Республикӑра Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал «Земля вкуса» гастрономи фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 40 регионти производительсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех «Руҫ ӑстисем», «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Раҫҫей чунӗ. Атӑлҫи» фестивальсем иртӗҫ. Ҫырла фестивалӗ те пулӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртӗ. Етӗрнере уявра хӑмла музейӗ уҫӑлӗ.
Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти Никита Михалкова Раҫҫейӗн театр атласне йӗркелеме хавхалантарнӑ.
Мускаври «Россия сегодня» (чӑв. Раҫҫей паян) пӗтӗм тӗнчери мультимеди центрӗнче Хальхи вӑхӑтри музыка карттине сӳтсе явнӑ. Унта РСФСР халӑх артисчӗ Никита Михалков режиссёр хӑйӗн ҫӗнӗ проекчӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл — «Атлас театральной России» (чӑв. Театр Раҫҫейӗн атласӗ) фестиваль. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври регионсенчи театрсем тата пултарулӑх коллективӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская «12» сцени ҫинче хӑйсен чи лайӑх ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ.
«Пӗтӗмпех Раҫҫӗйӗн тӗрленӗ карттинчен пуҫланчӗ, вал мана хавхалантарчӗ», — палӑртса хӑварнӑ Никита Михалков.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ ҫынсем валли «Вдохновение возраста» (чӑв. Ҫулпа хавхаланса) ташӑ фестивалӗ иртнӗ. Ӑна асӑннӑ хулари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Фестивале унти 9-мӗш вӑтам шкулта пуҫтарӑннӑ.
Ташӑ мероприятине Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те хутшӑннӑ.
«Пирӗн пата ҫӳрекен ватӑсем унтан хавхаланса таврӑнчӗҫ. Центртан виҫӗ коллектив пулчӗ. Фестиваль флешмобпа вӗҫленчӗ», — пӗлтереҫҫӗ Шупашкарти комплекслӑ центрта.
Паян, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланнӑ, «Симфония 1» балетпа, уҫӑлнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 29-мӗш хут иртет. Фестиваль ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ун чухне гала-концерт пулӗ. Унта тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсем хутшӑнӗҫ.
Артистсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре кӑҫал та сӑра фестивальне иритерӗҫ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» хальхинче утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестивале йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑна тата та чаплӑрах, ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене» пӗлтӗрхинчен ытларах чӗнмелле.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев та сӑра фестивалӗ питех кирлӗ мероприяти тесе каланӑ май фестиваль аграрисене, влаҫа тата усламҫӑсене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ.
Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн регионти тапхӑрӗ иртӗ.
Унта Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи 59 вокалпа хор коллективе хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институтӗнче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Звенящая россыпь талантов» (чӑв. Пултаруллисен янӑравлӑ сасси) концерт кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV фестивалӗ иртнӗ май йӗркеленӗ.
Культура институчӗпе культура училищи фестивале темиҫе ҫул ӗнтӗ хутшӑнать.
«Кашни концертрах эпир пирӗн преподавательсемпе студентсем чунтан тӑрӑшса хатӗрленнине асӑрхатпӑр», – тесе палӑртать аслӑ шкулӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Рустам Саиткулов.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Лучшие практики в изучении родного языка» (чӑв. Тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫри чи лайӑх тӗслӗхсем) фестиваль ирттерӗ.
Регионсем хушшинчи IV фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ.
Унта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен преподавательсем хутшӑнма пултарӗҫ. Хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене те хапӑл тӑвӗҫ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV республикӑри фестивальне йӗркеленӗ май ирттерӗҫ.
Концерт вӑхӑтӗнче халӑх юррисем тата хальхи вӑхӑтри авторсем илемлетнӗ юрӑсем янӑрӗҫ. Программӑна, сӑмахран, чӑваш эстрадин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хит шутланнӑ «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм», «Куҫ харшисем»; с«Шупашкар», «Анне», «Ахаль мар», «Ырӑ сунар» хальхи эстрада юррисем янӑрӗҫ. Вӗсене Александр Сергеев, Геннадий Борисов, Николай Казаков, Андрей Галкин, Сергей Степанов тата ытти композитор хайланӑ.
Концерта «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем тата «Nota «G» таша ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.10.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |