Паян, карлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Михаил Васильевич 57 ҫул тултарнӑ.
Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ, кайран «Химпромра» электромонтерта ӗҫленӗ. Михаил Василевич 27 ҫулта Шупашкар районӗн канашӗн депутачӗ пулса тӑнӑ.
Аса илтерер: Михаил Игнатьев 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл – Чӑваш Республикин Элтеперӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗн должноҫне «Чӑваш Ен» ПТРК журналистки Валентина Алексеева йышӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ав массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл ӗҫрен кайни пирки ҫырнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайтӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Валентина Алексеева ку пукана раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахни пирки паллӑ пулнӑ. Элтепер администрацийӗн сайтӗнчи структуринче унӑн ячӗ ҫук, ӗҫрен кайни пирки официаллӑ хушу та курӑнмасть-ха.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче лару ирттермелли Пысӑк зала ҫӗнетессине пӑхса тухнӑ. Михаил Васильевич хушнипе залти видеотрансляци тытӑмне ҫӗнетнӗ.
Халӗ видеокамера пахалӑхӗ те лайӑхрах. Пӗр камера вырӑнне виҫҫӗ лартнӑ. Унччен видеокамера трибунӑна ҫеҫ кӑтартнӑ, малашне вара кашни депутата сӑнама май пулӗ. Халӗ ларӑва онлайн мелпе кирек мӗнпе те – компьютерпа, смартфонпа, планшетпа – курма пулать, тӗнче тетелнӗ кӗмелли май кӑна пултӑр.
«Хушма видеокамерӑсем ларӑва килмен депутатсене те кӑтартӗҫ, ку вара дисциплинӑна хӑнӑхтарӗ», - ҫапла палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Паян, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрне палӑртни пирки хушу алӑ пуснӑ. Элтепер адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫа Михаил Богаратов йышӑннӑ.
Аса илтерер: Михаил Богаратов чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Паянтан вӑл – спорт министрӗ.
Михаил Игнатьев ҫӗнӗ ертӳҫе тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, ун умне тӗллевсем лартнӑ. «Чӑваш Республики – спортпа туслӑ регион. Малашлӑхра спортпа туслӑ ҫынсем тата ытларах пуласса шанатӑр», - тенӗ Михаил Васильевич Михаил Богаратова.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайсан Кремль ёлкинчен ҫакнӑ теттене илни, унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Трофим Егоровӑн ӗмӗчӗ пирки вулани ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Егоровсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кун пирки республика пуҫлӑхӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫемье пуҫӗ Александр — пушар хуралӗн ӗҫченӗ, амӑшӗ Екатерина — стоматолог тухтӑр. Мӑшӑр виҫӗ ачана пӑхса ӳстерет. Чи кӗҫӗнни Трофим — сусӑр. Амӑшӗ ӑна ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе куллен массаж тӑвать, анчах ятарлӑ сӗтел туянма йышлӑ ҫемьен хальлӗхе майсем пулман.
«Массаж сӗтелӗ сире чӑнахах кирлине куратӑп. Ачасен ӗмӗчӗсем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пурнӑҫланмалла» , — палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Егоровсем питӗ кирлӗ ҫак парнешӗн савӑннӑ, уншӑн тав тунӑ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Паян унпа коллектива тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Федераци хӑрушсӑрлӑх службин кадрсен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шишкалов генерал-лейтенант паллаштарнӑ.
ФХСӑн Чӑваш Енри управленине ертсе пыма Игорь Кобыляченко генерал-майора шаннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Игорь Кобыляченко 1967 ҫулта Чита хулинче ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службинче 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Ене куҫариччен Карачай-Черкесск Республикинче управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ патшалӑх наградине тивӗҫнӗ, ҫав шутра — «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне те. Ҫемьеллӗ. Унӑн пӗр ывӑл.
ФХСн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Сергей Софронова урӑх ӗҫе куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫулти ача валли Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне хатӗрлӗ.
Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Мероприятие, сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Ӗнерех «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗт ёлки) акци иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ертӳҫи пулнӑ. Кремльти ёлка ҫине тӗрлӗ регионти тӑлӑх е нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, чирлӗ ачасен ӗмӗтне ҫырса вырнаҫтарнӑ.
Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти ачан шарне илнӗ. Виҫҫӗри Трофим илемлӗ масссаж сӗтелӗ пирки ӗмӗтленет-мӗн. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен парне ача патне ҫитӗ.
Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх наградисемпе чысланине эпир пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑаш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче иртнӗ.
Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеме тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн академикне, асӑннӑ академин Этнологипе антропологи институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫине Валерий Тишкова тата ҫав институтӑн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченне Александр Коростелева чысланӑ.
«Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмпа «Чуваши» монографие кӑларнӑшӑн Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн ҫумне Марина Мартыновӑна, тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне Владимир Зорина, ӑслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Людмила Миссоновӑна чысланӑ.
Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн академикӗ Валерий Тишков «Чуваши» монографи пӗчӗк тиражпа тухнине, вӑл хӑвӑрт саланса пӗтнине палӑртнӑ та, Михаил Игнатьев Элтепер кӗнекене хушма тиражпа кӑларма Чӑваш Ен пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Раҫҫейри пӗрремӗш телекуравпа кӑтартасшӑн. Телекуравне хальлӗхе уҫман-ха. Анчах хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Мускавра ӗнер иртнӗ «Держава XXI век» (чӑв. XXI ӗмӗрти тӑван ҫӗршыв) нацин комплекслӑ программин йӗркелӳ комитечӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Мероприятие, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ларӑва «Чӗрӗ планета» халӑхсен хушшинчи экологи юхӑмне аталантарса пыракан правленийӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗ естествӑлла наукӑсен академийӗн академикӗ, биологи наукисен докторӗ Николай Дроздов профессор ерсте пынӑ.
Николай Дроздов профессор Чӑваш Енре пулнине палӑртнӑ. «Шупашкар — пуласлӑх хули, экологи енчен таса вырӑн, хитре», – тенӗ вӑл. Ҫавна май Шупашкара экологи телекуравӗн эфирӗнче кӑтартас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Паянпа ыран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра — ӗҫлӗ визитпа.
Паян вӑл «Держава XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ҫӗршыв) комплекслӑ наци программин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта ҫӗршывра экологи телекуравне тата «Знамя Победы 2015–2020» (чӑв. 2015-2020 ҫулсенчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ) патриотизм программине аталантарас ыйтусене хускатнӑ.
Паянах Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене чӑваш халӑх историйӗпе этнологийӗпе ҫыхӑннӑ тӗпчевсемшӗн чысланӑ.
Ыран Михаил Игнатьев ыр кӑмӑллӑх тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисене аталантарас ыйтусене сӳтсе явакан РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ӗҫлӗ тӗрлӗ тӗлпулу ирттреме палӑртса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |