Муркаш районӗ — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ районӗ.
1944 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Ытларах пайӗ Атӑлӑн сылтӑм енче вырнаҫнӑ, пӗчӗк пайӗ — сулахай енче. Ҫӳрҫӗр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаҫнӑ, хӗвелтухӑҫ енче — Шупашкар районӗпе, кӑнтӑр енче — Элӗк районӗпе, хӗвеланӑҫ енче Етӗрне районӗпе юнашар. Пӗтӗм лаптӑкӗ 845,3 км2 танлашать, ку пӗтӗм республикӑн лаптӑкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш салинче вырнаҫнӑ.
Муркаш районӗ сӑртлӑ тӳрӗм вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырмасем питӗ нумай, вӑтамран вӗсен тарӑнӑшӗ 20 метра ҫитет. Чи пысӑк юханшыв — Атӑл (район тӑрӑх 15 ҫухрӑм юхать). Ҫавӑн пекех Юнкӑ, Сӗнтӗр тата Сурӑмпа Мӑн Шетмӗ (Мӑн Ҫавал юпписем) юханшывӗсем юхаҫҫӗ. Пӗчӗк кӳлӗсемпе пӗвесем пур.
Атӑл хӗррипе юман вӑрманӗсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче вӗрене, йӗлме, ҫӑка йывӑҫӗсене тупма пулать.
![]() | ![]() | ![]() |
1999 ҫулта (кӑрлачӑн 1-мӗшӗ) районта 37,5 пин ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта 37,1 пин ҫын, 2004 — 36,8 пин ҫын, 2005 — 36,8 пин ҫын пурӑннӑ. Ытларахӑшӗ вӗсенчен ялсенче пурӑнать. Халӑх плотноҫӗ — 45 ҫын км2 ҫине. Районта пӗтӗмпе 177 ял, вӑтамран вӗсенче 219 ҫын пурӑнать. Ытларах пайӗ (98%) — чӑвашсем.
Районӑн ятлӑ-сумлӑ пӗтӗмӗшле йышне кунта пӑхӑр.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |