Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкулсеМ

Чӑваш чӗлхи
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак эрнере, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетнӗ.

Мероприятие Любовь Титова, Елена Анюрова, Наталия Путякова, Светлана Никитина, Ольга Каллина вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ.

«Паянхи пурнӑҫра вӗрентекен умне тухса тӑракан тӗрлӗ ыйтусене хускатрӑмӑр, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗн ҫитес ҫулӑн ӗҫлӗ планне йышӑнса хӑвартӑмӑр. Ӗҫре палӑрнӑ пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртса саламларӑмӑр, кашнин сӗнӗвне шута илсе малашне те пӗр шухӑшлӑ, хастар пулма, пӗр тӗллевпе, меслетсемпе, майсемпе, тӗрлӗ воспитани ҫул-йӗрӗпе пӗрле ӗҫлесе-шухӑшласа, методика сӗнӗвӗсене тивӗҫтерсе вӑй хума калаҫса татӑлтӑмӑр», — тесе ҫырнӑ лару пирки асӑннӑ тӑрӑхри Ыхра Ҫырминчи шкул учителӗ Светлана Кулакова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-201526545_57663
 

Культура
https://vk.ru/wall-210944455_8257 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-210944455_8257 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата тепӗр тӑватӑ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Вӗсенчен иккӗшӗ — ӳнер шкулӗсен преподавателӗсем. Вӗсем: Эдуард Волчков тата Светлана Карамаликова. Эдуард Владимирович Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче преподавательте тӑрӑшать, Светлана Ильинична — Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче.

Шупашкарти Филипп Лукин ячеллӗ ача-пӑча 5-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен Оксана Рузавина та хисеп ятне тивӗҫнӗ. Вӑл та, эпир маларах асӑнса хӑварнисем пекех, преподаватель.

Пысӑк хисепе тивӗҫнисенчен йышӗнче музей ӗҫченӗ те пур. Вӑл — Ольга Кушманова. Ольга Геннадьевна — Чӑваш наци музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫӗн пайӗн заведующийӗ.

 

Вӗренӳ
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.

Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» Раҫҫейри V конкурса Шупашкарти Роза Морозова хутшӑнӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку конкурс педагогсемшӗн сумлӑ ӑмӑрту шутланать.

Роза Анатольевна — аслӑ категориллӗ учитель. Вӑл Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет.

Педагогсен конкурсӗн финалӗ Липецк хулинче ҫурла уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ҫӗршыври 87 субъектри 131 педагог пырса ҫитӗ.

Роза Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл шкулта ӗҫлеме шухӑшламан, сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Анчах паян унӑн кураканӗсем — ачасем. Тӑван халӑх культурине юратнӑран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗнӗ. Ачасене чӑваш чӗлхипе вӑйӑ, чӗрӗ калаҫу, пултарулӑх урлӑ кӑсаклантарса яма тӑрӑшать.

 

Чӑвашлӑх
«Чӑваш Ен»  издательство сӑнӳкерчӗкӗ
«Чӑваш Ен» издательство сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать.

Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.

Проект авторӗ — Анастасия Анохина.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленинчен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерӗшлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и?

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре 11 ҫулти икӗ ача тантӑшне хӗненӗ.

Ку пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрача пушмак тӑхӑннӑ чухне «вӗсен вырӑнне» ларнӑ иккен. Куншӑн ҫав икӗ ача ӑна хӗнесе пӗтернӗ.

Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗ тесе район прокуратури суда ҫак ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен 50-шар пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, анчах компенсаци виҫине 8 пин таран чакарнӑ.

Ашшӗ-амӑшне ачисене тивӗҫлӗ воспитани паман тесе административлӑ майпа та явап тыттарнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски шкулӗнче агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ. Вӑл шкул ачисене хальхи ял хуҫалӑхӗпе паллашма тата аграри отраслӗнчи малашлӑха курма май парӗ.

Агротехнологи класне 14-18 ҫулсенчи 160 ача ҫӳрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – шӑпӑрлансене аграри профессийӗсемпе кӑсӑклантарасси тата пулас специалистсене хатӗрлесси.

Проект «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн технологи тивӗҫтерӗвӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. «Таябинка» агрофирма, «Красное Сормово» тата «Волит» фирмӑсем ҫак проекта ырласа унта хутшӑннӑ.

Сӑмах май, хальи вӑхӑтра регионта 137 агролаборатори, 52 агрокласс тата 7 агротехнологи класӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аграри колледжӗ тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ял хуҫалӑхӗ валли специалистсене хатӗрлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкула утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подряд организацийӗ ӗҫӗн 90 процентне ҫеҫ пурнӑҫласа ӗлкӗрнӗ.

Асӑннӑ объектра республикӑн прокуратури тӗрӗслевпе пулнӑ.

Ҫӗнӗ шкул 640 ача вӗренмеллӗх пулӗ. Заказчикпа подрядчик алӑ пуснӑ контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, шкула кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах строительсем ӗҫӗн 90 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ.

Палӑртнине вӑхӑтра туса пӗтерейменнине проектра унччен пӑхса хӑварман хушма ӗҫсем пурнӑҫлама тивнипе тата рабочисем ҫитменнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен. Шкула хӑпартаканни — «ПМК-8» организаци.

Ӗҫе вӑхӑтра тумалли пирки подрядчик ертӳҫине прокуратура ҫуркуннех асӑрхаттарнӑ иккен. Халӗ подряд организацийӗ тата унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Спорт
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашра та земство тренерӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Эпир маларах сире Сӗнтӗрвӑрринче ун пек программӑпа тренер ӗҫе пуҫӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Унта йӗлтӗр спорчӗн ӑсти ӗҫе кӳлӗннӗ пулсан, Муркашра — шывра ишме вӗрентекен ҫын.

«Земство тренерӗ» федераци программипе Муркаша Ольга Войтас пынӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Хӗрарӑм Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче професси пӗлӗвне анлӑлатнӑ хыҫҫӑн сайкл енӗпе Шупашкарта тренерта ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, сайкл тени велотренажерпа чӗрене ҫирӗлетекен хусканусем тунине калаҫҫӗ иккен.

Муркаша 1 миллион тенкӗ укҫалла пынӑ тренер унти «Сывлӑх» спорт шкулӗнче ачасене ишме вӗрентет. Унта вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тимлеме пуҫланӑ. Вӑл 4 ушкӑнпа ӗҫлет.

 

Культура
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Правительстви историпе культура палӑкӗсене сыхласа упраса хӑварасси ҫинчен калакан программӑна йышӑннӑ. Вӑл 2045 ҫулччен таран. Паянхи куна пирӗн республикӑри 31 культура объектне юсаса ҫӗнетмелле.

Патшалӑх хӳтлӗхне илнӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене вара республикӑра пурӗ 701 штук шута илнӗ. Ҫав шутран 31-шне юсаса ҫӗнетмелле, 37-шӗ вара япӑхса пӗтнӗ.

2045 ҫул тӗлне культура объекчӗсенчен 97 процентне йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Элӗкри Иван Яковлев уҫнӑ шкул та ҫав шутра. 1872 ҫулта уҫнӑ шкул тавралли территорие те халӗ культура эткерлӗхӗн хӳтлӗх зони тесе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Апла пулсан унта пӗр-пӗр стройка, ытти ӗҫ пуҫарса яма юрамасть.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Юпа, 12

1911
115
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
82
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
70
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть