Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ахальтен каламан. Чӑваш Енри паллӑ журналистсенчен пӗри Зоя Яковлева инкеке лекнӗ. Унӑн хваттерӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вутра кӗлленнӗ. Инкеке лекнин тус-юлташӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче Зоя Аркадьевнӑна пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ тус, ӗҫтеш тесе хаклаҫҫӗ.
Зоя Яковлева халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, пушар хыҫҫӑнхи хваттере тирпейлеме Мальвина Петрова, Таня Раевская, Нина Андреева, Зинаида Петрова, Ираида Михайлова, Елена Краснова тата ыттисем пулӑшнӑ. Вӗсене вӑл чунтан тав тунине пӗлтернӗ. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр юлташ тесе ахальтен каламан иккен. Анчах сумӗ те инкеке лекнӗ ҫынна кирлӗ. Укҫа куҫарма Перекет банкӗнче уҫнӑ ҫак карттӑ номерне кӑтартнӑ: 427.675.001.751.8886.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм суд залӗнче пристава киревсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫнӑ, унтан сумкипе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Нумаях пулмасть ҫак хӗрарӑма явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 42 ҫултискерӗн халӗ хулана тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Ку пӑтӑрмах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Суд пынӑ чухне хӗрарӑм, ӳсӗрскер, кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Пристав ӑна лӑпланма ыйтнӑ. Ку пушшех те урса кайнӑ: хайхискере вӑрҫма пуҫланӑ, сумкипе пуҫӗнчен ҫатлаттарнӑ.
Влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн хӗрарӑмӑн патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татмалла. Пуҫиле ӗҫ тӗлӗшпе приговор вуланӑ: унӑн тепӗр 120 сехет ӗҫлемелле. Суд залӗнче кӑшкӑрашнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе ҫыхӑннӑ 15 авари пулнӑ. Вӗсенче ҫул ҫитмен 15 шӑпӑрлан шар курнӑ.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ аварисем ытларах эрнекун тата шӑматкун пулаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫуран ҫӳрекен шӑпӑрлансем машина айне лекеҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх 10 хутчен пулнӑ. Виҫӗ тӗслӗхре ачасем ятарлӑ вырӑнта каҫнӑ чухне суранланнӑ. Икӗ шӑпӑрлан ҫине ҫуртсен картишӗнче машина кӗрсе кайнӑ.
Тӑватӑ тӗслӗхре шӑпӑрлансем хӑйсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Виҫӗ шӑпӑрлан каҫма юраман вырӑнта аманнӑ. Пӗр тӗслӗхре шкул ачи тӑвайккинчен ярӑнса ансан машина кустӑрми айне лекнӗ.
Пилӗк тӗслӗхре ача пассажир вырӑнӗнче ларнӑ чухне шар курнӑ. Виҫӗ водитель тӗпренчӗкне ятарлӑ ларкӑчсӑр илсе ҫӳрени ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май ача аварире суранланнӑ.
Ҫамрӑк амӑшӗ ӑнланмалла мар сӑлтава пула вилнӗ. Кӑкӑр ачи вара унӑн виллипе юнашар 2 кун пулнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн сывлама пӑрахнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри пӗр районта пулнӑ. 23 ҫулти хӗрарӑм мӑшӑрӗпе хваттер тара илсе пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнта вилнӗ. Ултӑ уйӑхри ачи те ҫавӑнтах пулнӑ.
Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм унччен сывлӑхӗ хавшани пирки каланӑ. Ӑна пульницӑна кайма сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра упӑшки диплом хӳтӗлеме кайнӑ. Аякра чухне вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Ҫавӑнпа арҫын хваттер хуҫине кайса пӑхма ыйтнӑ. Лешӗ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Пӗчӗк ача икӗ кун апат ҫимен, вӑйсӑрланнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ.
Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ.
Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ.
«Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ.
Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта килнӗ спортсменсенчен пӗрипе Шупашкарти аэропортра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Замир Шкахов самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Хӑйсем утайман спортсменсене аэропорт ӗҫченӗсем йӑтса антарнӑ-мӗн. Унтисем федерацин информаци агенствисенчен пӗрне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, аэропортра сусӑрсене йӑтма хӑнӑхтарнӑ ятарлӑ ушкӑн пур.
Пӑтӑрмах пирки халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем лару-тӑрӑва право тӗлӗшӗнчен хак парӗҫ.
Мускаври Калуга ҫулӗ ҫинче хута каякан тоннель йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Московский Комсомолец» хаҫат пӗлтерет.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак инкекре Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тоннель паян 11 сехетре ишӗлсе аннӑ. Пӗтӗмпе 40 тӑваткал метр лаптӑк арканнӑ.
Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Аманнисене пульницӑна илсе кайнӑ. Конструкци айне пулса вилнӗ ҫын – Алексей Андреев. Вӑл, 60 ҫултискер, Чӑваш Енрен пулнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем конструкци айне лекме пултарнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмашӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Юрать, никам та шар курман. Ҫав вӑхӑтра подъездран тухнӑ хӗрарӑм суранланман.
Ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче 38 ҫуртра пулнӑ. Подъезд тӑрринче юр нумай пухӑннӑ, ҫавна пула вӑл йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҫӳп-ҫап тӑкма ватӑ хӗрарӑм тухнӑ. Ҫурт тӑрри вӑл иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ӳкнӗ.
Ку ҫурт авариллӗ шутланать. Анчах унта пурӑнакансене халӗ те урӑх ҫӗре куҫарман. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тумалла пулнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурта авариллисен йышне кӗртсен управляющи компанийӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ: юр тасатман, подъездра ҫуман. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн килекен квитанцире «Ҫурта пӑхса тӑнӑшӑн» йӗрке пур, уншӑн укҫа тӳлемелле.
Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.
Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.
Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |