Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре уйрӑм режимлӑ юсанмалли колони те пур. Ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи 4-мӗш юсанмалли колонин профильне улӑштарнӑ. Кун пирки федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Унччен вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колони пулнӑ. Унта арҫынсем ларнӑ. Малашне вара унта йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем айӑплава пурнӑҫлӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ, тӑрӑх, унта ытти регионти ҫынсене те илсе килӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pda-21.fsin.gov.ru/index.php
 

Республикӑра
64.rodina.news сайтри сӑн
64.rodina.news сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ятарлӑ режима сирнӗ. Кун пирки республика правительствин сайтӗнче хыпарланӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеленнипе тунӑ. «Ку эпир ку чире тимлӗх сахалрах уйӑратпӑр тенине пӗлтермест. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, чирлекенсен йышӗ ӳсме пуҫласан тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗ», - тенӗ Олег Николаев.

Аса илтерер: 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/3050
 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Чӑваш Ене кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта туристсем ытларах килнине палӑртнӑ. Ҫакна пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталпа танлаштарнӑ. Кӑҫал туристсен хисепӗ 2,2 хут ытларах пулнӑ.

Отельсенче, хӑна ҫурчӗсенче те ҫӗр каҫакансем 82 процент нумайрах пулнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти юханшыв порчӗ 449 теплохода йышӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсемпе 65133 турист килнӗ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Элӗк тӑрӑхӗнче вӑйлах ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ӑна водитель прависӗр хӑварӗҫ.

Малтанах арҫын ҪҪХПИ инспекторӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна чарнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗр водитель сӑра кӗленчипе машина тӑррине хӑпарса ларнӑ. Арҫынна иртӗхме чарнӑ.

Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна эвакуациленӗ. Водителе вара явап тыттарӗҫ - правине туртса илӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри кашни муниципалитетра «Добро.Центрсем» уҫӑлӗҫ. Ун пеккине пирӗн республикӑра пуҫласа пӗлтӗр уҫнӑ. «Унӑн ӗҫне Раҫҫейри «Добро.Центр» тата Стратегилле пуҫарусен агентстви ырласа йышӑнчӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимеҫӗлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче.

Асӑннӑ центрсен тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх проекчӗсене аталантарма пулӑшасси. Центрта кирек кам та волонтёрсен ретне тӑма, хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисене тупма пултарӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен влаҫӗ чӑваш тӗрриллӗ алшӑлли туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 5167. Кашнине 790 тенкӗпе туянма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ, ку тӗллевпе 4 миллион та 81 пин те 930 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Аукциона ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн тавара килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунра илсе ҫитермелле.

Алшӑлли ҫине «Сывлӑх, чун илемӗ» тесе ҫырӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче ҫӗнӗ производство участокне хута янӑ. Унта БЭМП сериллӗ микропроцессор блокӗсен сӑнавлӑ тӗслӗхӗсене туса кӑларӗҫ.

Асӑннӑ продукци хальхи вӑхӑтра питех те кирлӗ иккен, ӑна ыйтакансем нумай. Ҫавӑнпа заводра ку енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме пуҫласшӑн.

«Производство участокӗ пысӑк мар, анчах унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Сӑнавлӑ тӗслӗхсемпе макетсем мӗнпур производствӑна витӗм кӳреҫҫӗ», —- тенӗ ҫӗнӗ участока уҫма хутшӑннӑ республикӑн промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев.

 

Республикӑра
wikimapia.org сайтри сӑн
wikimapia.org сайтри сӑн

Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе республикӑн Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 24 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Укҫа-тенке Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑх кӗртмелли чи лайӑх проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем валли уйӑраҫҫӗ. 24,9 миллион тенке Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр пайлӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкара – 4972600 тенкӗ лекӗ, Улатӑра – 20 миллион тенкӗ.

 

Республикӑра
rgo.ru сайтри сӑн
rgo.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнче икӗ ҫамрӑк инкеке лекнӗ. Кун пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.

Икӗ каччӑ вӗрсе хӑпартнӑ кимӗпе ярӑннӑ. Тӑрук вӗсене хум пырса ҫапнӑ, кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хайхискерсем ҫывӑхри утрав ҫине хӑйсем тӗллӗн ҫитнӗ те ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем патне хыпар 14 сехет ҫурӑра ҫитнӗ. Вӗсем патне «Беркут» кимӗпе ҫитнӗ. Каччӑсене утрав ҫинчен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Москакассинче ача сачӗ пулӗ. Проект тинех экспертиза витӗр тухнине ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ. Палӑртмалла: проекта ҫулталӑк ытларах хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл икӗ хутчен экспертиза витӗр тухайман.

Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе – 7 ушкӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, музыка тата спортзал, медицина блокӗ пулмалла. Ача пахчине хальхи йышши сӗтел-пуканпа, аталанмалли пособисемпе, ача-пӑча инвентарӗпе тивӗҫтерӗҫ.

Строительство хӑҫан пуҫланассине пӗлтермен-ха.

 

Страницӑсем: 1 ... 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, [149], 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, ...680
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй