Шупашкара Чулхулари дирижёра чӗнсе илнӗ. Дирижёр пульчӗ умӗнче Ренат Жиганшин пулӗ.
Вӑл паян, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартакан «Царская невеста» 17 февраля тата нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи «Лебединое озеро» спектакльсем вӑхӑтӗнче дирижёр пульчӗ умне ларӗ.
Чӗнсе илнӗ сцена ӑсти Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пултарулӑха вӑл дирижерпа хор факультетӗнче тата оперӑпа симфони дирижёрӗн факультетӗнче илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑхне Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче, аспирантурӑра, ӳстернӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ.
Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра пичет кӑларӑмӗсене вулакансем сахалланса пыраҫҫӗ, аслӑ ҫулхисем ҫеҫ хӑнӑхнӑ йӑлапа алла хаҫат илсе шӗкӗлчеме кӑмӑллаҫҫӗ теҫҫӗ пулин те ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗсене кун ҫути кӑтартас текенсем пур. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ хӑйӗн хаҫатне кӑларса тӑма йышӑннӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, асӑннӑ пӗрлешӗвӗн правленийӗ ларӑва пухӑннӑ. Ларӑвӑн кун йӗркине хаҫат кӑларса тӑрас ыйтӑва та кӗртнӗ май театрсен литература пайӗсен заведующийӗсене, пресс-служба ертӳҫисене йыхравланӑ.
Театр ӗҫченӗсен союзӗн хаҫачӗ «Чувашия театральная» ятлӑ пулӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кӑларса тӑрӗҫ. Ӗнерех редколлеги членӗсене ҫирӗплетнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» роман тӑрӑх лартӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн режиссёрӗ — Раҫҫей Федерацийӗн ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗ ертӳҫи Калмыкия Борис Манджиев.
Борис Наминович Шупашкарпа 1992 ҫултах паллашнӑ. Ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫейри наци театрӗсен пӗтӗм ҫӗршыври фестивалӗ иртнӗ. 30 ҫултан паллӑ режиссёр чӑваш театрӗнче спектакль лартӗ.
Борис Манджиевпа пӗрле премьерӑна Анна Репина художник-постановщик, пластика енӗпе режиссёр Рамиза Мухаметшина, Аркадий Манджиев композитор, ҫипуҫ енӗпе ӗҫлекен художник Наталья Степанова, ҫутӑ енӗпе ӗҫлекен художник Ильшат Саяхов хатӗрлӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрти «Салют» культура керменӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Владимир Сергеева асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ҫав кун 80 ҫул тултаратчӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Владимир Иванович республикӑри икӗ пысӑк культура учрежденине ертсе пынӑ: 1973-1978 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн директорӗ пулнӑ, 1978-1984 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ вӑл Оперӑпа балет театрӗ шутланать). 1991 ҫулта каллех Вырӑс драма театрне таврӑннӑ, 1997-2004 ҫулсенче театрӑн илемлӗ ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.
Астӑвӑм каҫне Владимир Сергеевӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Зинкина йӗркеленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Яланах асра…» ятпа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакль умӗн йӗркелӗҫ.
Театр фойинче халӑх артисткине халалланӑ кура ӗҫлет. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Галина Тимофеевна Чӑваш академи драма театрнче 1947-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 36 ҫул хушшинче вӑл тӗрлӗ жанрлӑ сӑнарсене калӑпланӑ. Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри икӗ театрӑн ертӳҫисем Раҫҫейри наци театрӗсен ассоциацийӗн конференцине хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Юрий Владимиров тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева. Пирӗн тӑрӑхран унта, тен, тата такам кайнӑ пулӗ, анчах эпир Ҫамрӑксен театрӗ Фейсбука лартнӑ сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх ҫавӑн пек ӑнлантӑмӑр.
Карелин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртекен мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи театрсен директорӗсем, тӗп режиссёрӗсем, илемлӗх ертӳҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫӗнӗ института йӗркелессипе ҫыхӑннӑ конференцие 31 театр хутшӑнать. Форум темиҫе куна пырӗ. Унта Наци театрӗсен ассоциацийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелес сӗнӳпе 2019 ҫулта Раҫҫейӗн наци драма театрӗ тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Урал тӑрӑхӗнчи Пермь хулинчен килнӗ Андрей Попов ертсе пыма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Фейсбукри культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ертӳҫӗ хӑйӗн малашлӑх планӗсемпе «Советская Чувашия» хаҫата паллаштарнине сӳтсе яваҫҫӗ. Мӗншӗн шӑпах вӑл кӑларӑма тесе мар-ха. Андрей Поповӑн ӗмӗт-шухӑшне.
Ҫамрӑк ертӳҫӗ кураканӑн «портретне» ӑнланасшӑн, театрӑн ребрендингне ирттересшӗн, брендбукне йӗркелесшӗн. «Бренд» сӑмаха пирӗнтен чылайӑшӗ ӑнлананать ӗнтӗ, хайхи-майхи «ребрендинг» вара «брендбука» улӑштарса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗн тилхепине Андрей Попова тыттарнӑ. Андрей Викторович пирки ҫак самантра нимех те пӗлместпӗр.
Хыпара каярах ҫӗнетӗпӗр.
PS. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Попов 36 ҫулта. Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен балет артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ, каярах унти патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче балетмейстер-репетитора тата Аслӑ экономика шкулӗнче юриста вӗреннӗ.
2003-2010 ҫулсенче Пермьри П.И. Чайковский ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче балет солистӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗнче, Пермьри хореографи училищинче, Пермьри патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче, Питӗрти балет театрӗнче балет труппин заведующийӗнче тата директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Екатеринбургри «ТанцТеатр» балет труппин филиалне ертсе пынӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Кун пирки театрӑн сайтӗнче хыпарланӑ.
Анонс тӑрӑх хакласан, фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Тепӗр кунне, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, куракансене Фёдор Васильевӑн «Сарпике» икӗ пайлӑ балетне йыхравлаҫҫӗ, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче — Георгий Хирбюн «Гарспи» оперине. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ мероприяти ытти ҫул та иртнӗ. 2019 ҫулта ӑна халалласа пресс-конференци йӗркелесен театр ертӳҫисем наци кадрӗсем енӗпе йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине палӑртнӑ. «Чӑвашла пӗлекен солистсем сахал пирӗн. Аслӑ ҫулти рольсене калӑпламашкӑн артистсем ҫителӗклӗ тӗк, ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук. Пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче те ку енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеҫҫӗ», — тенӗ ун чухне Анатолий Ильин режиссер. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчеАндрей Михайлов корреспондент пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |