Ҫитес ҫул Шупашкартан Калининграда самолётсем вӗҫме пуҫлама пултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепӗр хыпар пур.
«Икар» авиакомпани Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинчен Шупашкартан Калининграда тӳрӗ авиарейс уҫма ыйтнӑ. Вӑл пассажирсене 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен, эрнере икӗ хут турттарасшӑн иккен.
Вӗҫеве субсидилекен программӑна кӗртме ыйтса «Икарсӑр» пуҫне тата тепӗр виҫӗ авиакомпани тухнӑ:
– «Северный Ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) Сочие турттарма,
– «ЮВТ» – Нижневартовска,
– «Азимут» – Минеральные Воды тата Сургут хулисене.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пӑхса тухӗҫ, хӑш авиакомпани ҫӗнтернине 10-12 кун хушшинче пӗлтерӗҫ.
Ӗнер республикӑра тӗтре карса илнӗрен Шупашкарти аэропорт самолетсене йышӑнайман. Каҫхи икӗ рейса кӑшт улӑштарма тивнӗ. Иккӗшӗ те «Мускав – Шупашкар» рейссем.
Пӗрне пӑрахӑҫланӑ, теприне чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗ ҫине, паяна, куҫарма тивнӗ. Вӑл Мускавран 10 сехетен тухмалла.
Икӗ увӑх каялла «Икар» компани Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР транспорт министрӗ Максим Иванов рейссем пулассине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул самолетсем яма хыснара халех укҫа пӑхса хураҫҫӗ.
Самолетсене ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен вӗҫтересшӗн. Рейса субсидилекенсен йышне кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписани ҫине куҫнӑ.
Пассажирсене, хальхи пекех, пирӗн республикӑран «Аэрофлот» тата «Победа» авиакомпанисем турттарӗҫ. Унсӑр пуҫне самолётсем Санкт-Петербурга, Сочие,Сургута, Нижневартовска, Минеральные Воды хулисене вӗҫӗҫ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранподразделенийӗ Шупашкарти аэропортра ют ҫӗршыври рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Пассажирсемпе тиевсене тӗрӗслемелли пункта 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарту тата Самар облаҫӗсенчи Пограничник управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Урванов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул Шупашкартан Турцие авиайрессем уҫасшӑн.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранподразделенийӗ Шупашкарти аэропортра ют ҫӗршыври рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Пассажирсемпе тиевсене тӗрӗслемелли пункта 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарту тата Самар облаҫӗсенчи Пограничник управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Урванов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул Шупашкартан Турцие авиайрессем уҫасшӑн.
«S7 Airlines» авиакомпани хӑйӗн самолечӗсене Мускавран Дубая вӗҫтерме тытӑннӑ. Кун пирки авиакомпанин пресс-служби пӗлтернӗ.
Рейссене икӗ аэропорта уҫнӑ: Дубая тата Аль-Мактума. Самолётсем эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫӗҫ. Тунтикунсерен — Дубая, Аль-Мактума — юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.
«Икра» авиакомпани ЧР Транспорт министерствине Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗннӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене 2025 ҫулта уҫма палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра авиакомпани Росавиаципе пӗрле субсидилекен авиасообщенисене переченьне кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Рейссем ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен эрнере икӗ хут пулӗҫ. Авиакомпани 110 вырӑнлӑ самолетсем вӗҫтерме палӑртнӑ.
Мускавран Балине самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыва хальхи вӑхӑтра тӳрӗ рейс ҫук. Самолётсене «Аэрофлот» авиакомпани ҫӳретме тытӑнӗ.
Мускавпа Балине тӳрӗ рейспа ҫыхӑнтаракан рейса авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫӗҫ.
SU296 рейс пассажирсене Шереметьево аэропортран Денпасара ытларикунпа шӑматкунсерен турттарӗ. Самолёт 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗ. Балинчен каялла юнкунпа вырсарникунсерен 10 сехет те 5 минутра хускалӗ.
Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен таиа тепӗр рейс хушӑнӗ: Мускавран самолёт кӗҫнерникунсерен вӗҫме пуҫлӗ, Балирен – эрнекунсерен.
Питӗрти Пулково аэропортӗнче Шупашкара вӗҫекен самолет пирки виҫӗ чӗлхепе пӗлтерме тытӑннӑ: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла.
Вырӑсла ҫапла янӑраттараҫҫӗ: малтан пассажирсене самолета ларма паспорт тата талон хатӗрлеме ыйтаҫҫӗ, кайран вара чӑвашла Питӗре килнӗшӗн тав туса калаҫҫӗ.
Сӑмах май, Шупашкартан Питӗре «Победа» авиакомпанин самолечӗсем вӗҫеҫҫӗ. Рейссем – тунтикун, юнкун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун. Шупашкартан самолет 15 сехет те 5 минутра вӗҫет, Питӗртен – 12 сехет те 45 минутра. Икӗ сехетрен пассажирсем вырӑнта пулаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |