Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ.
Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ.
Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ.
Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ.
Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнине ӗненес тӗк, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл ҫӗҫӗ тытнӑ та пӗрле пурӑнакан арҫынна чиксе вӗлернӗ. Арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасшӑн. Преступлени япалине – ҫӗҫҫе – ун ҫумӗнче тупнӑ.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ.
Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ.
Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ.
Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем республикӑра вырнаҫнӑ колонисенчен пӗринче тӑрӑшакан ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колонин ӗҫе хӑнӑхмалли центрӗнче тӑрӑшакан икӗ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Маларах асӑннӑ икӗ ӗҫчен колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсене ӗҫе хӑнӑхтармалли центрта ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ. Подразделенире ҫӗвӗ ӗҫӗшӗн тата хатӗр продукци пахалӑхӗшӗн яваплӑскерсем ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫлекенсенчен пӗринчен штраф изоляторне хурса хурассипе хӑратса укҫа тапӑннӑ. «Кӗмӗле» вӗсем заказчик продукцие йышӑнмасан транспорт тӑкакӗшӗн пама ыйтнӑ.
Колонире айӑплава ирттерекен ҫын, чӑн та, хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсем тата тӑванӗсем урлӑ асӑннӑ ҫынсене пурӗ 27 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 7 ҫулти хӗрача пӗрене айне пулса вилнӗ.
Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хӑйсен килӗнчен инҫех мар ҫӗрте выртакан пӗренесем ҫине хӑпарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ те, ҫавӑн пекрех пулса иртнӗ те. Пӗренесем куҫса кайнӑ та, хӗрача аяла пулса вилмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсен инкек мӗншӗн пулса иртнине палӑртма тивӗ. РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ.
Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ.
Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |