Ҫурт-йӗр
![]() Игорь Самохвалов/ www.pnp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра Мускавра хваттер хакӗ кӑштах чакнӑ. Ҫакна ҫынсен пӗр пайӗ чикӗ леш енне тухса кайнипе е кайма пуҫтарӑннипе ҫыхӑннӑ. Ун пеккисем хӑйсен пурлӑхне васкавлӑн сутса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн Мускавра хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн хакӗ вӑтамран 266 пин те 498 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсемшӗн хак ҫурла уйӑхӗнчинчен 2,1 процент чакнӑ, икӗ пӳлӗмлисемшӗн — 1,96 процент, виҫӗ пӳлӗмлисемшӗн — 0,9 процент. Пӗтӗмӗшле илсен, кивӗ (тӗрӗсрех каласан, унччен пурӑннӑ) хваттерсене сутакан хак 1,96 процент йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман. Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ. Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейскинчи ишӗлекен общежитисенче пурӑнакансем ҫӑхавпа Мускава ҫитнӗ. Вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин йышӑннӑ. Видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче Красноармейскинчи хастар хӗрарӑмсем хӑйсем пурӑнакан общежитисене никам та тытса тӑмасть, ҫуртсем вара ишӗлсе пыраҫҫӗ тесе евитленӗ. Александр Бастыркин РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Александр Политинина лару-тӑрӑва тӗрӗслеме хушнӑ. Тӗп аппарат вара ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмессине шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать. Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ. Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ. Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() "Грани" хаҫат сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри нумай хваттрелӗ ҫуртсенче ҫутӑ счётчикӗсене ылмаштарасси малалла пырать. Ҫавӑн пек тума 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 522-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ хистет. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи электросчётчиксене кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫне ылмаштарса пӗтермелле. Республикӑри мӗнпур районпа хулара уйрӑм ҫынсене 5 пин счётчик лартса памалла, кунсӑр пуҫне тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫутӑ тӑкакне шутлакан 850 ытла приборпа трансформатор токне виҫекен 600 комплект вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫшӗн хваттер хуҫисен укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗнӗ йышши счётчиксем ҫутӑ мӗн чухлӗ ҫуннине хӑйсемех кирлӗ ҫӗре ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫурҫӗре самолётсем вӗҫме тытӑнӗҫ. «ЮВТ-Аэро» акционерсен обществи «Шупашкар-Сургут» авиамаршрута ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ маршрутпа «CRJ-200» самолётсем ҫула тухӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫӗҫ. Самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫула тухӗҫ. Суперджета 50 пассажир вырнаҫӗ. Ҫул укҫи тӑкакӗн 61 процентне хыснаран саплаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗнче вӑрман вырӑнӗнче ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартса лартассине хирӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ комплекс валли 1 миллиарда яхӑн тенкӗ инфраструктура кредичӗ пама йышӑну кӑларнӑ. «Дубрава-парк» ҫурт-йӗр комплексне вӑрман вырӑнӗнче хӑпартмалла-мӗн. Унта нумай хваттерлӗ 19 ҫурт пулмалла-мӗн. Вӗсенчен 15-шне 10 хутран пуҫласа 21 хутлӑ тӑвасшӑн иккен. 10 миллион ытла тенкӗ тӑракан проект хальлӗхе хатӗр мар-мӗн-ха. Эскиз вара пур. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр комплексӗ Миттов бульварӗ, Фруктовӑй, Тополинӑй урамсем тата Сугутка юханшывӗ хушшинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() youtu.be/z8rrtFyCO30 видеоран илнӗ скриншот Красноармейски ялӗнчи Ленин урамӗнче пӗрер хутлӑ пилӗк ҫурт — общежити — ишӗлме пуҫланӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара вӗсене ишӗлеҫҫӗ тесе йышӑнма васкаман. Халӗ ку ыйтупа прокуратура кӑсӑкланма пуҫланӑ. Тимӗр каркаслӑ ҫуртсене 1984-1985 ҫулсенче «Волготрансгаз» обществӑн Заволжски управленийӗн саккасӗпе туса лартнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ҫурт-йӗр япӑхма тытӑннӑ. 2006 ҫулсенче вӗсене муниципалитет балансӗ ҫине куҫарнӑ. 2016-2022 ҫулсенче ведомствӑсем хушшинчи комисси темиҫе хутчен те тӗрӗсленӗ, анчах ҫав ӗҫе ятарлӑ организацисен специалисчӗсене явӑҫтарман, ҫавна май общежиисене ишӗлекен ҫуртсен шутне кӗртмен. Халӗ прокуратура тӗрӗслев материалӗсене право органӗсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Банкран илекен ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа ҫынсем ҫурт хӑйсен вӑйӗпе туса лартайӗҫ. Раҫҫей Правительстви иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи ӗҫлеттерсе яма йышӑннӑ. Малашне ун пек кивҫенпе ҫынсем ҫурта хӑйсен вӑйӗпе хӑпартма пултарӗҫ. Унччен подрядчик тытма тивнӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑн процент ставки 9 процентран ытла пулмӗ. Салука ҫӗр лаптӑкне е туса лартнӑ ҫурта пама пулать. Ипотека кредичӗ иличчен малтанхи взнос 20 процент пулмалла. Ҫурта 12 уйӑхра туса пӗтермелле. Чӑваш Енре пурӑнакансем 6 млн тенкӗ таран илейӗҫ; Мускав, Питӗр хулисенче, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче пурӑнакансем — 12 млн тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |