Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫитмӗл ҫичӗ ҫул иртсен калани (Кӗмӗл кӗпер)

Кӗсле туса, кӗсле каларӑм,
Чӑн пулнине кӑна юрларӑм.
Суя сӑмах манран тухмарӗ,
Ултав юрри манра пулмарӗ.
«Кесле юрри» кӗнекерен.


Тутар-монголсем килсе тапӑнни пирӗн халӑх пурнӑҫӗнче чӑнласах та питӗ пысӑк йӗр, ӗмӗрне тӳрленми суран хӑварнӑ. Хӑйне упраса хӑварас тесе, пуласлӑх тупас тесе, пирӗн халӑх тискер тӑшманпа пӗтӗм вӑйне хурса кӗрешнӗ. Ҫак тапхӑр ҫинчен, пирӗн ламтайсем тутар-монголсемпе мӗнпур вӑйне пухса кӗрешни ҫинчен чӑваш халӑх пултарулӑхӗнче вуншар та ҫӗршер халап-юмах, юрӑ-сӑвӑ упранать. Паян, ҫав тискер йӑхсем килсе тапӑннӑранпа ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫул иртсен, манӑн ҫав халап-юмах, юрӑ-сӑвӑсенчен хӑшне-пӗрне илсе кӑтартас килет.
Акӑ, тискер тӑшмансем ытла та йышлӑн тапӑнса килнине палӑртакан авалхи халӑх халапӗ:

Хурӑн ҫырли мӗншен ҫӗр ҫинче ӳсет...

Ӗлӗкхи хурӑн ҫырлисем ҫӗр ҫинче мар, чӑнласах та хурӑн ҫинче ӳснӗ. Хурӑн вулли те ун чухне хальхи пек мар, сип-симӗс, пилешӗнни пекех пулнӑ.
Ҫавӑн чухне ӗнтӗ чӑваш ҫӗрӗ ҫине тискер тутарсем килсе кӗнӗ. Питӗ нумайӑн пулнӑ вӗсем, шутласа та тухма йывӑр пулнӑ вӗсен шутне. Пин-пин тутар ут утланса иртсе пынӑ чухне ҫӗр чӗтренӗ, ҫӗр ахлатса тӑма тытӑннӑ. Ҫавна пула вара хурӑн ҫырлисем те тураттисем ҫинче чӗтреме тытӑннӑ. Тутарсен йышӗ вара пӗрре те чакман, вӗсем чӑваш ҫӗрне таптаса малалла та малалла иртнӗ.
— Ах, аннеҫӗмӗр, вӑйсем пӗтрӗҫ, ҫӗр ытла чӗтрет, ӳкетпӗр! — куҫҫулӗпех йӗме тытӑннӑ хурӑн ҫырлисем.
— Ах, пепкемсем, нимӗнле те пулӑшма пултараймастӑп ҫав халӗ сире, — хурланса каланӑ хурӑн. — Епле пулсан та чӑтӑр ӗнтӗ. Тӳсӗр хамӑрӑннисем киличчен. Акӑ, часах килсе ҫитеҫҫӗ вӗсем...
Ҫапла пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун иртнӗ. Тутар ҫарӗсем вӗҫе-вӗҫӗн ҫаплипех Пӳлер еннелле иртнӗ те иртнӗ, иртнӗ те иртнӗ.
— Ах, аннеҫӗмӗр, тӳсейместпӗр, тискер тӑшмансен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Вӗсем ҫаплипех ҫӗре чӗтреҫҫӗ. Ӳкетпӗр! — ӗсӗклесе йӗнӗ хурӑн ҫырлисем.
Хурӑн хӑйӗн ачисене ҫемҫе тураттисемпе аялтан тӗке-тӗке пулӑшма тарашнӑ. Анчах ку та кӑлӑхах пулнӑ. Ҫӗр вара тӑшманӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫарӗ пынине чӑтаймасӑр чӗтренӗ те чӗтренӗ. Юлашкинчен хайхи хурӑн ҫырлисем тӳсеймен, татӑла-татӑла тутар учӗсен ури айне ӳксе лачӑртатма тытӑннӑ. Пӗр ҫырли те туратти ҫине юлман.
Ҫак ҫырласен амӑшӗ, хурӑн, питӗ куляннипе вара пӗр кун хушшинче шап-шурӑ шуралса ларнӑ. Хӑйӗн ҫырлисене те вара тураттисем ҫинче мар, хӑй айӗнче курӑк хушшинче ӳстерме тытӑннӑ. Анчах вӗсем таптакан курӑк ҫинче пулнипе ӗлӗкхи пек мар, вӗтӗ ҫырла пулса ӳсеҫҫӗ.

Ку легендӑна И.В. Васильев учитель хальхи Тутар Республикине кӗрекен Киремет ятлӑ чӑваш ялӗнче 1898 ҫулта ҫырса илнӗ.

1236 ҫулхи тискер ӗҫсем пирӗн халӑх историйӗнчи чи трагедиллӗ самантсем. Ҫавӑн ҫинчен те питӗ нумай легендӑ-юрӑ. Вӗсенчен пӗрне илсе кӑтартас килет. Ку легендӑна эпӗ ача чухнех Ӑста-Наҫтук асаннерен илтнӗ.

Хуркайӑк ҫулӗ пулса кайни

Чаплӑран та чаплӑ, паттӑртан та паттӑр чӑваш патшин Ылттӑнпикӗн вуникӗ хӗр пулнӑ тет. Ытарайми хитре пулнӑ вӗсем. Ячӗсем те пӗри тепринчен янӑравлӑрах, илемлӗрех пулнӑ — Кӑрлач, Нарӑс, Пуш, Ака, Ҫу, Ҫӗртме, Утӑ, Ҫурла, Авӑн, Юпа, Чӳк тата Раштав. Тискер тутарсем тапӑнса килсессӗн, хӑйӗн ытарайми хӗрӗсене упраса хӑварас тесе, Ылттӑнпик вӗсене пурне те Пӳлер хули ҫумӗнчи ҫӳллӗ сӑрт ҫинчи никам ҫӗмӗрсе кӗрейми чаплӑ кермене леҫнӗ. Вӗсене сыхлама вара хӗрӗх амаҫына хушнӑ.
Тутарсем хайхи ҫакна пӗлеҫҫӗ те пин-пин ҫарпа Ылттӑнпик хӗрӗсем кайса пытаннӑ кермене хупӑрласа илеҫҫӗ. Вара, ҫак ҫӳллӗ ту ҫинче, хӑйсен патшин хӗрӗсене хӳтӗлесе, хӗрӗх амаҫын паттӑррӑн пуҫне хураҫҫӗ. Ҫакна курса, патша хӗрӗсем вара чӑваш паттӑрӗсем килсе ҫитсе тӑшмана пӗтерччӗр тесе Ҫӳлти Турра кӗлтума тытӑнаҫҫӗ. Ҫав хушӑра хайхи пӑхаҫҫӗ те Пӳлер хули ҫунма тытӑннине кураҫҫӗ. Вара вӗсем Пӳлер хулине хӳтӗлекен ашшӗ питӗ йывӑр инкеке лекнине ӑнланса илеҫҫӗ. Вӗсен чунӗ-чӗринче хайхи амаҫын юнӗ вӗреме тытӑнать. Хӑвӑрт кӑна ҫивчӗ хӗҫ тытаҫҫӗ те вӗсем, ут утланса, ашшӗне пулӑшма Пӳлер еннелле ыткӑнаҫҫӗ. Анчах хула тӗлне ҫитеймеҫҫӗ ҫав. Тӑшман вӗсене вӑрман уҫланкинче систермесӗр хупӑрласа илет. Тискер ҫапӑҫура вара Ылттӑнпикӗн вуникӗ хӗрӗ те пуҫне хурать. Анчах вӗсен чунӗсем упранса юлнӑ. Вӗсем хуркайӑк пулса, какӑлтата-какӑлтата тӳпене вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.
Халӗ вара ҫав Ылттӑнпик патша хӗрӗсем вӗҫсе кайнӑ тӳпери ҫӑлтӑрсен ушкӑнне Хуркайӑк ҫулӗ теҫҫӗ.
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе тӳпере вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ патша хӗрӗсен чунӗсем.
Хӗвел тухсан тин вара, канса илме тесе, ҫын ҫӳремен улӑх-ҫарана анса лараҫҫӗ. Пӳлер хули патне вара вӗсем ҫимӗк кунӗ кӑна килеҫҫӗ, тискер тӑшмансемпе кӗрешсе вилнӗ паттӑрсене асӑнаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вара ҫав ҫулхине ҫуралнӑ чӑваш ачисене ҫуначӗсем ҫине лартаҫҫӗ те Ҫӗр тавра ҫаврӑнса килеҫҫӗ, пил параҫҫӗ. Вара каллех каялла, тӳпенелле вӗҫсе каяҫҫӗ, Хуркайӑк ҫулӗ пулса пурӑнаҫҫӗ, чӑвашсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ылттӑнпик патша хӗрӗсен ячӗпе чӑвашсем халӗ уйӑх ячӗсене калаҫҫӗ. Ылттӑнпик хӗрӗсен чунӗсем вара кашнийӗ хӑйсен ячӗллӗ уйӑхра ҫуралнӑ чӑваш ачисене пӑхса-хӳтӗлесе пурӑнаҫҫӗ тет.

* * * <<
Кашни халӑх пекех, чӑваш халӑхӗ те сутӑнчӑк ҫынна чи пӳтсӗр, чи йӗрӗнмелле ҫын тесе шутлать. Парӑҫ-Пӑрӑнтай (чӑн-чӑн ячӗ — Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай) — авалхи пӑлхар-чӑвашсен чи путсӗр ҫыннисен пӗри. Вӑл тӑван халӑха, тӑван ҫӗршыва сутнипе ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл, хӑй пек сутӑнчӑксенчен ҫар пухса, чылай хушӑ тутар-монголсене юраса, вӗсен чи шанчӑклӑ йытти пулса пурӑннӑ. Хӑйӗн таманӗпе вӑл вырӑссен хулисене Ресана, Улатимӗре ҫунтарса янӑ, Кейӳ хулине те чи малтан пырса кӗнӗ.
1241 ҫулта вара Ылттӑн Уртана кӗнӗ Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн патши пулса тӑнӑ. Анчах ҫунса кайнӑ хуласене чӗртес, халӑха пулӑшас тесе шутламан. Астулне малтан Сӑварта, кайран Пӑлхарта тытса танӑ. Тутар-монголсене тем тӗрлӗ те юрама тӑрӑшнӑ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтая питлесе те чӑвашсем тем чухлӗ халап-юмах упранӑ. Ҫавсен пӗрне те пулин ҫак кӗнекере те ҫырса кӑтартас тетӗп. Ӑна Тутар Республикинчи Янтукан ялӗнче 1903 ҫулта П.Я. Яковлев учитель ҫырса илнӗ.

Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай вилни

Аслӑ Пӑлхар хули ҫумӗнчи вӑрманта, ҫын пырса ҫӳремен вырӑнта ҫичҫӗр ҫултан та ытларах пурӑнакан питӗ ватӑ юман пур. Питӗ лаштака та ҫӳллӗ вӑл. Ҫурри ытла ҫунса кӗлленнӗ пулсан та вӑл паян кун та питӗ ҫирӗп-ха. Ҫак юманран вара нумай-нумай ҫул ӗлӗкрех Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай ятлӑ питӗ путсӗр сутӑнчӑк ҫакӑнса вилнӗ.
Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑитай авланман ҫын пулнӑ. Хӑйӗн патшине, пӗтӗм чӑваш халӑхне сутнӑ хыҫҫӑн, вӑл авланас тесе шутланӑ. Вара Пӑлхар хулине пынӑ та пӗр питӗ хитре хӗре ҫураҫма тытӑннӑ.
Анчах хӗр-пике ӑмӑшне ку килӗшмен:
— Эсӗ — сутӑнчӑк, сана хам хӗре памастӑп! — тенӗ вӑл Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтая.
Аптранипе вара Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай Пӳлер хулине каять те унти пӗр хӗре ҫураҫма тытӑнать.
— Эсӗ тӑван халӑха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Манӑн вара сан пек хӑлӑхсӑр ҫын хунямӑшӗ пулас килмест! — тесе хуса ярать ӑна хӑй килӗнчен хӗр-пике амӑшӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай Сӑвар хулине каять. Анчах унта та хапӑл пулмаҫҫӗ ӑна.
— Эсӗ хапсӑнчӑк тавсасӑр ҫын, — тет ӑна Сӑвар хулинче куҫланӑ хӗр-пике амӑшӗ. — Эсӗ ман кӗрӳ пулма тивӗҫ мар!..
Ҫавӑн чухне чӑвашсен ҫитмӗл ҫӗрте ҫитмӗл хула пулнӑ. Пур хулана та ҫитет Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай. Анчах ӑна пур ҫӗртен те хӑвала-хӑвала яраҫҫӗ. Никам та ӑна хӑй хӗрне парас темест. Чӑваш хӗрӗсем те ӑна пурте пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Ним тӑвайман енне вара Каҫи-Парӑҫ Пӑрӑнтай ҫак сӗм вӑрмана килсе тухать те чи лаштра юмана шыраса тупать. Мӑйне мӑйкӑч тӑхӑнтарать те вара ҫак юманран ҫакӑнса вилет...

Ку вӑл путсӗр сутӑнчӑка питлекен халӑх халапӗ. Чӑннипе вара урӑхла пулса тухнӑ. Темле юрас тесессӗн те Парӑҫ-Пӑрӑнтай кирлӗ таран тутар-монголсене юраса ҫитереймен. 1253 ҫулта ӑна тутар-монголсем вӗлереҫҫӗ. Шӑп та лӑп карланкинчен шӑратнӑ ылттан ярса.
Тен, ку ӗҫе кӑнар-тикки те хутшӑннӑ пулӗ?.. Тен, ку вӑл ӑнсӑртран пулнӑ япала пулӗ? Ҫакна халӗ татсах калама ҫук.
Кӑнар-тикки кунҫулӗ малалла йӗрленни вара нимле чӑнлавсенче те курӑнмасть.
Хӑшпӗрисем тата Ылттӑнпикӗн кӗҫӗн ачи арҫын мар, хӗр тесе те калаҫҫӗ. Вӑл амӑшӗпе пӗрле кермен тӑрринчен ӳксе вилнӗ те теҫҫӗ.
Тен, кӑнар-тиккипе унӑн йӑх-шывне упраса хӑварас тесе ҫеҫ халӑх ҫапла темиҫе тӗрлӗ калама тытӑнман-ши ун чухне? Мӗншӗн тесен тутар-монголсем хӑйсем ҫӗнтернӗ е ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкнӑ патшалӑхсенче чи малтан патша йӑхне-шывне тӗп тунӑ. Ку вӑл вӗсене мӗнпур халӑха пӗтӗмпех пӑхӑнтарма май туса панӑ.
Тен, апла та мар пуль. Тен, кам пӗлет, кӑнар-тиккин йӑхӗ-шывӗ паян кун та пирӗн хушӑмӑрта пурӑнать пулӗ, ҫак йӗркесене вуласа, хайӗн ламтайӗн Ылттӑнпикӗн вилӗмсӗр ӗҫӗсене ӑшне илет пулӗ...
Эпӗ хам анне енчен Упи-паттӑр несӗлӗ, атте енчен — Сӑкӑт-паттӑр несӗлӗ. Ҫак ламтайсем мана ҫак кӗнекене ҫырма хушрӗҫ пулӗ...
Путсӗр сутӑнчӑксене чӑваш халӑхӗ чунтан-чӗререн кураймасть, вӗсене мӗнпур халап-юмахсенче, юрӑ-сӑвӑсенче питлет.
Ҫав хушӑрах халӑх телейӗшӗн кӗрешнӗ паттӑрсене нихӑҫан та манмасть. Вӗсем ҫинчен тем тӗрлӗ паха халап-юмахсем, юрӑ-сӑвӑсем ҫуратать, вӗсене хӑй чунӗ-чӗринче упрать. Вӗсенчен пӗрне илсе кӑтартас тетӗп.

Саврӑш паттӑр

1975 ҫулта Тутар Реснубликинчи Аслӑ Саврӑш ялӗнче тӗлӗнтермӗш легенда ҫырса илнӗ. Унта Аксу районне кӗрекеп Саврӑшпуҫ ялӗ ҫумӗнче пысӑк вӑрман пуррине каланӑ. Ҫав вӑрман патӗнче ӗлӗк-авал пӑлхар-чӑвашсем усал тутар-монголсемпе питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн вара пӑлхар-чӑвашсем хӑйсен пуҫ хунӑ паттӑрӗсене тискер кайӑк ҫулӗпе вӑрман ӑшнелле кӗрсе, пӗр уҫланкӑра пытарнӑ. Вилтӑприсем ҫине чулпалӑксем лартнӑ, вӗсем паян кун та ҫавӑнтах. Ҫавӑнтах тутар-монголсемпе кӗрешсе пуҫ хунӑ Саврӑш-паттӑра та пытарнӑ. Кашни ҫуркунне, ҫерем тухса йывӑҫ-курӑк ешерме пуҫланӑ чухне, ҫурҫӗр тӗлӗнче Саврӑш-паттӑр вӑранать те хӑйӗн юнташӗ-тамӑрӗсене тӑратать. Чӑваш паттӑрӗсем вӑраннине курса, вӗсем патне ҫавӑнтах ут-урхамахӗсем сӗм вӑрман чӑтлӑхӗнчен тухаҫҫӗ. Пурте вара маттур учӗсене утланаҫҫӗ те Кивӗ Саврӑш ҫулӗпе Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн юлашки шӗкӗр хули пулнӑ Пӳлер хули еннелле вӗҫтереҫҫӗ. Ҫутӑ уйӑх ҫутинче, сӗм-сӗм вӑрман витӗр хула вырӑнне — Пӳлер тӑвӗ патне тухаҫҫӗ. Вӗсен пӗртен-пӗр ӗмӗт — Пӳлере ҫӑлса хӑварасси. Анчах та паттӑрсем хӑйсен тӑван хулине тупаймаҫҫӗ: ӑна тискер тӑшмансем ҫӗрпе танлаштарнӑ, унӑн ҫунӑкне ҫил вӗҫтерсе кайнӑ.
— Эх, ӗлкӗреймерӗм! Каллех ӗлкӗреймерӗм! — кулянса кӑшкӑрса ярать, ҫакна курса, Саврӑш-паттӑр.
Вӑл питӗ кулянса, учӗ ҫинчен сиксе анать те ахлата-ахлата ӗсӗклесе йӗме тытӑнать, вӑл йӗни пӗтӗм вӑрман тӑрӑх каять, ӑна янӑратать. Юлашкинчен Саврӑш-паттӑр ҫӗр ҫине выртать те, ӑна ыталаса илсе, тата хытӑ йӗрет. Унӑн юнташӗсем вара, ҫак ҫӗр чӑтмалла мар хуйӑха курса, учӗсене чӗлпӗрӗсенчен тытса, вӑрманалла кӗрсе ҫухалаҫҫӗ. Тӳпене аслатилле хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупӑрласа илеҫҫӗ. Чӑтма ҫук йывӑр пулса каять. Ӗмӗрхи юмансем Пӳлер хули еннелле пуҫӗсене таяҫҫӗ. Пӳлер тӑвӗ ҫинчен вӑйлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ку вӑл Пӳлер хулине хӳтӗлесе вилнӗ пин-пин пӑлхар-чӑваш куҫҫулӗ. "Эх, ӗлкӗреймерӗм! Каллех ӗлкӗреймерӗм!" — ҫичҫӗр ҫул ытла кулянать те кулянать Саврӑш-паттӑр...

Пӳлер хули пирӗншӗн тӑванран та тӑван пулман пулсан, халӑхра ҫакӑн пек вилӗмсер хайлавсем ҫуралман пулӗччӗҫ, халӑх асӗнче Саврӑш-паттӑр пек улӑпсем те ҫӗршер-ҫӗршер ҫул пурӑнман пулӗччӗҫ...

Тен, чӑнласах та вилӗмсӗр Саврӑш-паттӑрӑн чунӗ ҫапла паян куна ҫитиччен те тӗртленет пулӗ? Ылттӑнпике пулӑшма, Пӳлере ҫӑлма хӑй айӑпӗпе кая юлманни ҫинчен пӗтӗм тӗнчене каласа партарасшӑн пулӗ. Акӑ, каласа патӑмӑр. Чунӗ лӑплантӑр аслӑ та чаплӑ Саврӑш-паттӑрӑн. Аслӑ хулана, аслӑ та чаплӑ патшана ҫӑлайманшӑн вӑл пӗрре те айӑплӑ мар. Пачах урӑхла, вӑл тунӑ чаплӑ ӗҫсене шута хурса, эпир ӑна пӑлхар-чӑваш халӑхӗн чи чаплӑ паттӑрӗсен шутне кӗртсе чыслатпӑр.

1898 ҫулта чӑваш учителӗ П. Гаврилов тата тепӗр тӗлӗнтермӗш историллӗ предани ҫырса илнӗ.

Ылттӑнпик патша

Ылттӑнпик — пӑлхар-чӑвашсен чи чаплӑ, чи паттӑр патши пулнӑ. Шӑп та лӑп вӑл патшара ларнӑ чухне ӗнтӗ пӑлхар-чӑвашсем ҫине тискер тутар-монголсем килсе тапӑннӑ. Ылттӑнпик патша, чӑваш ҫарӗсене ертсе пырса, тутар-монголсене темиҫе хутчен те ним юлми ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкнӑ.
Анчах тутар-монголсем питӗ чее те каварлӑ халӑх пулпӑ. Вӗсем питӗ пысӑк ҫар пухнӑ та, Ылттӑнпике улталаса, пӑлхар-чӑвашсем ҫине систермесӗр тапӑннӑ.
Питӗ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Ылттӑнпик. Анчах тутарсем питӗ нумайӑн пулнӑ ҫав. Пӗр пӑлхар-чӑваш паттӑрне хирӗҫ ҫирӗм-вӑтӑр тутар монгол пухнӑ. Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пуҫне хунӑ. Юлашкинчен вара тутар-монголсем Ылттӑнпик патшана пур енчен те ҫавӑрса илнӗ. Ҫавӑн чухне, тискер тӑшмансемпе улӑп пек кӗрешсе, Ылттӑнпик патша пуҫне хунӑ.
Кайран, тутар-монголсене хуса ярсассӑн, Ылттӑнпике пӑлхар-чӑвашсем хисеп туса, тарӑн шӑтӑк чавса, хӑйӗн керменӗн мал енне пытарнӑ, — тенӗ унта. — Анчах халӗ унӑн вилтӑприйӗ ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Мӗншӗн тесен чӑваш несӗлӗсем хӑйсен историйӗпе кӑсӑкланмаҫҫӗ, тахҫан-тахҫан пурӑннӑ чаплӑ ҫыннисене пӗлес тесе тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫапла вуншар, ҫӗршер ҫул иртсе кайӗ. Ҫапах та пӑлхар-чӑваш халӑхӗ Ылттӑнпик ятне манмӗ. Чылай-чылай ҫул иртсессӗн тав чунлӑ чӑвашсем Ылттӑнпике аса илӗҫ те ун ятне ялав пек ҫӗклема тытӑнӗҫ. Ҫавӑн чухпе вара Ылттӑнпик те хӑй ҫинчен пӗлтерӗ. Ҫӗршер ҫул выртакан тӑпри йывӑррине пӑхмасӑрах аллине ҫӳлелле ҫеклӗ те ҫӗр ҫине панулми йывӑҫҫи пулса тухӗ. Пӑлхар-чӑвашсем вара, ҫав йывӑҫ улмисене ҫисе, ламтайсен чӑнлӑхне хӑйсем ҫине илӗҫ, вӗсен пӗтӗм пурнӑҫне, ӗмӗтне-шухӑшне пӗлессишӗн тӑрӑшма тытӑнӗҫ...>> * * * <<
Ҫак легендӑсемпе историллӗ преданисенче халӑх ӗмӗчӗ пурӑнать. Легендӑсемпе историллӗ преданисем вӗсем ним ҫукран ҫуралман. Вӗсем чӑн пулнине упраса пурӑнакан хайлавсем. Вӗсем чӑн-чӑн историллӗ пулӑмсем ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ.
1991-1992 ҫулсепче "Вучах" хаҫӑт чи малтан хӑй страницисенче Ылттӑнпик патшапа унӑн тапхӑрӗ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. "Ылттӑнпик" ятлӑ авалхи халӑх хайлавне пичетлеме хатӗрлерӗ. Шӑп та лӑп ҫав ҫулсенче Аслӑ Пӳлерти патша керменӗн мал енче, хапха пулнӑ тӗлте, никам лартмасӑрах йӳҫӗ панулми йывӑҫҫи ӳссе ларнӑ. 1996 ҫулта вӑл пӗрремӗш хут чечеке ларнӑ, улмисене ӳстернӗ.
Ҫав ҫулхине, кӗркунне пуҫламӑшӗнче эпир, чӑваш тӗпчевҫисемпе ҫыравҫисем, шкул ачисем инҫе ҫула тухрӑмӑр, авалхи ламтайсен чи чаплӑ вырӑнӗсене палӑртса тухас терӗмӗр. Чи пысӑк тӗллевсенчен пӗри — Ылттӑнпик вилтӑприне тупасси, вӑл ӑҫта пулма пултарассине палӑртасси тесеттӗмӗр эпир ун чухне.
Чылай хушӑ Пӳлер хули тӑрӑх ҫӳрерӗмӗр эпир, урамсемпе тӑкӑрлӑксем пулнӑ вырӑнсемпе урлӑ та пирлӗ каҫрӑмӑр.
Чӗнчӗ те чӗнчӗ пире хӑй патне улмуҫҫи. Чӗнчӗ те чӗнчӗ, ман улмасене ҫисе пӑхӑр-ха терӗ, вӗсем йӳҫӗ пулнишӗн ан кулянӑр терӗ.
Ывӑннине пӑхмасӑрах, путӑк-шӑтӑксем урлӑ каҫса, васка-васка эпир ҫак улмуҫҫи патне утрӑмӑр, унӑн йӳҫӗ улмисене тыта-тыта ҫирӗмӗр те аслӑ та чаплӑ Ылттӑнпик патша вилтӑприйӗ ҫакӑнта иккенне чуна илсе, ӑна пӑлхар-чавашла асӑнтӑмӑр, вӑл юратнӑ "Кӗмӗл кӗпер" юрра юрларӑмӑр.

Тӑванах хулана сыхлас тесе,
Пӗтӗм халӑх паян ҫӗкленет.
Тискер тӑшмансене ҫӗнес тесе,
Урхамах-ут чӑваш утланать.

Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урла каҫарса яр...

>> * * * <<
Ку хайлав вуникӗ романран тӑракан "Хуркайӑк ҫулӗ" ярӑма кӗрекен ҫиччӗмӗш кӗнеке. Тепӗр кӗнеке, саккӑрмӗш, "Ылттӑнчечпе Пачман" ятлӑ. Унта вулаканӑм эсӗ ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ Ылттӑнчечпе Пачманӑн, Пуянпа Тинеккун, Упа-паттӑрпа Итурайӑн малаллахи пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне, вӗсем юнӗҫен монголсене хирӗҫ епле патӑррӑн кӗрешнине, епле паттӑррӑн ҫӗре кӗнине пӗлӗн.
Тӑххӑрмӗш роман — "Упи-паттӑр". Унта эпӗ Упи-паттӑр, Ылттӑнпик патша халалне асра тытса, тӑван пӑлхар-чӑваш халӑхне упраса хӑварас тесе мӗнле ырӑ ӗҫсем тунине питӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартатӑп.
Вуннӑмӗш роман — "Чӑваш юнӗ". Унта эпӗ пӑлхар-чӑвашсем Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче хӑйсен наци ирӗклӗхӗшӗн, никамапӑхӑнмалӑхӗшӗн епле патӑррӑн кӗрешнине ҫырса кӑтартатӑп.
Вунпӗрмӗш роман — "Мамич-Пертей". Унти ӗҫсем XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче, пӑлхар-чӑвашсем, Атӑл ҫинчи ытти халӑхсемпе пӗрле, Мускав пусмӑрҫисене парӑнас мар тесе, тискер Ивап Грознӑй патша янӑ хурахсене хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешнине, хӑйсен никама та пӑхӑнман патшалӑхне тӑвасшӑн пулнине ҫырса паратӑп.
Ҫак историлле ярӑма кӗрекен юлашки роман "Пайтул". Ку хайлаври ӗҫсем XVII ӗмӗрте, Степан Разин ертсе пынӑ хресчен вӑрҫин тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.
Турӑ иулӑштӑрах мана ҫак хайлавсене ҫырса пӗтерме! Пӗлетӗп: вӗсем пирӗн халӑха питӗ кирлӗ. Вӗсем тӑван чӑваш халӑхӗн управӗ пулмалли кӗнекесем...
Тӑванах ҫӗршыва сыхлас тесе,
Пӗтӗм халӑх паян ҫӗкленет.
Тискер тӑшмансене ҫӗнес тесе,
Урхамах-ут чӑваш йӗнӗрлет...

Асатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне
Ҫӗнтерӳ сун, савни, пехил пар...

1996-2004 ҫулсем.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 15:02:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2843 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org