Чӑваш Ен ҫыннисене Мускаври Александр Пушкин ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем спектакль курма чӗнеҫҫӗ.
Артистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Хӑйсен турне вӗсем «Тартюф» спектакльпе уҫӗҫ. Ӑна К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче курма май пур. Мольер пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите халӑх ҫулсеренех ӑшшӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ансат.
Авӑн уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче «Семейка КрАузе» камит кӑтартӗҫ. Александр Коровкин драматург 3 жанра пӗрлештернӗ: детектив, мелодрама, социаллӑ сатира.
Вырсарникун Улатӑрти культура ҫуртӗнче Мускав артисчӗсем «И вдруг…» спектакль лартӗҫ. Унти интерьер, костюмсем — паллӑ мода историкӗ Александр Васильев хатӗрленисем.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарта актерсемпе курнӑҫма май пулӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ черетлӗ 99-мӗш сезона авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫма палӑртса хунӑ. Кӑҫалхине Константин Иванов ячӗллӗ театр И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗпе пуҫлӗ.
Ку постановкӑна театр вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑччӗ. Спектакльте ҫамрӑк пуҫӗпе ҫавӑн пек поэма ҫырса хӑварма пултарнӑ маттур ҫинчен кӑна мар, Максимов-Кошкинский сӑнарне те кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш сценин театрӗ ҫине ку спектакле ҫӗнӗрен кӑларнӑ хыҫҫӑн хальлӗхе 18 хутчен кӑтартнӑ. Театртисем пӗлтернӗ тарӑх, ӑна курма ултӑ пине яхӑн ҫын пынӑ. Ҫамрӑксем те ку ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезон авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.
Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ каялла ӑна Шупашкара панӑ. Хальхи вӑхӑтри пултарулӑх центрӗ ятпа ӗҫлекен ҫав ҫурта паян каялла республика харпӑрлӑхне илесшӗн-мӗн. Унта "культура министрӗн ҫумӗн Вячеслав Ориновӑн ку енӗпе чее план пуррине" пӗлтернӗ. "Влаҫа ҫитнӗ ҫамрӑксен театрӗн экс-режиссерӗ" "Ҫеҫпӗл" ҫуртне ҫамрӑксен театрӗ валли уйӑрасшӑн имӗш. Материалта: "Трактор тӑвакансен культура керменне парас тенӗ те ҫуркунне — май килмен, халӗ "Ҫеҫпӗле" куҫ хывнӑ", — шухӑш палӑрать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона ҫӗнӗ спектакльпе уҫать. Чаршава 84-мӗш хутчен уҫма «РэПКА» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмаха суйласа илнӗ.
Ҫапла, спектаклӗ пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен ҫарӑк пиркиех. Анчах Ҫамрӑксен театрӗ ӑна урӑхла лартма шантарать. Ӗҫе Егор Шашин композиторпа, Борис Лагода либретто авторӗпе, Наталья Шамбулина режиссерпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Наталья Шамбулинӑна режиссер тесе йӑнӑш ҫырнӑ теме кирлӗ мар. Ҫапла, хальхинче ҫак актер хӑйне режиссер пек кӑтартӗ.
Детектива ҫавӑрнӑ юмахра Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Татьяна Зайцева-Илина выляҫҫӗ. Тата, паллах, театрӑн ытти артисчӗ те сцена ҫине тухӗ.
Спектакле 10 тата 13 сехетсенче пӗчӗк залра кӑтартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 10–13-мӗшӗнсенче Чӑваш Енре Мускаври спектакльсене кӑтартӗҫ. «Большие гастроли 2016» (чӑв. Пысӑк гастроль – 2016) федераци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӗршывӑн тӗп хулинчен А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ килсе ҫитӗ.
Асӑннӑ программӑна ытти театр та хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫланса чӳк уйӑхӗ таран тӑсӑлаканскере Мускаври, Питӗрти, Ярославльти драма, музыка тата пукане театрӗсене явӑҫтарнӑ.
Шупашкарти куракансем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе «Тартюф» (авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра), «Семейка Краузе» (авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче 18 сехет те 30 минутра) спектакльсене курайӗҫ, Улатӑрти культура ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче Пушкин ячӗллӗ театр артисчӗсемпе тӗлпулу йӗркелӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 56-мӗш сезонне вӗҫлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, сезона оперетта фестивалӗпе хупӗҫ.
Театр ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, сезона савӑнӑҫлӑн хупмалла. Опереттӑра вара юмор, туйӑм нумай. Паян куракансем Кальманӑн «Сильва» опереттине курнӑ.
Кӑҫал фестивале Питӗрти музыка камичӗн театрӗн артисчӗсем килнӗ. Чӑваша «Ылтӑн маска» преми лауреачӗ Иван Корытов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Лозовая ҫитнӗ. Солистсем Шупашкарта унччен те пулнӑ. Пирӗн республика вӗсене питӗ килӗшнӗ.
Ыран, фестиваль вӗҫленнӗ кун, гала-концерт пулӗ. Питӗрти хӑнасем те унта хутшӑнӗҫ. «Марица», «Мистер Икс», «Сильва», «Летучая мышь» опереттӑсен арийӗсем янӑрӗҫ. Сцена ҫине опера юрӑҫисем кӑна мар, балет артисчӗсем те тухӗҫ.
Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсен «Чӑваш ахах-мерченӗ» гала-концерчӗ иртнӗ. Конкурса Шупашкарти тӗп сцена ҫинче, ӑна яланхиллех Хӗрлӗ лапамра, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче, йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ лапама пынисем чӑваш халӑх юрри-ташшипе 15 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен киленнӗ. Сцена ҫине 18 районтан пырса ҫитнӗ тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 32 фольклор ушкӑнӗ хӑпарнӑ.
Репертуарта хӑна, кӗреке, туй тата пӗр-пӗр ӗҫ пурнӑҫланӑ чух янӑратакан юрӑсем пулнӑ. Ташӑ такмакӗсене те пӗри тепринчен хитре каланӑ. Сцена ӑстисем концерта хӑйен тӑрӑхӗнчи наиц тумӗпе хӑпарнӑ. Концерт вӗҫленсен вӗсене тӗрлӗ дипломпа чысланӑ.
Етӗрнере СССР халӑх артисчӗн Николай Мордвиновӑн палӑкне уҫасшӑн.
Палӑка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе халӗ Раҫҫей художникӗсен Питӗрти правленийӗн ертӳҫи Альберт Чаркин скульптор ӗҫлет.
Паллӑ артистӑн палӑкне уҫас ыйтӑва Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк никӗсне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ямалла. Бюста авӑн уйӑхӗнче уҫасшӑн.
Николай Мордвинов 1901 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрнере, купса ҫемйинче ҫуралнӑ. Ю. А. Завадскийӑн театр-студинче вӗреннӗ. 1940 ҫулта ӑна Моссовет ячӗллӗ Мускаври академи драма театрне ӗҫе илеҫҫӗ. 1935 ҫултах вӑл кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. «Последний табор» (чӑв. Юлашки тапӑр) фильмра вӑл Юдко чикана вылянӑ, «Маскарадра» — Арбенина.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартма палӑртса хунӑччӗ. Вӗсем Тутарстанри Аксу тата Нурлат районӗсене ҫитнӗ.
Республика тулашӗнче ҫӳренипе пӗрлех хамӑр тӑрӑхра та спектакльсем лартаҫҫӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче «Юратупа кавӑн» кӑтартнӑ. Паян Етӗрнере «Укҫа чул кастарать» лартӗҫ. Александр Пӑртта пьесипе хатӗрленӗскерте СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Альтук сӑнарне калӑплать. Апла пулсан, кураканшӑн ку хӑех пысӑк савӑнӑҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |