Республикӑра
![]() Хӑнасене кӗтсе илни. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Кипек ялӗ «Металлург» спорт клубӗнче (Магнитогорск) вылякан Михаил Григорьев хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ҫав териех сумлӑн кӗтсе илнин сӑлтавӗ те пур — Михаилӑн ашшӗ ҫак ялта ҫуралнӑ иккен. Михаила Ҫӗнӗ Кипеке ашшӗ, Петр Григорьев илсе килнӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме вӗсем патне район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Прокопьев, оргпай пуҫлӑхӗ Алина Константинова, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков тухнӑ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ял халӑхӗ Григорьевсен ҫемьипе мухтанаҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ. Инҫетрен килнӗ хӑнасемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Республики Элтеперӗ Олег Николаев та тӗл пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" ушкӑнри сӑн Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Хыпара «Лиза Алерт» ушкӑнра та вырнаҫтарнӑ. Владимир Яковлевич Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка, сӑран кепка тӑхӑннӑ пулнӑ, кӑвак хутаҫ йӑтнӑ. Арҫын 55 ҫулта. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Владимир Николаева курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 800 700 5452 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Валдай» карапсем Шупашкартан ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Паянхи куна илсен, ҫӗнӗ маршрутсем Мари Элти Чикме хулине тата Юрино посёлокне тата Тутарстанри авалхи уес хулине, Сӗвене, уҫӑлнӑ. Унсӑр пуҫне «Валдай» Хусана ҫӳрет. Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 49-44-00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкар районӗнче 4 ҫулти ача тислӗк кӑмпи ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Фельдшерсем вырӑна ҫитсе ачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ кӑмпапа наркӑмӑшлансан ҫапла тума сӗнет: часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле, унтан нумай шыв ӗҫсе хӑсмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ. ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле. Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Чемен ялӗнче "Солярис" велосипедпа пыракан хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Ачан пуҫ мими чӗтреннӗ,сурансем те пулнӑ. Ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Ҫапса хӑваракан водитель ӳсӗр пулнӑ. Вӑл авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем килӗнче тытса чарнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача шкул ҫумӗнчи уйлӑхран таврӑннӑ. Ӑна ҫавӑн чухне ҫапса хӑварнӑ. Хӗрарӑм авари вырӑнне видео ӳкерсе "Про Города" ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара та "хускалнӑ". Халӗ уйлӑх смени вӗҫлениччен ачасене шкул автобусӗпех илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chebnovosti.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем таксипе тӳлевсӗр ҫӳрееҫҫӗ. Социаллӑ таксипе усӑ курас тесен Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне 51-27-80 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Вӑл номер ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет. Специалистсем заявкӑна йышӑнӗҫ те кирлӗ ҫӗре машина ярса парӗҫ. Центр директорӗ Ренада Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ таксипе ҫулсерен 50-а яхӑн ветеран усӑ курать. Машинӑна ветерансем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран, пульницӑна кайма, чӗнсе илееҫҫӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗпе пӗрле ҫула тӑванӗ е социаллӑ ӗҫчен тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Муркашра пурӑнакан хӗрарӑм балкон ҫине тухса аҫа-ҫиҫӗм вӗлтлетнине телефонӗ ҫине ӳкернӗ. Каялла кӗрсен камерӑна ярса пӑхнӑ та – унта тӳперен темӗнле ҫутӑ япала ӳкнине асӑрханӑ. Мӗн япали вӑл? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ку чӑмӑр ҫиҫӗм пулма пултарать. Эдаурд Важоров астроном шухӑшӗпе, метеорит ӳкме пултарнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн доценчӗ Леонид Митрюхин тата Александр Иваницкий профессор каланӑ тӑрӑх, ку космос ҫӳп-ҫапӗ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() om-saratov.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче хӗрарӑмсем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Кун пирки Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 63 ҫулти хӗрарӑм чӳрече ҫунӑ чухне аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ҫав кун каҫхине Елчӗк районӗнче 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ метр ҫӳллӗш аслӑк тӑрринчен ӳкнӗ. Икӗ хӗрарӑма та пульницӑна вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра Куславкка районӗнчи Карач ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, "Лада Калина" пӑшие ҫапса хӑварнӑ. Машинӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонри ҫынсем, телее, чӗрех юлнӑ. Пӑши те чӗрех. Анчах чӗрчун авари хыҫҫӑн ҫул ҫинчен тӑрса тарайман. Унӑн ури хуҫӑлнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑри ҫулсем ҫинче пӑшие ҫапса хӑварнӑ тӗслӗх темиҫе те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |