![]() |
Канаш районӗн картти |
Администраци Шупашкартан 84 ҫухрӑмра ларакан Канаш хулинче вырнаҫнӑ.
1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта пӗтӗмпе 43,7 пин ҫын пурӑннӑ. 97% — чӑвашсем. Халӑх плотноҫӗ — 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 47 ҫын килет. Районта пӗтӗмпе 108 ял ларать, вӗсенче вӑтамран илсен 462 ҫын пурӑнать.
Канаш районӗ тӑрӑх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хӗрлӗ узел тата Канаш-Шупашкар чукун ҫулӗсем иртеҫҫӗ. Автомобиль ҫулӗсем патшалӑх тата республика пӗлтерӗшлисем: Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр-Сызрань (патшалӑх пӗлтерӗшлӗ), Вӑрнар-Канаш-Улатӑр; Шӑхасан-Ҫӗмӗрле; Канаш-Шупашкар (республика пӗлтерӗшлӗ). Ку ҫулсем тӑрӑх районӑн шалти тата айкри экономика хутшӑнӑвӗсем иртеҫҫӗ.
Пӗтӗмешле йышне кунта пӑхӑр.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |