Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял тытӑмӗнчи ҫуртсем

Авӑн-йӗтем. Йӗтем ҫинче авӑн вучахӗ, хушӑсем. Авӑн ҫапакан вырӑн. Авӑн ҫапнӑ вӑхӑтри ӗҫсем. Анкарти ҫинчен вулӑр.

Шыв арманӗ Арман /ҫавӑрса, авӑрса ирекен/. Армантан ҫанӑх авӑртса кӑлараҫҫӗ. Армансем тӗрлӗ майпа, тӗрлӗ вӑйпа ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене кура армансене тӗрлӗ ятпа палӑртаҫҫӗ: ал арманӗ, шыв арманӗ, ҫил арманӗ, лаша арманӗ, вут арманӗ е пӑспа ӗҫлекен арман, механизмпа, электричествӑпа ӗҫлекен арман, сывлӑшпа персе ватса, ҫапса ҫӑнӑх кӑларакан арман.

Шыв арманӗсене урапи, ҫунaтти ҫавӑрнине кура темиҫе ятпа калаҫҫӗ: каликлӗ арман, шывҫи урапаллӑ арман, шывтултармӑш урапаллӑ арман, шывне урапин тӗнӗлӗ айӗнчен тултарса ӗҫлекен арман, кисеплӗ арман, шыв ҫинчи кимӗ ҫине лартнӑ арман. Революциччен Чӑвашра тӗрлӗ вӑйпа ӗҫлекен 4300 арман ларнӑ. Ҫӑнӑх авӑртакан армансемсӗр пуҫне ҫӑм тапакан, пуснӑ ҫу кӑларакан, пыл юхтаракан, какай авӑртакан, выльӑх ҫӑвне шӑратса кӑларакан тата ытти армансем пур.

Анкарти Анкарти /авӑн карти сӑмахран/ — йӗтем, йӗтем ҫинчи авӑн вучахне, авса карталанӑ хушша, сарай лупаса, хампара /анпар, ампар/ — кӗлӗте, лаҫа, йӗтем ҫине лартнӑ капансене, арпа-улӑм куписене тата асӑннӑ вырӑна йӗри-тавра тытса карнӑ картана пӗлтернӗ. Революциччен кашни хуҫалӑх пуҫтарнӑ кӗрхи тыр-пула анкартине турттарса килсе капана хывса лартнӑ. Уй-хир ӗҫӗсем пӗтсен авӑн ҫапнӑ. Тыр-пула аласа кӗлете, хампара кӗртнӗ. Арпа-улӑма сарай-лупас ҫине улӑхтарнӑ. Пушӑ кӗлтесене тепӗр хут капана е урана купаласа лартнӑ. Анкарти лаҫӗнче хӗлле сухапуҫ-сӳресене, урапа-таррантассене, ҫулла — ҫуна-кӳмесене упранӑ. Анкартие, пушартан сыхланса, шыв хӗррине, пахча хыҫне лартнӑ. Авӑн вучахне йӗтемрен уйӑрнӑ. Ҫунакан вучаха пӑхсах тӑнӑ. Ялсенче колхозсем йӗркеленнӗ вӑхӑтра анкартисем килти хуҫалӑхран тухса ӳкнӗ. Халӗ "анкарти" сӑмах ял ҫумӗнчи вырӑна, ҫарана, лаптӑка пӗлтерет.

Карта /кар сӑмахран/ — вырӑна уйӑрса, карса, хӳтӗлесе тӑракан хушӑ. Ку статьяра ял /хула/ карти ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр. Ятарлӑ ытти картасем ҫинчен уйрӑм калӑпӑр. Ял ҫумӗнчи вырӑнсене пула ял картине тата йӑлӑм пусӑ, уй, укӑлча /вырӑссен околоца сӑмахӗнчен/, улӑх, униче карти тесе калаҫҫӗ. Ял карти яла хӳтӗленӗ. Ял карти хапхаллӑ /ял хапхи ҫинчен хыҫра вулӑр/. Ял карти ӑшӗнче, урамра, ҫуллахи каҫсенче, выльӑха кӗртсе тӑнӑ. Ку йӑла 1950 ҫулсем тӗлӗнче ҫухалнӑ. Картана /ял-хуласенче/ темӗнле япаларан та /материалтан/ тытаҫҫӗ: вӗрлӗкрен, кирпӗҹрен, пӑралукран, йӗплӗ пӑралукран, решеткерен, сайхахран, ҫатан хӑвинчен, тӑпра чавса — тӑпраран, тимӗртен, тимӗр-бетонран, хӑмаран, хӳме пураран, чикмерен /тӗкмерен/, чулран, шалчаран, шӑтӑрнӑкран.

Паллах, ҫирӗп хула картишне тытнӑ ҫӗрте хаклӑ материалсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ял картине пур ялта та тытмаҫҫӗ.

Колхозӑн /совхозӑн/ ҫурт-йӗрӗ. Вӑл темиҫе лаптӑкра та. Машина-трактор ларакан парк, лаша витисен карти, ӗне-выльӑх карти, сысна, сурӑх /ферма/ витисен карти. Тыр-пула упракан складсен лаптӑкӗ тата хуҫалӑхра кирлӗ ытти ҫурт-йӗр, хушӑсем.
Лавкка
Лавкка /вырӑс чӗлхинчи лавка сӑмахран/. Суту-илӳ тумалли ҫурт. Пур ялта та лавкка ҫук. Пысӑк ялта икӗ-виҫӗ лавкка та пулма пултарать. Хӑшӗнче апат-ҫимӗҫ, хӑшӗнче тумтир, хуҫалӑх ялалисем сутаҫҫӗ. Лавкка ҫуртне йывӑҫран, чулран, /кирпӗчрен/ купалаҫҫҫӗ. Лавккара лавккаҫ сутӑ тӑвать.

Масар /араб мазар — таса вырӑн. Кӗлӗ вырӑнӗ/ — ҫӑва. Масар, ҫӑва ялӑн сурҫӗр е ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енче ял ҫырмин, ялти ҫулӑн тепӗр енче ларать. Масар, ҫӑва леш тӗнче шутӗнче, ҫавӑнпа масара ҫӗр карти /канав/ чавса ытти лаптӑкран уйӑраҫҫӗ.
"Масар" сӑмах чӑваш чӗлхине X ӗмӗр тӗлӗнче кӗнӗ. «Ҫӑва» ҫинчен вулӑр.

Пасар Пасар /тӗрӗксен — базар, ярмӑркка сӑмахсенчен/ — суту-илӳ тумалли вырӑн. Тахҫан авал пасар лаптӑкӗ аслӑ ҫулсем пырса юпленекен тӑваткӑлсенче, лаптӑксенче ларнӑ. Каярахпа ҫавӑн пек вырӑнсенче пасар ялӗсем, хулисем пулса кайнӑ. Авалхи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн Атӑл ҫыранӗнчи Ака пасарӗ /Ага базар/ ятлӑ вырӑн пирки илтнех ӗнтӗ. Пасар лаптӑкӗнче суту-илӳ тумалли лаптӑксем, лавккасем лараҫҫӗ. Выльӑх сутакан, катка-пичке, урапа-ҫуна, кӗрепле-ҫава, апат-ҫимӗҫ, тыр-пул, пыл-ҫу, эрех-сӑра т. ыт. япаласен вырӑнӑсем пур. Темиҫе ялӑн пӗр пасар. Пур пасарӑн та хӑйӗн кунӗ пулнӑ. Хальхи ялти пасарсем шӑмат кун е вырсарни кун ӗҫлеҫҫӗ, хулари пасарсем эрнипех уҫӑ.

Тимӗрҫ лаҫҫи
Почта /вырӑс сӑмахӗ, вырӑс чӗлхине итальян, поляк чӗлхисенчен кӗнӗ, "станци, остановка" сӑмаха пӗлтерет/. Ҫыхӑну тытӑмне йӗркелесе тӑракан станци. Ҫыру, хаҫат, посылка ярса илмелли вырӑн.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи — тимӗрҫӗ ӗҫлекен вырӑн. Тимӗрҫӗ лаҫҫине йывӑҫран, чулран, кирпӗчрен купаласа лартаҫҫӗ. Чи пахи вучахӗпе сунталӗ. Тимӗрҫӗ лаҫҫине шыв хӗррине лартаҫҫӗ. Унта хуҫалӑхра кирлӗ япаласене тимӗртен шаккаса тӑваҫҫӗ, урапа-ҫуна кӑшӑллаҫҫӗ, лашасене таканлаҫҫӗ. Хальхи трактор-машина ларакан парксенчи тимӗр лаҫҫинче кӑткӑс япаласем шаккаса хатӗрлеҫҫӗ.

Урам, пралук ҫинчен пӗлтӗр ҫӳлерех асӑннӑ хаҫатра ҫырса панӑччӗ. Урам вӑл икӗ енӗпе йӗркипе ларакан ҫуртсен хушшинче ҫул выртакан вырӑн.
Пралук — темиҫе ҫурт-йӗр хушшинче — пушар сикесрен хӑварнӑ ансӑр вырӑн, лаптӑк.

Утар Утар — хурт вӗллисем ларакан вырӑн. Иртнӗ ҫулхи статьяна вулӑр.

Фельдшер ҫурчӗ /Фельдшер сӑмах вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ. Нимӗҫ чӗлхинче вӑрҫӑ уйӗнчи парикмахер сӑмаха ӑнлантарать./ Чирлӗ ҫынсене хӑвӑрт ҫӑмӑл пулӑшу паракан вырӑн. Ялсенче 1940-1950 ҫулсенче йеркеленнӗ.

Хантӑр Ханкӑр, канкӑр — ҫӗр ӑшне чакаласа тунӑ кирпӗч е чӳлмек хӗртмелли кӑмака. Кирпӗч купаласа хӗртмелли, кӑрчака чӳлмекӗ пек хырӑмлӑ /23 м/, тарӑн шӑтӑклӑ /3 метр/ кӑмака. Кӑмака айӗнче — вучах. Вут хыпса ҫунтармалли пырӗ /0,5:1 м/ ҫӗре май /горизонталь/ ҫыран харрине тухса тӑрать. Алпа ҫапса туса типӗтнӗ кирпӗче ханкӑр кӑмакине хушӑксем хӑварса шӑтӑклӑ хывса купалаҫҫӗ. Ҫӳлте тӳпе тӑваҫҫӗ. Тӳпинчен тӗтӗм тухмалли мӑрье, шӑтӑк хӑвараҫҫӗ. Малтанхи кун вучаха вӑйлӑ ҫунтармаҫҫӗ, кирпӗчне типӗтеҫҫӗ. Кирпӗч типсе ҫитсен вучахсенчи вутта пӗр виҫӗ кун вӑйлӑ ҫулӑмпа ҫунтараҫҫӗ. Вучаха ҫунтарма, вут тума пӗр-пӗр кивӗ пӳртӗн пурине илеҫҫӗ. Вучах ҫулӑмпа хӗрсен ҫӳлти, тӳпери кирпӗчӗсене /0,5 м/ тӑпрапа сапса хуплаҫҫӗ. Мӑрйине хупламаҫҫӗ. Кирпӗч пиҫсе ҫитнине мӑрьери шӑтӑкран турчкапа шаккаса пӗлеҫҫӗ. Кирпӗч пиҫсе ҫитсен мӑрьене те, вучахӑн пырне те хупаҫҫӗ. Кӑмака сивӗниччен ханкӑра уҫмаҫҫӗ, кирпӗче салатмаҫҫӗ.

Хурал пӳрчӗ. Хурал тӑмалли ҫурт Хурал пӳрчӗ. Хурал тӑмалли ҫурт. XVI ӗмӗрте анлӑ сарӑлнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӑларан тухнӑ. Ял ҫыннисем хурал пӳртӗнче черетпе хурал тӑнӑ. Яла вут-ҫулӑмран, ют ҫынран, вӑрӑ-хурахран сыхланӑ. Хурал пӳрчӗ ҫумӗнче авал "янракан" хӑвӑл каскасем, каярахпа чан е янракан тимӗр ҫакӑнса тӑнӑ. Вӗсене пушар вӑхӑтӗнче ҫапса сас кӑларнӑ. Тата хурал пӳрчӗ ҫумӗнче пӗр-пӗрин ҫине тайӑнса тӑракан виҫӗ ураллӑ вышкӑ ҫӗкленсе тӑнӑ. Ҫӑвӑн ҫинчен ял таврашӗ ал тупанӗ ҫинчи пек курӑннӑ. Хурал пӳртне ваттисем канашлама, пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫма пуҫтарӑннӑ.

Часавай Часавай /вырӑс чӗлхинчи часовня сӑмахран/ — чӑвашсене Христос тӗнне йышӑнтарнӑ хыҫҫӑн, ял Туррине асӑнакан, ял, ӑрат чӳкне ирттерекен тӗле юпа лартса турӑш ҫакнӑ вырӑн. Часавай — ял лаптӑкне, ҫӗнӗ ҫӑва, масар ҫине, ҫул юппине, ҫӑл куҫ умне, кӳлӗ ҫумне, юхан шывӑн паллӑ ҫыранӗ ҫине, авал чуксем ирттернӗ асамлӑ вырӑна лартнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче часавайсене кирпӗчрен купаланӑ. Революци хыҫҫӑн /1940 ҫулсем тӗлнелле/ вӗсене ватса пӗтернӗ.

Чиркӳ /вырӑс чӗлхинчи церковь сӑмахран/. Чӑваш Енри ялсенче чиркӳсене ХVIII ӗмӗрте йывӑҫран купаласа лартнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кирпӗчрен /чулран/ тунӑ. 1930 ҫулсенче вӗсене ватса хупса пӗтернӗ. Халӗ ҫӗнӗрен уҫса юсаҫҫӗ. Паянхи куна ялсенче
вӗсен шучӗ 150 тарана ҫитнӗ.
Ярмаркка Шкул /вырӑс чӗлхинчи школа сӑмахран/. Ачасем вӗренме, пӗлӳ илме ҫӳрекен ятарлӑ ҫурт-йӗр. Ялсенче — е малтанхи класлӑ е тӑхӑр класлӑ, е вӑтам шкул. Чӑваш ялӗсенче чи малтанхи шкулсене чиркӳ ҫумӗнче XIX ӗмӗр вӗҫӗнче уҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫлансан шкулсене Земство енӗпе те уҫма пуҫланӑ. 1914 ҫул умӗн Чӑваш Енре пуҫламӑш шкулсен шучӗ 743 тарана ҫитнӗ. 1997 ҫулта хуларисене шута илмесӗр — 548 шкул, вӗсенчен вӑтам пӗлӳ параканни — 436 шкул.

Ял администрацийӗн /Ял Совечӗн/ ҫурчӗ. Ял, ялсен хушшинче патшалӑх ӗҫне туса пыракан органсен вырӑнӗ. Вӗсем час-часах колхоз е совхоз правленийӗн ҫурчӗсенче ларса ӗҫлеҫҫӗ. Нумай ҫӗрте ятарлӑ ҫуртсем пур.

Ярмӑркка. /тӗрӗк чӗлхинче ярӑм ҫулталӑк тенине пӗлтерет. Нимӗҫ чӗлхине вӑл хунсем, тӗрексем урлӑ кӗме пултарнӑ/ — ҫулталӑкра ятарласа пӗрре ирттерекен аслӑ пасар. Куславкка, Сӗмӗл, Ҫӗрпӳ, Хусан, Макарье, Чулхула ярмӑркки тата ыттисем те.
Ярмӑрккара тавара пасартинчен йунӗрех хакпа сутаҫҫӗ. Ярмӑркка вӑхӑтӗнче суту-илӳсӗр пуҫне тата чуччу, ҫавраҫи /карусель/ лартса вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Ярмӑркка асра юлакан пулӑм.


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-17 19:31:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7759 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org