«Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией». Ҫакӑн ятпа питех те кӑсӑклӑ интервьюна Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларса тӑракан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленӗ. Унта Раҫҫейӗн гуманитари институчӗн театрпа кино кафедрин доценчӗ, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн ертӳҫи, искусствоведени кандидачӗ Полина Богданова Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Иосиф Дмитриевпа калаҫнӑ.
Ум сӑмахра Иосиф Александрович театр енӗпе актер тата режиссер пӗлӗвӗллӗ пулнине, пӗрремӗшне вӑл Ленинградра (хальхи Питӗрте. — Т.Т.), теприне Мускавра илнине каланӑ.
Интервьюна вуласан Иосиф Дмитриевӑн чун ыратӑвӗпе пӑшӑрханӑвӗ, савӑнӑҫӗпе талпӑнӑвӗ куҫ умне тухать. Вӑл, тӗслӗхрен, Чӑваш Енре театр критики ҫуккишӗн пӑшӑрханать. (_Сӑмах май, ку шухӑша темиҫе ҫул каяллах Борис Чиндыков драматург та вӗҫӗмех калатчӗ_). Наци драматургине лартма ӑнтӑлни пирки ыйтсан Иосиф Александрович ҫапла хуравланӑ: «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла».
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен артистсем Тӑвай, Йӗпреҫ, Елчӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай тата ытти районта пулнӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, труппа Комсомольски районне ҫитме палӑртнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Ялта» драмӑна курса киленӗҫ. Спектакль пуҫланиччен Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ артистпа Валерий Карповпа тӗлпулу иртӗ. Унта РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева та хутшӑнӗ.
Гастроль валли «Ялта» драмӑна ахальтен суйламан. Унта театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать. Спектакль Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Яковлев вулавне хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине тата театрӑн 85 ҫулхине халалланӑ.
«Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» ятпа ирттерекен вулава пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче драматурги хайлавӗсене вулӗҫ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче вӗреннисем ҫырнӑ.
Мероприятие театрӑн илемлӗ ертӳҫи Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Кун пирки Фейсбукра театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ.
Хыпара сӳтсе явма хутшӑннӑ Иосиф Дмитриев режиссер мероприятие Виталий Родионов профессор хутшӑнассине пӗлтернӗ.
Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ.
Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ.
РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ.
Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ.
Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ.
РФ Культура министерстви кинотеатра ҫӳрекенсем валли йышӑну тӑвасшӑн. Ҫавна май кинотеатрсенчи тата театрсенчи кассирсемпе билетерсем килекенсенчен паспорт ыйтма пултараҫҫӗ.
Ведомство ҫакна мӗн тӗллевпе тӑвасшӑн-ха? Ку ачасемпе ҫамрӑксене сиенлӗ информацирен хӑтарма пулӑшать.
Документ ача-пӑча сеансӗ пуҫланиччен «18+» паллӑпа палӑртнӑ фильмсен трейлерӗсене (унта ҫапӑҫни, пирус туртни, эрех-сӑра ӗҫни, наркотик тутанни, усал сӑмахсемпе перкелешни пур пулсан) кӑтартма чарать. Кун пирки iz.ru портал пӗлтерет. Кинона чӑнах та паспортпа кӗртме пуҫлӗҫ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» спектакле йыхравлать. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савнине» куракансем хӑй вӑхӑтӗнче кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче театрта камитӗн улттӑмӗш серине лартнӑччӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫав спектакле Чӑваш халӑх артисткин Светлана Савельевӑн 60 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Унта Светлана Рюриковна Лисук сӑнарне калӑплать.
Хаваслӑ сӑнарсене кӑмӑллакан артист сцена ҫинче 80-а яхӑн роле вылянӑ. Хӑш-пӗр сӑнара тӗлӗкре тӗлленни те пулнӑ унӑн. Етӗрне районӗнчи Хорамал ялӗнче 1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ вӑл. Артист пулма ӗмӗтленнине никама та шарламанскер, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин актер уйрӑмне ҫамрӑксене илнине пӗлсен кайса пӑхнӑ та вӗренме кӗме пултарнӑ. 1979 ҫултанпа, вӗренсе тухнӑранпах, Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсемпе кукамӑшӗ-асламӑшне те театра тӳлевсӗр кӗртмелли кунсем туса парать. Ун пек акцие ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелет вӑл: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче театра арҫынсене тӳлевсӗр йыхравлать, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче — хӗрарӑмсене. Вӗсене культура учрежденийӗ ывӑл-хӗрӗпе, мӑнукӗсемпе чӗнет.
Ӗнер культура учрежденийӗнче В. Орловӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Золотой цыпленок» (чӑв. Ылтӑн чӑх чӗппи) юмах кӑтартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче черетлӗ акци йӗркелӗҫ — В. Афонин хайлавӗпе калӑпланӑ «Мымренок» юмаха кӑтартрӗҫ. Амӑшӗсемпе асламӑшӗ-кукамӑшӗсен билет туянса тӑкакланма тивмӗ, вӗсен ачасем валли ҫеҫ билет илмелле.
Классика кӗвви-ҫеммине юратакансене, унтан та ытларах —
наци хайлавӗсене кӑмӑллакан ентешӗмӗрсене, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫак кунсенче Чӑваш кӗввин фестивалӗпе савӑнтарчӗ. Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ культура мероприятийӗн программине опера та, балет та кӗртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Фестиваль, аса илтерер, «Нарспи» оперӑпа уҫӑлчӗ. Куракансем тепӗр икӗ кунтан «Сарпике» балетпа киленчӗҫ. 1970 ҫулта пуҫласа лартнӑ пӗрремӗш чӑваш балетне халӑх паян та ӑшшӑн йышӑнать. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче театрта «Шывармань» опера кӑтартрӗҫ.
Паян Чӑваш кӗввин фестивалӗ гала-концертпа вӗҫленӗ. Ун вӑхӑтӗнче классика хайлавӗсенчен пуҫласа хальхи вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ таранах пулӗ.
Паян Етӗрне районӗнче театр кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ.
Етӗрне районӗ пултаруллӑ ҫынсемпе мухтанма пултарать. Района килнӗ артистсенчен пиллӗкӗшӗ – етӗрнесем. Вӗсем – Василиса Петрова, Петр Садовников, Григорий Федоров, Ирина Иванова тата Надежда Зубкова.
Артистсем Етӗрнери 1-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Ирина Ивановӑпа Надежда Зубкова вӗреннӗ. Театр ӗҫченӗсем шкул ачисене хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, артист профессине илес текенсене усӑллӑ сӗнӳ панӑ. Унтан вӗренекенсемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Артистсем район администрацийӗнче те тӗлпулу ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем культура ҫуртӗнче Федор Павлов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ялта» драма кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |