Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юсавсем

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Исампай ялӗнчи урамсене вак чул сарса тухма 91,1 миллион тенкӗ тухса кайӗ.

Пӗр енлӗ ҫула пурӗ 2 километр ытларах йӗркене кӗртмелле. Ҫула Совет, Ленин тата Комсомольски урамӗсенче сарасшӑн. Строительство ӗҫне 5 уйӑхра пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пурӗ 3 ҫул хушши тӑвӗҫ. Пӗчӗкшерӗн: 2025 ҫулти авӑн уйӑхӗнче, 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче, 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.

 

Хулара
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра каллех юсав ӗҫне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Анчах хальхинче — самолетсене анса лармалли тата вӗҫсе хӑпарса каймалли ҫула.

Аэропорта тӗплӗн юсама халӗ подрядчика шыраҫҫӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ - 819 миллион та 494 пин тенкӗ.

Ӗҫӗн заказчикӗ - «Администрация гражданских аэропортов» (чӑв. Граждан аэропорчӗсен администрацийӗ) федерацин патшалӑхӑн унитарла предприятийӗ. Юсава аэропорт ӗҫленӗ вӑхӑтрах пурнӑҫласшӑн. Юсав вӑхӑчӗ — 1 ҫулта пӗр уйӑх ҫурӑ.

Аэродрома тӗплӗн юсамалли проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти Мӑшӑрлану керменне, Мускав проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑскере, юсаса ҫӗнетӗҫ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ.

Холлра, фойере, кӗнӗ ҫӗрте, пӗрремӗш хутри санузелсенче, иккӗмӗш хутри регистраци залӗнче тӗплӗ юсав тата ахаль юсав тӑвӗҫ.

Сӑмах май, унччен Шупашкарта Мӑшӑрлану керменӗ Володарски (халӗ Воробьев композиторсен) урамӗнче пулнӑ. Ӑна 1966 ҫулта уҫнӑ. Хальхи Мӑшӑрлану керменӗ 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/centrexpert21/1751
 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Правительство ҫуртне (унччен ӑна Советсен ҫурчӗ тенӗ) халӗ те юсаса пӗтереймен. Ку хыпара эпир «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Асӑннӑ объект федераци пӗлтерӗшле культура эткерлӗхлӗ шутланать. Ӑна юсама «Консорциум строительных компаний» организаци ҫӗнтернӗ. Юсав ӗҫӗн хакӗ — 616 миллион тенкӗ. Подрядчикӑн ӗҫе 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах вӑл ҫав вӑхӑта та ӗҫе пӗтереймен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне вӑл 266,8 млн тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унтан подрядчикпа контракта пӑрахӑҫланӑ.

Ӗҫе тӑсса пынине подрядчик проектпа смета хучӗсене ҫӗнетнипе тата кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗпе салтавланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн М.С. Спиридоновӑн мемориаллӑ музей-хваттерне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑ.

Музей Чӑваш Енре изобразительнӑй ӳнере пуҫарса янӑ пултаруллӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарать. «Хрущевкӑри» иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑҫав хваттерте художник хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 15 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.

Музей-хваттере ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫнӑ.

 

Культура
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.

 

Культура
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Сӗнтӗрвӑрринчи 19-мӗш ӗмӗрте тунӑ кивӗ ҫурта реставрацилеме палӑртнӑ. Саккас параканӗ – Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗ.

Ҫуртӑн тӑррине, чӳречисене юсӗҫ, фасадне ҫӗнетӗҫ, коммуникацисене, урая улӑштарӗҫ, никӗсне ҫирӗплетӗҫ.

Вырӑнти ҫынсем реставраци ҫуртӑн истори сӑнне упраса хӑварасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19840
 

Хулара
«Хочу в Чувашию» каналтаюи видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хочу в Чувашию» каналтаюи видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропорт хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Ҫавна ҫак йӗркесен авторӗ те асӑрхарӗ. Ҫурла уйӑхӗнче аэропорт патне пымалли тротуарсене те сарманччӗ пулсан, халӗ ҫав ӗҫе вӗҫленӗ.

Аэровокзалта пассажирсене самолёт кӗтсе лармалли хӑтлӑ зонӑсем, кафе, касса тата япала упрамалли камерӑсем, багажа автомат мелпе йышӑнмалли тунӑ. Ачаллисем валли уйрӑм пӳлӗм пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-223020493_5389
 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Современные технологии» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри технологисем) компание Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Вӑл организаци Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫри уйрӑмӗн ҫуртне юсамалла пулнӑ. Анчах подрядчик хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.

Патшалӑх контрактне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Пурӗ 3 миллион та 126 пин тенкӗлӗх. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ.

Явапсӑр организацие тата унӑн директорне Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Ҫитес икӗ ҫулта организаци закупкӑсен процедурине хутшӑнаймӗ.

«Хальхи вӑхӑтри» обществӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче регситрациленӗ. Фирма ертӳҫи — Владимир Фомин, учредителӗ – Дмитрий Кустиков.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та