Михаил Егорович Ахмане (чӑн хушамачӗ Львов) — чӑваш сӑвӑҫи. 1931 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ахманере ҫуралнӑ.
Москакасси тата Мӑн Сӗнтӗр шкулӗсенче вӗреннӗ.
1956 ҫулта Красноярск тӑрӑхне куҫса кайнӑ. Телецентр тунӑ ҫӗрте, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Халӗ те Ҫӗпӗртех, Юксеево ялӗнче пурӑнать.
Пӗрремӗш сӑвви 1947 ҫулта «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» райхаҫатра кун ҫути курнӑ. 1953 ҫултанпа «Ялавпа» «Тӑван Атӑлта», сӑвӑ пуххисенче тата тӗрлӗ хаҫатсенче пичетленет.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |