
Пирӗн ентеш, ультрамарафон чупакан Екатерина Руссина, Мускав хулинче иртнӗ ӑмӑртура финиша чи пӗрремӗш ҫитнӗ.
Пирӗн спортсменка «Самопреодоление» ультрамарафона хутшӑннӑ. Спортсменсем Вороновское поселокӗнчи пӗве тавра чупнӑ, ун тӑршшӗ – 1 ҫухрӑм. Атлетсем валли унта апатланмалли, канмалли, сывлӑха тӗрӗслеттермелли вырӑн йӗркеленӗ. Палӑртмалла: вӑл Раҫҫейре пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршыври кӑна мар, чикӗ леш енчи спортсменсем те старта тухнӑ.
Екатерина Руссина 3 талӑк чупса 278 километра парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: вӑл кунашкал ультрамарафонсене унччен те хутшӑннӑ.
Саламлатпӑр ентеше!

Шупашкар хулинче пурӑнакан спортсмен Кирилл Александров Раҫҫей президентӗнчен Владимир Путинран парнене тивӗҫнӗ. Кирилл икӗ алӑсӑр ҫуралнӑ, анчах ку ӑна спортпа туслашма чӑрмантарман. Вӑл халӗ – ишес енӗпе спортсмен, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Нумаях пулмасть Кирилл Японири ӑмӑртусенче икӗ ылтӑн медаль илнӗ, Раҫҫей чемпионатӗнче спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл 2028 ҫулта иртекен Паралимп вӑййисене хутшӑнма хатӗрленет.
Кирила тренировкӑсем ирттерме профессионал экипировка кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл президент патне ҫыру янӑ. Акӑ ӑна Владимир Путин гидрошорты, куҫлӑх тата плавки парнеленӗ. Вӗсене спортсмена ЧР премьер-министрӗ Владимир Степанов панӑ. Вӑл Кирилпа тата унӑн амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 7-13-мӗшӗсенче Красноярск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ. Унта ҫемье командисем тупӑшӗҫ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти 45 ытла ҫемье килӗ.
Чӑваш Ен чысне фестивальте Вӑрнар округӗнчи Политовсем хӳтӗлӗҫ. Вӗсене тӑватӑ куна тӑсӑлакан тӗрӗслевсем кӗтеҫҫӗ: электрон пӑшалтан пересси, туртӑнасси, отжимани тӑвасси, тӑршшӗне сикесси, 30 тата 60 метрсене чупасси, ишесси, команда эстафети. Пӗр сӑмахпа каласан, ГТОн тулли комплексӗ.
Палӑртса хӑвармалла: Политовсем ГТО фестивалӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, пысӑк кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. «Шанатӑп, вӗсем республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗлӗҫ», — тенӗ ЧР спорт министрӗ Василий Петров.

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуллахи республика ял вӑййисем старт илӗҫ. Кӑҫалхипе ӑна 14-мӗш хут ирттерӗҫ.
Спорт уявне ҫав кун 10 сехетре Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ӑмӑртусене Чӑваш Республикинчи мӗнпур округри спортсменсем хутшӑнӗҫ.
Спорта юратакансем спортӑн вунӑ тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Ҫав шутра – мини-футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, мини-лапта, полиатлон, канат туртасси. Ҫавӑнтах ГТО нормативӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне механизаторсемпе дояркӑсем валли виҫӗ енлӗ кӗрешӳ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫемьесен ӑмӑртӑвӗсене те йӗркелӗҫ.
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуллахи республика ял вӑййисем интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ.

ШӖМ ветеранӗ, 77 ҫулти Виктор Семенов, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Челепи хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Чӑваш Ен чысне спорт ветеранӗсем хӳтӗленӗ: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Лев Петров, Василий Шоркин, Виктор Семенов, Сергей Мурашов тата Алевтина Судеркина. Виктор Семенов 3000 тата 5000 метра чупса финиша чи малтан ҫитнӗ.
Командӑри ытти спортсмен та кӑтартусемпе палӑрнӑ, медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул чӳк уйӑхӗнче Виктор Семенов Тунисра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫӑ Африка чемпионатӗнче икӗ хутчен чемпион пулса тӑнӑ.

Муркашра та земство тренерӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Эпир маларах сире Сӗнтӗрвӑрринче ун пек программӑпа тренер ӗҫе пуҫӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Унта йӗлтӗр спорчӗн ӑсти ӗҫе кӳлӗннӗ пулсан, Муркашра — шывра ишме вӗрентекен ҫын.
«Земство тренерӗ» федераци программипе Муркаша Ольга Войтас пынӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Хӗрарӑм Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче професси пӗлӗвне анлӑлатнӑ хыҫҫӑн сайкл енӗпе Шупашкарта тренерта ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, сайкл тени велотренажерпа чӗрене ҫирӗлетекен хусканусем тунине калаҫҫӗ иккен.
Муркаша 1 миллион тенкӗ укҫалла пынӑ тренер унти «Сывлӑх» спорт шкулӗнче ачасене ишме вӗрентет. Унта вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тимлеме пуҫланӑ. Вӑл 4 ушкӑнпа ӗҫлет.

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лаша чупӑвӗ иртӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — «Етӗрнесӗт» организаци.
Кӑҫал В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савучӗ уҫӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май чупу питӗ интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Спортӑн ҫак тӗсне юратакансене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ку кӑна мар. Унта ҫемьепе канма, юрӑ-кӗвӗпе киленме пулать. Пурне те 14 сехетренпе кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть унта ЧР Элтеперӗн Пысӑк кубокне ҫӗнсе илессшӗн лаша чупӑвӗ иртнӗ.

Спортра ют регионсенчи тата ҫӗршывсенчи спортсменсене командӑна илнине эпир пурте пӗлетпӗр. Лайӑх услови туса парсан, укҫа аван тӳлесен вӑйлӑ спортсменсенех илӗртме пулать.
Чӑваш Енӗн биатлон командине те вӑйлатма йышӑннӑ. Республикӑн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн биатлон командине малтанласа 12 спортсменран йӗркеленӗ. Унӑн шӑнӑрӗ — хамӑр тӑрӑхри Даниил Денисов, Дмитрий Павлов, Олег Яковлев спорт мастерӗсем. Унсӑр пуҫне командӑна Петр Пащенко тата Елизавета Старикова тата ытти хӑш-пӗр атлет кӗнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 15–18 ҫулсенчи ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ пулӗ. Авӑн уйӑхӗн 24-21-мӗшӗсенче вара пирӗн патра ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫейӗн чемпионатне ирттерӗҫ. Ун чухне республика командине хаклама май килӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑклантарма земство тренерӗ пулӑшать. «Земство тренерӗ» программӑпа унта Марина Латышева ӗҫе кӳлӗннӗ.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хула тахӑҫан Чӑваш Енри йӗлтӗр кадрӗсене туптакан вырӑн шутланнӑ. «Матрешка» йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ, вырӑнти спортсменсем республика чысне сумлӑн хӳтӗлекенсен йышӗнче пулнӑ. Анчах юлашки ҫулсенче сӗнтӗвӑррисен иртсе кайнӑ ырӑ вӑхӑта аса илсе ассӑн сывласси ҫеҫ юлать.
Халӗ ку йӗлтӗр йӗрӗн ҫӗнӗрен вӑй илес шанчӑк пур. Елена Николаева ячӗллӗ спорт шкулӗнче Марина Латышева тренер-преподаватель ӗҫе кӳллӗннӗ. Хӗрарӑм пуян опытлӑскер, унӑн ӗҫ стажӗ — 32 ҫул. Сӗнтӗрвӑррине вӑл «Земство тренерӗ» федераци программипе ӗҫлет.
Марина Латышева — Чӑваш Енӗн йӗлтӗр спорчӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ, Йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн федерацийӗн правленийӗн пайташӗ, пӗрремӗш категориллӗ судья.

Мӑнаҫланмалли хыпар: Чӑваш Республикин ялавӗ Эквадорти чупура вӗлкӗшнӗ!
Эквадор тӗп хулинче, Кито хулинче, пулнӑ ку. Унта «Ruta de las Iglesias 10K» ятлӑ каҫхи чупу иртнӗ. Чупӑва 18 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Спорта юратакансем 10 километра парӑнтарнӑ: хулари тӗп архитектура палӑкӗсемпе чиркӳсен ҫывӑхӗнче чупнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ӑмӑртӑва пирӗн ентеш Юрий Кротов та хутшӑннӑ. Вӑл малтан Канаш хулинче пурӑннӑ, халӗ вара Эквадорта Раҫҫей посольствинче ӗҫлет. Вӑл чупӑва Чӑваш Ен ялавне вӗлкӗштерсе тухнӑ.
