Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Апат-ҫимӗҫ

Апат-ҫимӗҫ Галина Зотова тунӑ сӑн
Галина Зотова тунӑ сӑн

Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти «Николаевски» пасарта «Купӑста — 2014» фестиваль ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Фестивале тӗрлӗ район ҫыннисем купӑстаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ, курав йӗркеленӗ.

Фестиваль сценарийӗпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ, пухӑннисем купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашрӗҫ, ҫисе пӑхма та пултарчӗҫ, концерт курчӗҫ.

Республикӑри шкул ачисем тата вӗрентекенсем хушшинче купӑстана халалласа темиҫе номинаципе пултарулӑх конкурсӗсем иртнӗ. Пухӑннисем фото ӑстисен сӑнӳкерчӗкӗсемпе, ҫыру ӑстисен хайлавӗсемпе те хаваспах паллашрӗҫ. Кунтах ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене диплом тата парнесем парса чысларӗҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта черетлӗ купӑста фестивалӗ иртӗ. Ун валли ҫынсем час-часах апат-ҫимӗҫ туянма ҫӳрекен вырӑна суйланӑ — «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ.

Фестивале вырӑнти тавар кӑларакансене пулӑшас, халӑх хушшинче экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫрен хатӗрленӗ наци ҫимӗҫне сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Фестиваль интреслӗ иртессе шантараҫҫӗ. Ара, Шупашкарта ку тематикӑпа шкул ачисен тата аслӑ ӳсӗмрисени хушшинче пултарулӑх конкурсӗсем старт илнӗ, ӑсталӑх класӗсем, хӑтлавсем хатӗрлеҫҫӗ. Фестивальте тупӑшса купӑста та турӗҫ.

Фестиваль йӗркелӳҫисем пахча-ҫимӗҫрен, техӗмлӗхрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе кӑтартасси пирки пӗлтереҫҫӗ.

Сӑмах май, купӑста фестивалӗ 2007 ҫулта Куславкка районӗнче иртнӗ. Ӑна фермерсем пуҫарма шухӑшланӑ. Йӗркелӳҫӗсем тӑрӑшнипе Шупашкарта иртекен купӑста фестивалӗ ҫӗнӗлле пулӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Чӑвашри тавар кӑларакансем анлӑланма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах пысӑк супермаркетсен сентрисем ҫине лекме унчченхи пекех йывӑр-мӗн.

Аграри комплексӗ суту-илӳ компанийӗсене ҫӗрулмипе тата пахча-ҫимӗҫпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Аш-какайпа — 90 процент.

Нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнчи ларура ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Тавар кӑларакансемпе суту-илӳ сечӗсен пӗр чӗлхе тупмалла.

Авӑн уйӑхӗнче республикӑра ыйтӑм ирттернӗ. Вӑл чӑвашсем пысӑк лавккасенче вырӑнти таварсене туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑвашра кӑларнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑше хӑйне евӗр пахалӑх гаранчӗ пулса тӑнӑ.

Ыйтӑма 1238 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 81 проценчӗ вырӑнти ял хуҫалӑх таварне туянасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл тутлӑрах, йӳнӗрех. Унра хими те, тӗрлӗ хушкӑч та ҫук. Анчах чӑваш усламҫисен суя тавар кӑларакансемпе кӗрешме тивет-мӗн. Вӗсене сентресем ҫине лекме ҫӑмӑлрах иккен. Вӗсем йӳнӗрех те. Ку вара туянакансене ӑнланманлӑха кӗртсе ӳкерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74034
 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.

Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.

 

Апат-ҫимӗҫ

Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт.

Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм.

Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

РФ Экономика министерстви апат-ҫимӗҫ хакӗсем самай ӳснине палӑртнӑ. Ҫакна ҫурлан 15–21-мӗшӗсенче ирттернӗ мониторинг кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗтӗмлетнӗ.

Министерство палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх, сысна какайӗсен, пулӑ, услам ҫу хакӗсем хӑвӑрт ӳснӗ. Ытларах аш-какай хакланнӑ: пӗр эрнере 0,5 процент ӳснӗ (ҫулталӑк пуҫланнӑранпа — 19,9%). Чӑх какайӗ пӗр эрнере 0,9% хакланнӑ.

Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗ вара йӳнелнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ 7,9% ӳснӗ. Ку кӑтарту 2009 ҫултанпа пулман.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.

Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.

Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.

ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Наци апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе пӗрлех «Хура ешчӗк» номинаци те пулӗ. Ҫапла, Чӑваш Енӗн кулинарсен ассоциацийӗ республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле Ҫамрӑк поварсен кулинарсен кубокне ирттерет. Кунне те палӑртса хунӑ — пушӑн 15-мӗшӗнче. Ӑна шеф-поварсен Пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ хӳттинче йӗркелеҫҫӗ-мӗн.

Конкурса хутшӑнакансене Шупашкарти коопераци институчӗн апат-ҫимӗҫ технологийӗн лабораторийӗнче пухаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 3-шер ҫынтан: 2 поварпа 1 кондитертан — тӑракан ушкӑнсем хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен пӗрне капитан туса хурӗҫ. Хальлӗхе кимле палӑртнӑ ушкӑнсен хушшинче хамӑр патрисемсӗр пуҫне пензӑсемпе йошкар-оласем те пур.

 

Апат-ҫимӗҫ

АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.

Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.

Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/02/15/pizza/
 

Апат-ҫимӗҫ

Халиччен мӗнле пӗҫеркелесе пурӑннӑ вара вӗсем тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Чиперех хатӗрленӗ-ха. Ахӑртнех, тутлӑ та-тӑр. Ӳлӗмрен вара вӗсем ҫӗнӗ оборудованипе пӗҫерме тытӑнӗҫ.

Асӑннӑ хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти шкул столовӑйӗсенче оборудование улӑштарса ҫӗнетес ӗҫ кӑҫал та малалла пынӑ. Ҫӗнӗ йышши плитасемпе ытти хатӗр-хӗтӗр апат-ҫимӗҫри усӑллӑ япаласене упраса хӑварма пулӑшать. Анчах хальхи вӑхӑтрисемпе ӗҫлеме тата вӗсене ӗҫлеттерме пӗлмелле. Ҫавӑнпах ӗнтӗ хулари тата районти шкулсенчи поварсене, пурӗ 34 ҫынна, ятарлӑ курс ирттерсех ҫӗнӗ оборудовани вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пама шут тытнӑ. 72 сехетрен тӑракан вӗренӳ вӑхӑтӗнче теорипе те паллаштараҫҫӗ, плита умне те тӑратаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем