Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Амалӑх

'''Амалӑх''', — Чӑваш Енӗн Тӑвай районӗнчи ял.

Истори

1748 ҫулхи хутсем тӑрӑх ку ял Кипенейпе Амалик касӗ шутланнӑ. Яла Вӑрмар районӗн Кавалпа Пинер ялӗнчи ҫынсем никӗсленӗ. Амалик — Кавал ялӗнчи купса. Унӑн Кипенейпе Шайкка ывӑлӗ тата Марфа хӗрӗ ҫӗнӗ XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче яла никӗсленӗ те. 1858 ҫулта кунта 27 килте 312 ҫн пурӑннӑ.

Хутсем тӑрӑх ӑна Кипенейкасси тесе шутланать.

1927 ҫулчен ял Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. 1925 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-ччен Кив Тепит вулӑсне, кайран, 1927 ҫулчен, Тӗмер вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 Канаш районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1 хыҫҫӑн Тӑвай районне, 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн Канаш районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Тӑвай районне кӗрет.

Паллӑ ҫыннисем

[[Категори:Чӑваш Енри Тӑвай районӗн ялӗсем]]


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-05 16:46:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2973 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем