
Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннӑ. Ҫавна май ун тӑрах машинӑсем пӗр йӗрпе ҫеҫ ҫӳреме пултарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗре юсакансем асфальтӑн ҫӗнӗ сийне сарӗҫ, япӑхса кайнӑ ҫӗвӗсене ылмаштарӗҫ.
Кӗпер ҫинче юсав ӗҫе пуҫланнӑ пирки паянтан ун тӑрӑх транспорт каҫса ҫӳрессипе хӑш-пӗр чару йышӑннӑ. Кӗпере пӗтӗмпех хупса хурасшӑн мар, ӑна пӗчӗккӗн юсаса пырӗҫ. Малтан кӗперӗн варринчи пайне юсӗҫ, унтан тулаш енне куҫӗҫ.
Мускав кӗперне «Автодор» предприяти юсӗ, мӗнпур ӗҫе 2027 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Ку вӑл — документра ҫырса хунине ӗненсен. Тепӗр чухне юсав е строительство ӗҫне вӑхӑтра вӗҫлеменни те пулать.

Шупашкарта машина ҫулӗ урлӑ ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫулсене юсӗҫ. Кунта сӑмах ҫуран ҫӳрекенсем валли тунӑ ҫулсем пирки пырать.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче ун пек ҫулсене виҫӗ вырӑнта юсӗҫ: Хӗвелтухӑҫ поселокра, Мускаври автомобиль ҫулӗн институчӗ тата «Аникеево» чарӑнусенче. Объектсене ҫутатса тӑмалла та тӑвӗҫ.
Унсӑр пуҫне ҫав объектсен ҫивиттине юсӗҫ, шыв юхса каймалли вырӑнсене йӗркелӗҫ.
Тӗплӗ юсавӑн проектне яваплӑ службӑсем ырланӑ ӗнтӗ.

Паянтан, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки влаҫ официаллӑ майпа пӗлтермен. Тӗрӗсрех каласан, вӑл кӑҫал хупӑнасси ҫинчен унччен систернӗ-ха.
Маршрут перевозчикӗ «Хулари таксомоторлӑ парк» акционерсен хупӑ обществи пулнӑ. Свидетельствӑна вӑл шӑп та шӑп 5 ҫул каялла, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, илнӗ. Халӗ унӑн срокӗ тухнӑ, ҫапла маршрут та хупӑннӑ.
Влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «перевозчик килӗшӳ условийӗсене пӗрре мар пӑснӑ, 16 автобус вырӑнне линие 5 кӑна кӑларнӑ». Ҫакна пула 61-мӗш троллейбус янӑ-мӗн. Вӑл 262-мӗш автобусӑн маршручӗпе ҫӳрет тесен те юрать.
Сӑмах май, 2027 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тепӗр маршрут ӗҫлеме пӑрахӗ. Вӑл – 331-мӗш.

Шупашкар хулинче «Рено Логан» ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӳлмек енчен пынӑ: вӑл тӑрук тротуар ҫине тухса кайнӑ та чарӑнӑва ишсе антарнӑ. Унта вара ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шел те, 63 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ, 61 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

Етӗрне округӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул ҫине скутерпа тухнӑ водителе тытса чарнӑ. Унӑн права та пулман.
Ку «Никольски — Етӗрне — Нурӑс» ҫул ҫинче пулнӑ. Унта Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мототранспорта асӑрханӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫыннӑн водитель прави пулманни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Инспекторсем нумай калаҫса тӑман – йӗркене пӑснӑ арҫын тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Халӗ унӑн куншӑн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ аса илтерет: водитель прави ахаль кӑна пластик карточка мар. Вӑл – ҫын вӗреннине, экзаменсем тытнине, ҫул-йӗр правилисене пӗлнине кӑтартакан документ.

Тверь облаҫӗнчен питӗ хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. М-10 федераци ҫулӗ ҫинче пулнӑ аварире Чӑваш Республикинчи ҫемье вилнӗ.
Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен. Аварире 35 ҫулти хӗрарӑм (вӑл спутник хулара дзюдо енӗпе тренерта ӗҫлет), унӑн упӑшки тата 14 ҫулти хӗрӗпе 4 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 40 минутра ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье отпускра пулнӑ. Инкек пуличчен темиҫе сехет маларах хӗрарӑм ҫемьепе Мускавра ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса лартнӑ, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.

Куславкка районӗнчи ҫула юсама 111,6 миллион тенке кайса ларӗ. Кунта сӑмах «Атӑл» − Сӗнтӗрвӑрри − Октябрьски – Куславкка» ҫул пирки пырать. Ҫула «Дорисс» предприяти юсӗ.
«Чӑвашупрдор» конкурс ирттерсе подряд организаципе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 9,3 километр тӑршшӗ ҫула юсамалла. «Дорисс» компани ҫула 111,6 миллион тенкӗпе юсама килӗшнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 5 предприяти хутшӑннӑ. Заказчик малтанхи суммӑна 180,3 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн ӗҫе 2027 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

Шупашкарта паянтанпа, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ҫӳреме пуҫланӑ. 23-мӗш номерлӗ маршрут республикӑн тӗп хулинчи «Груша» микрорайонне (ҫапла, шурӑ Шупашкарӑмӑрта ун пекки те пур) Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗҫ. Транспорт вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници, Оперӑпа балет театрӗ патӗнчен иртсе каять.
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарта тата тепӗр маршрут ӗҫлесе кайӗ. 31-мӗш номерлӗскер Энергетиксен поселокне Вӑй агрегачӗсен завочӗпе ҫыхӑнтарӗ.
42-мӗш маршрута вара Хӗвеллӗ микрорайона ҫитиччен ҫӳремелле тӑвӗҫ, 47-мӗшне — Вӑй агрегачӗсен завочӗ патне ҫитиччен.
5-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен тролллейбус лини ҫине тухмӗ, ун вырӑннӗ 6-меш номерли ҫӳрӗ.

Шупашкарти Граждан урамӗнче пӗр водитель асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) мӑнукне таптаса кайнӑ.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрхануллӑ пулмалла ҫав. Светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне те малтан пӑхса илмелле. Светофор ҫук ҫӗрте пушшех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесе тепӗр водитель йӑпӑр-япӑр чарӑнасшӑн мар.
Ҫавӑн пек инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Аслӑ ҫынпа ача Граждан урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче пассажирсене каҫса ҫӳремелли вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль урапи айне 55 ҫулти хӗрарӑмпа 6 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра, пулнӑ.
31 ҫулти арҫын питбайкпа ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулни паллӑ. Йывӑр аманнӑ арҫынна Канаш районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, вӑл каярахпа, 17 сехет ҫурӑра, унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Арҫын ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнӑ-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна химипе токсикологи тӗпчевӗ палӑртӗ.
