
Раштав уйӑхӗ хӗл пек пулмарӗ, ӗнер Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 16 литр ҫумӑр ҫунӑ. Тӗрӗссипе вара ҫак вӑхӑтра 18 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулмалла. Хальлӗхе вара – 1 сантиметр ҫеҫ.
Сӑмах май, 2015 тата 2008 ҫулсенче те раштавӑн 25-мӗшӗнче юр пулман. 2006-2007 ҫулсенче вара хӗл нормӑран 7-9 градус сивӗрех пулнӑ. Шартлама сивӗ Кӑшарни хыҫҫӑн ҫеҫ иртсе кайнӑ.
Хальхинче кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем мӗн каланине итлер. Малтанхи кунсенче сивӗтет, ҫӗрлесерен 15-20 градус пулӗ, юр ытлах ҫумӗ. Кӑрлачӑн 7-13-мӗшӗсенче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелле. Кӑрлачӑн 14-23-мӗшӗсенче эпир хӑнӑхнӑ хӗллехи ҫанталӑк тӑрӗ, атмосфера пусӑмӗ ӳснӗрен хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Кӑрлачӑн 25-27-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ, ҫапах ҫуркуннехи ҫанталӑк евӗрех пулмӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тӑрук сивӗтмелле, ҫӗрлесерен 24 градус е ытларах сивӗ пулмалла. Юлашки икӗ ҫулта карлачра кун пек шартлама сивӗ пулман, термометр 22-23 градус ҫеҫ кӑтартнӑ.

Хальхинче синоптиксем мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха? Шел те, лайӑхах хыпар ҫук, ҫитес кунсенче юр ҫумасть. Шуҫлак ҫулсем вара… тата шуҫлакланӗҫ.
Ыран республикӑри ҫурҫӗр районӗсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫавна май ҫулсем кӑна мар, йывӑҫсемпе ҫутӑ пралукӗсем те пӑрпа витӗнме пултарӗҫ. Юнкун сивӗтет, 7 градус тарана «минус» кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа шӑматкунччен 14 градус сивӗ пулӗ, хӗвел тухӗ. Анчах вӑл пӑра ирӗлтермӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 29-мӗшӗнче ҫеҫ кӑштах юр ҫума пултарӗ.

Ӗнер каҫхине Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланчӗ – ҫил вӑйланчӗ. Ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫӗр ҫийӗнчен 700 метр ҫӳллӗшӗнче ҫеккунтра 45 сантиметр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку самолетсене самай чӑрмав кӳнӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкар ҫийӗн «Победа» самолет вӗҫсе ҫӳренӗ, аэропорта анса ларайман. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех вӗҫленнӗ. Пӗр сехет те 15 минут кая юлса вӑл аэропорта анса ларнӑ.
Сӑмах май, синоптиксем ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех ашӑтасса, ҫумӑр ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ.

Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗтрӗ. Паян ҫӗрле 15 градус таранах сивӗтӗ. Анчах кайран ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ.
Ҫулсем ҫинче шуҫлак. Канмалли кунсенче ҫавӑн пекех пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Кун хыҫҫӑн каллех шуҫлак пулӗ. Ҫитес эрне варринче йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче циклон Урал еннелле кайӗ, Скандинави енчен антициклон ҫывхарӗ – ҫанталӑк 25 градус таранах сивӗтӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр ҫитме пултарать.

Раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫунӑ юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Темиҫе кун ӗнтӗ урамра ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Анчах паян ҫӗрле ҫанталӑк тарук сивӗтет, 5-10 сивӗ пулать. Ҫитес кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн термометр 15 градус таранах кӑтартӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха пулмӗ. Тепӗр эрнеренех каллех ӑшӑтать, сывлӑш температури 2-4 градус таран ӑшӑнӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Раштавӑн юлашки кунӗсенче сивӗтӗ, 15-20 градус пулӗ, юр ҫӑвӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче тинех юр самай ҫӑвӗ, 25-30 сантиметр таран ҫитӗ. Нарӑс вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 40-45 сантиметра ҫитмелле (пӗлтӗрхинчен 15-20 сантиметр сахалрах). Кӑрлач уйӑхӗнче ҫанталӑк нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла, нарӑс вара каллех ӑшӑ.
Шартлама сивӗсем пулӗҫ-и? Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче 27-28 градус таран сивӗтмелле.

Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗтрӗ. Паян вара термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартать. Тумла юхать, юр ирӗлет… Синоптиксем кун пек ҫанталӑк икӗ эрнене тӑсӑлма пултарассине пӗлтереҫҫӗ.
Канмалли кунсенче юр е ҫумӑр ҫумӗ, ҫил вара самай вӑйлӑ вӗрӗ – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа. Кӑнтӑрла термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫӗрлесерен 6 градус таран сивӗ. Ҫавна май ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пысӑк.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫумӑр ҫума та пултарӗ. Тунтикунран пуҫласа юнкунччен нӳрӗк 8 миллилитр таран ӳкме пултарать. Сывлӑш температури 1-3 градус пулӗ.
Раштавӑн 12-13-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ, ҫӗрле 10 градус таранах сивӗтес хӑрушлӑх пур. Анчах ҫитес канмалли кунсенче каллех ӑшӑтӗ.

Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет.
Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.

Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ? Ҫитес кунсенче сивӗ те уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине 17 градус таран сивӗтӗ.
Ҫитес эрне варринче ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Кайран эпир кӗтнӗ пек юр мар, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш температури те «плюс» кӑтартӗ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк улшӑнуллӑ пулӗ. Циклон килнӗ май юр нумай ҫума та пултарӗ. Анчах хальлӗхе ку ҫирӗплетсех калани мар.

Паян, ыран та юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк самаях сивӗтӗ. Анчах эсир хӗл халех ларать тесе шутлатӑр-и? Йӑнӑшатӑр.
Синоптиксем паян ҫӗрле ҫил-тӑман тухассине пӗлтереҫҫӗ. Ыран вара ҫӗр ҫийӗн юр выртӗ, каҫ енне 5 градус таран сивӗтӗ. Ыран ҫӗрле ҫанталӑк 8-13 градус таран сивӗтӗ.
Шӑматкун та юр ҫӑвӗ. Вырсарникун вара ҫанталӑк каллех ӑшӑтма тытӑнӗ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче термометр 0 градусран хӑпарӗ.
Тепӗр эрне варринче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче сывлӑш температури 9-14 грудус таран ӑшӑнӗ. Кунашкал ҫанталӑк чӳкӗн 13-мӗшӗччен тӑма пултарӗ.
Чӳкӗн 14-16-мӗшӗсенче каллех сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Ҫӗрлесерен 15-20 градус сивӗтме пултарӗ. Ун чухне ларнӑ юр ирӗлмӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем.

Паян Чӑваш Енре ҫил вӑйлӑнчӗ. Синоптиксем республикӑна сивӗ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Эппин, водительсен машина кустӑрмисен шинисене хӗллехипе улӑштармалла.
Ыран 5 градусран ытла ашӑ пулмасть, антициклон хуҫаланӗ. Юпан 30-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури сивех пулманран урамра ҫӑрӑлчӑк пулӗ.
Тепӗр кун вара ҫил-тӑман тухӗ, ҫӗр ҫине юр выртӗ. Эрнекун ҫӗрле самаях сивӗтӗ, 8-13 градус таранах. Шӑматкун каллех юр ӳкӗ. Ҫапла майпа вырсарникун юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитме пултарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче хӗвеллӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ.
