки — Павел.
  • Хӗрӗ — Элина.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-01 18:15:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 26 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем