Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пуҫарусем

НАР
07

«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» проект ӗҫлет
■ Алиса Флегентова | 07.02.2012 20:59 |

Пӗрремӗш тӗлпулу
Пӗрремӗш тӗлпулу

Шупашкарти 37-мӗш шкулта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» проект пуҫланнӑ. Ҫак пректӑн тӗп тӗллевӗ — пенси ҫулне ҫывхаракан тата тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурнӑҫне интереслӗрех тӑвасси, вӗсем килӗсенче хӑйсен шухӑшӗсемпе, пӗчченлӗхпе нушаланса ларассинчен хӑтарасси, хӑйсен ачисемпе тата манукӗсемпе савӑнса, сывлӑха упраса малалла пурӑнма вӑй хушасси.

Шупашкарти 37-мӗш шкулти 10-мӗш класра вӗренекен Михеева Маша хӑй пӳрчӗ умӗнчи сак ҫинче ларакан ватӑсене кашни кунах курать. Вӗсен кулленхи пурнӑҫӗ мӗнле иртнине те аван пӗлет вал. «Мӑнукӑмсем — шкулта, ачасем — кунӗпех ӗҫре. Канмалли кунсенче пӗр-ик сехетлӗх килсе савӑнтарсан та аван», — теҫҫӗ ватӑсем. Ҫак ҫынсен пурнӑҫне улӑштарасси пирки Маша чылайччен шухӑшласа ҫӳренӗ. Кун пирки хӑй тусӗпе, 49-мӗш шкулти Лаврентьев Димӑпа, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫак проект ҫуралнӑ та.

«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» — ҫутӑ, таса, илемлӗ, ӑшӑ, сывлӑхлӑ, туслӑ, юратуллӑ, ҫынна ырӑ туйӑмсем парнелекен проект. Пӗрремӗш тӗлпулу нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 37-мӗш шкулта иртрӗ. Пурӗ 11 ҫын пухӑнчӗ. Малтанах вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ. Проект ертӳҫисем малаллахи ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 22

1935
91
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
69
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи