Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн студентки Мария Филиппова бодибилдинг енӗпе иртнӗ регионсен хушшинчи кубокра ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чулхулара иртнӗ.

Мария юниорсен хушшинче мала тухнӑ. «Ӑмӑртӑва хатӗрленесси – пысӑк ӗҫ. Кунне икӗ тренировка: ирхине кардио тата растяжка, каҫхине – вӑй тренировки тата позировани. Тренировкӑсемпе апатланӑва кӑна мар, организм мӗнле хӑйне туйнине те сӑнамалла. Халӗ эпӗ тепӗр ӑмӑрту валли хатӗрленетӗп», - ҫапла пӗлтернӗ Мария Филиппова.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан ача шахмат енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл - Ярослав Слаутин. Ӑмӑрту Чулхула хулинче иртнӗ.

Ярослав Раҫҫей кубокӗнче 9 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Унта 37 регионти 400-е яхӑн шахматист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеше вара ҫитекенни пулман – вӑл пурне те ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: Ярослав Слаутин Шупашкарти 2-мӗш шкулта 1-мӗш класра вӗренет.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн ентеш самбо енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери турнирта малти вырӑна тухса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл - Даниил Орлов.

Турнир ҫак кунсенче Мускав хулинче иртнӗ. Унта 16 ҫӗршыври 250 ытла самбист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 79 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл ытти спортмсена парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66238
 

Спорт
Дмитрий Мулендеев архивӗнчи сӑн
Дмитрий Мулендеев архивӗнчи сӑн

Красноярск хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев слоуп-стайл дисциплинӑра 90,50 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Лана Прусакова вара хӗрарӑмсен хушшинче 85 балл пухса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ланӑпа Димӑн тата биг-эйр дисциплинӑра тупӑшмалла-ха.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Дмитрий Мулендеев Лана Прусаковӑна качча тухма ыйтнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре наци кӗрешӳ енӗпе пӗрремӗш хут ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Республика кунне халалласа йӗркелӗҫ.

Тупӑшӑва Комосомольскинче ирттерме палӑртнӑ. Унччен кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗсен ятарлӑ статус пулман. Ӑна ытларах чухне Акатуйра ирттернӗ.

Кӗрешӗве республикӑри спортсменсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех регионсенчи диаспорӑсенчи кӗрешӳҫӗсем килмелле.

Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/20296483
 

Спорт
sports.ru сайтри сӑн
sports.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри спортменка Алиса Петрова Сауд Аравийӗнче иртнӗ экстремаллӑ чупура финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ҫапла вӑл 80 пин доллара тивӗҫнӗ.

Чупу пуш хирте иртнӗ. Спортмсенсем тӗрлӗ чӑрмавлӑ дистанцире хӑйӑр тӑрӑх чупса тупӑшнӑ. Алиса 90 ҫухрӑма 8 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Ку вӑхӑта чарӑнса апат ҫини те кӗрет.

Алиса каланӑ тӑрӑх, старт умӗн ҫумӑр пуҫланнӑ, кӑшт сивӗтнӗ, ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Йӗркелӳҫӗсен кун хыҫҫӑн дистанцие йӗркене кӗртме тивнӗ.

«Пире ӑнчӗ, сывлӑш температури лайӑхчӗ, 25 градусран ытларах марччӗ», - тенӗ Алиса Петрова.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ.

Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_365814
 

Спорт
"Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн
"Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн

Ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ Мария Александрова Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенстинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. Вӑл 15 ҫул тултарман спортсменсен хушшинче 36 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Мария - Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Вӑл Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш спортмсенӗсем Анат Кама хулинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ чемпионатран 12 медальпе таврӑннӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ - ылтӑн.

Пӗрремӗш вырӑна Еремий Сергеев, Арсений Сергеев, Ольга Рехметуллова, Наталья Прокопьева, Надежда Яндушкина ҫӗнсе илнӗ. Егор Смирнов, Алена Тимофеева иккӗмӗш вырӑна тухса кӗмӗл медаль илнӗ. Никита Григорьев, Арина Игонина, Ирина Васильева, Елена Петрова, Элина Ажибаева вара виҫҫӗмӗш вырӑна тухса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

 

Спорт
www.championat.com сайтран илнӗ скриншот
www.championat.com сайтран илнӗ скриншот

Ӗпхӳ хулинче биатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокне Татьяна Акимова хутшӑннине пӗлтертӗмӗр-ха. Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи спринтра Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ хӗр пулчӗ.  Вӗсем – Екатерина Васильева тата Каллиста Кускова.

Екатерина выртса пенӗ чух 1 мишене лектереймен, тӑрса пенӗ чух виҫӗ мишень хупӑнайман. Каллиста выртса пенӗ чух 2 мишене лектереймен,  выртса – 3. Вӗсем финиша 59 тата 62-мӗш ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва 70 биатлонистка хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ... 156
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын