Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: «Чӑвашфильм» киностуди ертӳҫине Юрий Спиридонова тытса чарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 20.10.2017 07:57 | 2364 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Юрий Спиридонов режиссер
Юрий Спиридонов режиссер

«Чӑвашфильм» киностуди ертӳҫине Юрий Спиридонова йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ текен сӑмах-юмах ҫӳрет. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра юра уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Юрий Спиридонова чылайӑшӗ «Битва за Новоюжку» фильм режиссерӗ евӗр пӗлет пулӗ. «Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри делегацие Чечня Республикинче Рамзан Кадыров ӑшшӑн кӗтсе илнӗччӗ. Ушкӑн малтан Грозный хулинче пулнӑччӗ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑччӗ. Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑччӗ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑччӗ.

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Юрий Спиридонова ултавпа аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ имӗш.

#пӑтӑрмахсем, #йӗрке хуралҫисем, #кино, #Чечня, #Грозный, #Ҫурҫӗр Осети

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-143818234_456248525
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алÿш // 8298.2.9865
2017.10.23 12:29
Ку çинны сакун пăхăнманнине, кашни çин пелеть, мана ытларах телентереть унăн ачусем пĕр сăмах та тăван челхине пельменни, культуралла çин ши вăл, манкурт еркине кильте аталантараканни?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем