Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ.
Ҫулӑм 160 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, ӑна часах, 45 минутран, сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 4 техника пурнӑҫланӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗ чутах пахча ҫимӗҫсӗр юлман вӗт. Складра упраннӑ тыр-пула, ҫӗрулмие – пӗтӗмпе 70 тонна ытла – упраса хӑварма май килнӗ.
Полици майорӗ Владислав Кирпичев тата полици лейтенанчӗ Михаил Леонтьев дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем подъезда кӗнӗ, унта тӗтӗм шӑрши сарӑлнӑ. Ку Шупашкарта пулнӑ.
Хваттер алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хайхискерсем шала кӗнӗ, унта хӗрарӑм пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Полицейскисем ватӑ хӗрарӑма тупнӑ, ҫунакан хваттертен урама илсе тухнӑ.
Кайран вӗсем ытти ҫынна эвакуацилеме пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарӑма вара пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.
РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче кафе ҫуннӑ. Вӑл – «Пельменнӑй». Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Маресьев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпелти индукци плитине сиенлетнӗ. Пушар мӗншӗн тухнӑ-ха? Электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран. Хальлӗхе кафе мӗн чухлӗ тӑкак тӳснине шутламан.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1264 пушар тухнӑ. Вӗсенче 49 ҫын вилнӗ, 70-ӗн аманнӑ.
Паян Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗтӗм мӑкӑрланма пуҫланӑ. Ӑна ҫынсем кӑнтӑрла иртни 3 сехет ҫурӑра асӑрханӑ.
Унта Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 7-мӗш шкул ҫуннӑ-мӗн. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Чӳречинчен ҫӑра тӗтӗм тухнӑ.
Сӑмах май, шкул ҫуркуннеренпе хупӑ, унта юсав ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хальлӗхе пушар пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ склад ҫуннӑ. Унта сӑрӑсем туса кӑлараҫҫӗ.
Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Тӳпенелле хӑпаракан ҫӑра хура тӗтӗм таҫтанах, Шупашкартан та, курӑннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑрт сӳнтерме пултарнӑ.
Пушар склад ҫуртне сиенлетнӗ. Сӑрӑсем те ҫуннӑ.
Ӗнер Патӑрьел ҫывӑхӗнче 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарпа кӗрешекенсене инкек пирки 17 сехет те 39 минутра пӗлтернӗ. Утӑ тӗркисем хыпса илнине куракансем пулнӑ, вӗсемех ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Пушар вырӑнне пырса ҫитнӗ специалистсем 150 тӗркене ҫӑлса хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар сӑлтавӗ ятарласа чӗртсе янипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Вырсарникун Шупашкарти икӗ ҫуртри подъездра пушар алхаснӑ.
Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Яноушек урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑнакан пӗр ҫын подъездра хут курупкасем упранӑ. Ҫавсене такам чӗртсе янӑ. Пушара курсан ҫынсем ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне 7 минутран пырса ҫитнӗ.
Шупашкарти Университет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӑмаран ҫапса тунӑ кладовка ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе тухнӑ.
Вӑрнарти пӗр хваттерте пушар тухсан 1945 ҫулта ҫуралнӑ кинемей, кил хуҫи, ӑна хӑйех сӳнтерме хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра Росгварди ӗҫченӗ Алексей Одинцов прапорщик службӑна кайнӑ. Хваттерте пушар тухнине асӑрханӑ вӑл.
Прапорщик алӑкӗ уҫах пулнипе хваттере кӗнӗ. Кинемей пушара хӑй сӳнтернине курсан Алексей Одинцов ӑна урама тухма ӳкӗте кӗртнӗ. Тӗтӗме пула ватӑскер хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ.
Прапорщик кил хуҫи хӗрарӑмӗнчен килте урӑх кам пуррипе кӑсӑкланнӑ. Никам та ҫуккине пӗлсен часрах пушарнӑйсене, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Вӗсем ҫитиччен Алексей Одинцов ҫуртра пурӑнакан ытти ҫынна эвакуациленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски ялӗнчи «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑра бензовоз ҫунма тытӑннӑ. Вӑл дизель топливине упрамалли резервуарсемпе ҫумӑн пулнӑ.
Пушара икӗ техника, тӑватӑ ҫын сӳнтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах парӑнтарнӑ: 7 минутран бензовоз ҫунма пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |