Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.
Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.
Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.
Ҫул-йӗр ҫинче кашни кун тенӗ пекех авари пулать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Аварире виҫӗ хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫул та тултарман пулнӑ.
Авари ҫав кун 17 сехет ҫурӑра «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулнӑ. Комире пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Mercedes-Benz урапапа малта пыракан Toyota Corolla урапапа ҫапӑннӑ. Лешӗ вара транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса тепӗр урапапа ҫапӑннӑ.
Toyota Corolla салонӗнче, ку йӗркене пӑсни пулсан та, 5 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Патӑрьел районӗнчен – авари вырӑнӗнчех вилнӗ. 20 ҫулти водитель тата унӑн 13-ри йӑмӑкӗ, тепӗр пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
«Иномаркӑсен» водителӗсем ӳсӗр пулни палӑрман. Халӗ аварири лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын арӑмне япӑх вӗреннӗшӗн хӗненӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. Республикӑри аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм упӑшкине сесси тытайманни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн арҫын хытах тарӑхнӑ курӑнать — каҫхине арӑмне чышкӑпа хӗнесе пӗтернӗ, унтан 2 сехетлӗхе коридора кӑларса тӑратнӑ.
Пӗрре кӑна хӗнемен-ха вӑл ӑна. Виҫҫӗмӗш хут «тытса юсанӑ» хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Студентка-хӗрарӑм кӑвак питпе ҫӳренине унпа пӗрле вӗренекенсем те асӑрханӑ. Хӗрарӑм пичӗ, хӑлхи патӗнчи юнӑхса ларнӑ вырӑнсене ҫӳҫпе пытарма тӑрӑшнӑ. Тусне шелленипе ӑна вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерме сӗннӗ.
Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех ӗҫ суда ҫитнӗ. Анчах нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ача пӗрле ӳстермелле тесе хӗрарӑм упӑшкине каҫарнӑ тесе пӗлтерчӗ Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫулти арҫын халӑха турттаракан транспорт кӗтекен арҫынтан укҫа ыйтнӑ. «Ыйтма аван мар, 19 текнӗ ҫук-ши?» — тесе тӑман-ха, тӳрех ҫӗҫӗ туртса кӑларнӑ. Памасан вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ҫӗҫӗпе хӑмсарса 19 тенкӗ тапӑнакана лешӗ хӑйӗн ӗҫ удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Арҫын ахаль-махаль ҫын пулман, йӗрке хуралҫинче тӑрӑшать-мӗн. Ҫак хута курсан вӑрӑ-хурах тарма пикеннӗ, анчах инҫе каяйман, йӗрке хуралҫи ӑна ярса илсе хӑйӗн ӗҫтешӗсен аллине панӑ.
Ҫӗҫӗпе хӑратса 19 тенкӗ тапӑнакан хурах тӗлӗшпе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Хӑратса укҫа тапӑнакана пуҫран шӑласси иккӗленӳллӗ.
Ҫуллахи каникулта ачасем чылай вӑхӑта урамра ирттереҫҫӗ. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗн питӗ тимлӗ пулмалла, вӗсенчен куҫ вӗҫертмелле мар та… анчах яланах ун пек пулмасть ҫав. Ав пӗр районта ача хӑйне евӗр киленӗҫ тупнӑ. Анчах вӑл чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ку Канаш районӗнче пулнӑ. 11 ҫулти арҫын ача урапаран ҫакланса ял тӑрӑх ярӑннӑ. Ача пӑрӑхран тытӑннӑ та ярӑннӑ.
Анчах арҫын ача кайнӑ ҫӗртех аллине вӗҫертнӗ те урапа хӑвӑртлӑхпа пынӑ чухне ҫӗре ӳкнӗ. Ҫавна май арҫын ачан пуҫ мими кисреннӗ тата суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ Федор Волков паян Шупашкарта инкеке лекнӗ. Унӑн машини тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ши. Тепӗр енчен, урапа хӑй тӗллӗн чупмасть те...
Инкек республикӑн Правительство ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫул ункинче сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри – «BMW X6» маркӑллӑ урапа-мӗн. Унӑн номерӗ – A777TA 21RUS. Ку БМВна Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх хуралӗнче вӑл урапа ҫул-йӗр правилине час-часах пӑсать, ун валли саккун ҫырман пуль тата ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ сӑмахпа ҫынсем унччен тӑтӑшах хӑртатчӗҫ. Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ урапа ҫул-йӗр правилине пӑснине ӗнентерме тесе видео вырнаҫтаракан та тупӑннӑччӗ.
Чӑваш Ене тепӗр тискер хыпар кисретнӗ. 5-ри ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку — ӑнсӑртран мар. Ӑна 21 ҫулти каччӑ вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче пулнӑ. 5 ҫулти хӗрача ялта асламӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ.
Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрача картишре уҫӑлса ҫӳренӗ. Ҫамрӑк арҫын ӑна хӑйӗн патне илӗртсе кайнӑ. Каччӑ хӑй те пӗлӗшӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ.
Хайхи каччӑ хӗрачана сарайне илӗртсе кӗнӗ. Унта вӑл ачана мӑшкӑлланӑ та вӗлернӗ.
Халӗ ҫак ӗҫе тума пултарнӑ каччӑна тытса чарнӑ. Ку ӗҫе халӗ тишкереҫҫӗ.
Мӑкшӑ Республикинче Екатеринбург – Адлер пуйӑс вакунӗсем ральсран тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх пӗр ҫын аманнӑ — вӑл аллине хуҫнӑ.
Пуйӑс пӑтӑрмаха 11 сехетре Рузаевка патӗнче лекнӗ. Рельсран 4 вакун тухса кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ вара тӳнсех кайнӑ. РЖД палӑртнӑ тӑрӑх электроэнерги линийӗсем тата рельссем сиенленмен.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах вырӑнӗнче чукун ҫул ҫинчи крепленисене йӑкӑртнӑ. Инкек сӑлтавӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Туй-туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе кӑна мар, темле ӗҫсе лартса та, машина тӑррине хӑпарса тӑрса та пыракан пур. Ӗҫкӗ-ҫикӗ тени ҫул-йӗр правилине пӑсмаллине пӗлтермест тесе ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Паян икӗ сехетре кӑна йӗркене пӑсакан вунна яхӑн ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗрин, Toyota Land Cruiser машина тытса пыраканнин, унра ҫамрӑк мӑшӑр ларса пынӑ, нимӗнле хут та пулман иккен. 26 ҫулти ҫамрӑк 5 минутранах хутсене илсе килсе параҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ пулин те усси пулман. Тепӗр сехетрен урапана эвакуатор ҫине вырнаҫтарсан та водитель удостоверенине илсе пыракан тупӑнман. Ҫул-йӗр инспекторӗсен базинче те водитель удостовренийӗ шутланса тӑман. Урапана 75 ҫулти кинемей ячӗпе ҫыртарттарнӑ. Туйра савӑнас вырӑнне халӗ ҫамрӑкӑн урапана штрафстоянкӑран епле илсе тухасси пирки пуҫ ватма тивет-тӗр.
Республикӑра ачасем ҫӳллӗ вырӑнсенчен ӳксе суранланни, е унран та хӑрушӑраххи, вилни пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Шел те, чылайӑшӗ уямасть ҫакна. Ӗнер Шупашкарта каллех пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче ӗнер, ҫурлан 6-мӗшӗнче, балконран ача ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Аня Килеева пӗлтернӗ. Унӑн тусӗ ҫав ҫуртра пурӑнать. Вӑл ӳкнӗ ача макӑрнине илтнӗ.
Унтан ҫав вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Полицейскисем те ҫитнӗ. Пиллӗкри ача ҫиччӗмӗш хутри балконран ӳкнӗ.
Шел те, ачана пульницӑна илсе кайнӑ чухне вӑл вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Халӗ ку ыйтупа следстви комитечӗ ӗҫлет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ун чухне пӗччен пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |