Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.2 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: театрсеМ

Культура
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

2000-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ валли артистсем хатӗрлекен пӗрремӗш курс уҫнӑ. Курса Вячеслав Оринов ертсе пынӑ.

Унтан 12-ӗн вӗренсе тухнӑ, Кун пирки Чӑваш Енӗн ПТРК корреспонденчӗ Екатерина Фомина пӗлтернӗ.

Ҫавӑн чухне вӗренсе тухнӑ 12 ҫамрӑкран улттӑшӗ пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.

Сцена ҫине тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ ятпа артистсем хӑйне евӗр уяв каҫӗ ирттернӗ. Вӗсем: Наталья Ахмед, Алевтина Семёнова, Леонид Яргейкин, Дмитрий Михайлов, Дмитрий Петров тата Николай Тарасов.

 

Культура
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн Кун ачи» спектакль кӑтартнӑ. Аса илтерер: ҫав ӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен. Унӑн авторӗ – Марина Карягина.

Спектакль хыҫҫӑн унӑн режиссёрӗпе, Борис Манджиевпа, тӗлпулу иртнӗ. Борис Манджиев – Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк тата Тыва республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8158
 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ертсе пыракан Марина Карягина халӑх тетелӗн хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи улахра ятлӑ-сумлӑ драматургсемпе, искусствоведсемпе, артистсемпе, тӗпчевҫӗсемпе пӗрле ҫамрӑксем йышлӑ пулнӑ. «Вӗсем пурте сцена ӳнерне питӗ юратаҫҫӗ иккен. Ан тив, пӗр-икӗ театровед, пӗр-икӗ вӑйлӑ драматург е режиссёр кӑна тухтӑр вӗсенчен – аптрамӑттӑмӑрччӗ!» – пӗтӗмлетнӗ паллӑ драматург, сценарист, тележурналист Марина Карягина.

Улах хӑни Борис Манджиев калмӑк режиссёрӗ пулнӑ. 1992-мӗш ҫулта ҫамрӑк режиссёр Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи фестивальте хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартнӑ, 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Театрӑн хальхи пуҫлӑхӗ Елена Николаева ӑна спектакль лартма йыхравласан вӑл хаваслансах килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Чӗкеҫ» фестивале Б.Манджиев Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» хайлавӗ тӑрӑх чӑвашла лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» премьерӑпа уҫнӑ. «Ку унӑн Шупашкар сцени ҫине тухнӑ 7-мӗш спектаклӗ!» – хыпарланӑ Марина Карягина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8148
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ Наци театрӗсен регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ иккӗмӗш хут уҫӑлнӑ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев куракансене, фестивале хутшӑнакан театрсене саламланӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна куракансем питех те юратса йышӑннӑ, куҫҫуль витӗр курнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_10404
 

Персона
Алексей Рюмин страницинчен тата Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнчен илне сӑнӳкерчӗксемпе уса курнӑ
Алексей Рюмин страницинчен тата Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнчен илне сӑнӳкерчӗксемпе уса курнӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗн юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑри икӗ артиста тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артистне Алексей Рюмина «хорегорафи ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата пултарулӑхра нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн», Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Владимир Свинцова «театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит курма чӗнеҫҫӗ. Пушкӑрт драматургӗн Флорид Буляковӑн пьесипе лартнӑ премьерӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

Спектакле чӗнсе илнӗ режиссёр, Удмурт Республикин халӑх артисчӗ Алексей Ложкин лартнӑ. Спектакле илемлетекенни — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Валентина Ситова артисткӑн юбилей каҫӗ иртӗ.

Валентина Петровна — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки, Раҫҫей патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Пулас артистка 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелте ҫуралнӑ. Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑранпах театрта тӑрӑшать.

Юбилей каҫӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль кӑтартӗҫ.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

«Культура.РФ» порталта чӑвашла спектакль курма май килӗ.

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 18 сехетре «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драма кӑтартӗҫ. Ӑна culture.ru сайтра курма пулӗ.

«Ҫуллахи шӑрӑх, ялти шӑплӑх, юлхаввӑн та вӑраххӑн тӑсӑлакан вӑхӑт, вӑрӑм та кӑмӑллӑ калаҫусем тата... вӗресе тӑракан туйӑмсем, хӗрӳллӗ юрату... Чӗрене ҫунтаракан, кураканӑн чунне те хыпса илесле ытла та вӗри юрату!..» — ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнӑ спектакль пирки культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

 

Кӳршӗре
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр билет туяннипех спектакль те пӑхма, театрпа паллаштаракан экскурсире пулса курма та май пурри пирки пӗлтерет.

«Пӗтӗм тӗнче – театр» экскурсипе пӗрле спектакль валли пӗр билет туянма пулать иккен.

«Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сире чаршав хыҫӗнчи асамлӑ тӗнчене кӗрсе курма, бутафори, декораци, тумтир хатӗрлекен цехсенче пулма, залсене, тӗп сценӑна тӗрлӗ ҫӳллӗшрен пӑхса тӗлӗнме йыхравлатпӑр!

Экскурси хыҫҫӑн вара «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑллӑ-ташӑллӑ камит пӑхса киленме май пур!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

 

Афиша

Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова юбилей каҫне ирттерӗ. Вӑл куракансене сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллаштарӗ.

Ирина Александровна 1993 ҫулта Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑнтанпа сцена ҫинче 32 ҫул рольсем калӑплать.

Юбилей каҫӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Ӑна «Театр. Пурнӑҫ. Юрату» ят панӑ.

«Ҫав каҫ юлташсемпе тӑвансене, пултарулӑхӑма кӑмӑллакансене хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартӑп. «Театр» ятлӑ чарӑнура ытларах чарӑнса тӑрӑпӑр», – ҫапла пӗлтернӗ артистка.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та