Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.9 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫулне вӑрӑмлатӗҫ. Ҫакна хула ҫыннисем тума ыйтнӑ.

Шупашкарти транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Ҫапла "Унивеситет" микрорайонта автобус "Вӑрман" ятлӑ чарӑну таран ҫитӗ. Интервал пысӑк ан пултӑр тесе маршрута ытларах автобус кӑларӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/spirincheb
 

Хулара
Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ
Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен.

Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ.

Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall14232951_5841
 

Хулара

Шупашкарти Гагарин кӗперӗ, чи аялти пайӗ, арканма пуҫланӑ. Тӳре-шара вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ.

Кӗпере тӗплӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. ЖКХ тата хула хӑтлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен управлени директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес эрнере кӑна юсама пуҫлӗҫ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин каланӑ тӑрӑх, малтан Октябрь кӗперне юсама плана кӗртнӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн кӑна – Гагарин кӗперне. Анчах 2025 ҫулти планра та Гагарин кӗперӗ ҫук.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сайран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cheb-centr.soc.cap.ru сайран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Ҫуркунне варкӑшӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта хулари кинемейсем вӗт шӑрҫаран ӑсталанӑ шӑрҫасем, мӑй ҫыххисем, сулӑсемпе брошьсем вырӑн тупнӑ.

«Ытарйми илем!» – хавхаланса та тӗлӗнсе палӑртнӑ кураври илемпе паллашнӑ май 73 ҫулти Людмила Тимошкина.

Шӑрҫаран ҫавӑн пек илем ӑсталама ватӑсем социаллӑ центрта вӗренеҫҫӗ.

Маларах асӑнса хӑварнӑ Людмила Николаевна хӑй те ылтӑн алӑллӑ. Унччен вӑл ҫыхнӑ та, вӗт шӑрҫапа та аппаланнӑ. Юлашки вӑхӑтра, хӑй калашле, ҫын хатӗрленӗ илемпе киленме кӑмӑллать. Анчах ҫакӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кахалланнӑран мар — Людмила Николаевна кӗнеке вулама юратать.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӗҫех, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли 20 лапам хатӗрленӗ.

«Ҫуркунне» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем тӗп хулара виҫӗ ҫӗрте ӗҫлӗҫ: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗнче.

Ярмӑрккӑ пӗлтӗрхи тухӑҫа сутса пӗтерме май парать. Унта сухан, кишӗр, помидор, хӑяр, аш-какай, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ, пыл тата ыттине сутма пулать. Суту-илӳ вырӑнӗсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗрен продукци хакӗ те пӗчӗкрех пулӗ.

 

Хулара
"Про Город" архивӗнчи сӑн
"Про Город" архивӗнчи сӑн

Паян 11 сехет те 20 минутра Шупашкарта «Ҫеҫпӗл» чарӑнуран пуҫласа «Афанасьев урамӗ» чарӑну таран троллейбус линийӗ ҫинче авари пулнӑ. Ҫавна май троллейбуссем вӑхӑтлӑха ҫӳреймен.

Вырӑна техпулӑшу машини килнӗ. Вӑл троллейбуссене куҫарма пулӑшнӑ. Пӗр троллейбуса вара, 18-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскере, водитель тата пассажирсем тӗксе куҫарнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86099
 

Хулара
chuvbook.ru сайтри сӑн
chuvbook.ru сайтри сӑн

Чӑваш кӗнеке издательстви "Шупашкар. Чебоксары" открыткӑсен пуххине кӑларнӑ. Унта - 24 открытка.

Кашнин ҫине Шупашкарти илемлӗ вырӑнсене суйласа сӑнланӑ. Вӗсем ҫинче Мускав ҫыранне, Шупашкарӑн тӗп урамӗсене, каҫхи хулана курма пулать. Открыткӑн пӗр енче хулари вырӑн пирки, сӑнӳкерчӗк авторне ҫырса кӑтартнӑ.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарта вытрезвитель пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ӑна хӑш вырӑнта тӑвасси паллӑ марччӗ.

Халӗ ҫав ҫурт валли вырӑн суйланӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульници ҫумӗнче пулӗ.

Вытрезвителе ача-пӑча уйлӑхӗсене тунӑ пек хӑвӑрт хӑпартмалли конструкципе хута ярӗҫ.

Палӑртмалла: ҫулсерен медицина учрежденийӗсене 3,5-5,5 пин ӳсӗр ҫын лекет. Вӗсенчен 0,5 процентне ҫеҫ медпулӑшу кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86004
 

Хулара

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ фитосанитари мероприятийӗсене ирттернӗ чухне пылак пӑрӑҫ вӑрринче сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑранӗ тупнӑ.

Ҫак сӑтӑрҫӑсене "Сарӑ апельсин" (вырӑсла "Желтый апельсин") ятлӑ гибридра асӑрханӑ. Ку вӑрра Шупашара Мускавран кӳрсе килнӗ.

Пӗтӗмпе 49 хутаҫ вӑрӑра сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑран вӑррисем пулнӑ. Мӗнпур хутаҫа тӗп тунӑ - ҫунтарса янӑ.

 

Хулара
images.hub.ldpr.ru сайтри сӑн
images.hub.ldpr.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку улшӑнусем Шупашкара та пырса тивеҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тарифсене пысӑклатасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла акан 1-мӗшӗнченпе троллейбусра билет 30 тенкӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 27 тенкӗ. Автобусра билет хакӗ 31 тенке ҫитӗ, карттӑпа тӳлесен – 28 тенкӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен проездной хакӗ 1215 тенкӗ пулӗ /халӗ – 1135 тенкӗ/.

 

Страницӑсем: 1 ... 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, [77], 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, ...344
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 20

2011
15
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын