Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчен пациент тухса тарнӑ. Халӗ ӑна полици шырать.
44 ҫулти арҫын Йӗпреҫри Комсомольски урамӗнче вырнаҫнӑ интернатран хӑй тӗллӗн тухса тарнӑ. Ку 15-17 сехетсенче пулнӑ.
Морозов Валерий Иванович 1973 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, 175-180 сантиметр ҫӳллӗш. Валерий Морозов имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм. Хӑй хура калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, ҫаван тӗслех джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак ҫын ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан 8(83538) 2-12-83 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта пурӑнакан арҫынран 200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службин хыпарӗ тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хайхи усламҫӑ суя эрехе ялан туянакан ҫынсене кӑна сутнӑ пулин те полици ӗҫченӗсен темиҫе ҫӗрте упранӑ продукцие тупса палӑртма тата туртса илме май килнӗ. Унсӑр пуҫне пакунлисем контрафактлӑ алкоголь продукцине кам кӳрсе панине те пӗлме пултарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни суя акциз маркиллӗ 200 ытла кӗленче шурӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем халӗ ӑна хӗрсе кайсах тӗпчеҫҫӗ. Халӑхра суя эрехе саккунсӑр майпа сарнӑ арҫын айӑплавран хӑтӑлаймӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Улатӑр – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс машинисчӗ полицие шӑнкӑравланӑ. Вӑл чукун ҫул тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи Алтышево тата Атрать ялӗсен хушшинче, шортик тата майка ҫеҫ тӑхӑннӑ арҫын утнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах унта никама та тупайман. Пакунлисемпе ҫӑлавҫӑсем вӑрманта та, юханшыв хӗрринче те шыранӑ. Юнашар ялсенче пурӑнакансем те айккинче юлман – аялти тум вӗҫҫӗн утакан ҫынна шыранӑ.
Темиҫе сехетрен ҫав арҫын камево пулнине палӑртнӑ. Вӑл Атрать поселокӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хайхискер тусӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Вӑл вӑрман хӗррипе темиҫе ҫухрӑм утнӑ, унтан ҫула май машинӑна ларса киле ҫитнӗ. Ирхине вара Мускав облаҫне ларса кайнӑ. Вӑл вахта мелӗпе ӗҫлет-мӗн. Халӗ унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ.
Ача сывӑ е чӗрӗ ҫуралнӑ? Хальлӗхе паллӑ мар. Унӑн амӑшне йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Следовательсем ача ҫуралнӑ свидетельствӑна тата вӑл мӗнле вилнине палӑртаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлений ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд-медицина тӗпчевӗ ирттерӗҫ. Вӑл ача вӑхӑтра е маларах, сывӑ е чӗрӗ ҫуралнине палӑртма май парӗ.
Шупашкарта 26 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраҫҫӗ, ыттисенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Ирина Петрова «Солнечный» микрорайонта пурӑнать. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 30 минутра ӗҫе тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫитмен. Ирина «53-мӗш шкул» чарӑну еннелле утнӑ, унӑн «Волжский» суту-илӳ центрне ҫитмелле пулнӑ.
Килтен тухса кайнӑранпа Иринӑн телефонӗ сӳннӗ. Вӑл киле килменнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӑл унччен ун пек нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен.
Ирина Петрова кӑвак куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, хура сапожки тӑхӑннӑ пулнӑ, хӑмӑр сумка ҫакнӑ, шурӑ хутаҫ йӑтнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 8 937 371 7779 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 70 ҫулти арҫын 15 пулӑҫа асӑрханӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, пулӑҫсем путаҫҫӗ тесе пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, МЧС, васкавлӑ медпулӑшу, ШӖМ, транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем килнӗ.
Анчах пулӑҫсем путма пуҫламан, чиперех вӑлта тытса ларнӑ. Суя шӑнкӑравшӑн арҫынна хӑйне лекнӗ. Общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын хӑй мӗнле пулӑ тытнипе кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре Вӑрнар районӗнчи Нурӑса 70 ытла ҫамрӑк ҫапӑҫма пухӑннӑ. Хайхискерсем унта ҫӑмӑл машинисемпех пынӑ.
Дежурствӑри полици ӗҫченӗсем Нурӑсра пулнӑ май питӗ нумай автомашина ларнине тата ҫамрӑксем йышлӑн кӗпӗрленнине асӑрханӑ. Хайхискерсем ҫапӑҫма пухӑннине пакунлисем ҫийӗнчех ӑнланнӑ та пурне те — 72 ҫынна — вырӑнти полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Вӗceм — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑpӑx, яшсем мӗншӗн пуҫтарӑнни те паллӑ. Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти клубра икӗ каччӑ урлӑ пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавна пула ҫамрӑксем пухӑнса кам вӑйлӑраххине палӑртма шухӑшланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Яланах ҫапла. Суя эрех-сӑра сутакансем Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӗрӗлсе тухаҫҫӗ. Ку тапхӑрта, пурте шуйханнӑ хушӑра, саккунлӑ мар тавара та сутса укҫа тума пулать-ҫке-ха. Ҫакна пакунлисем те шута илмеҫҫӗ мар. Паян Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем рейда тухнӑ та тӳрех сутлӑха саккунсӑр кӑларнӑ тавара тупса палӑртнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сакӑр ангарта тӗнчипе паллӑ фирмӑсем ячӗпе кӑларнӑ 90 курупка эрех, коньяк, виски тата шампань эрехӗ асӑрханӑ, вӗсене пурне те суя акциз маркисемпе туса кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхра 60 кӗленче сӑмакун тата 600 фанфурик пулнӑ. Усламҫӑ ҫав таварсене йӳнӗ хакпа сутнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май чӑрӑш сутас ӗҫ тупӑшлансах пырать. Анчах вӗсен йышӗнче саккуна пӑсса суту-илӳ тӑвакансем те пур.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче чӗрӗ чӑрӑшсене саккуна пӑсса сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх тата Хусанкай урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта чӑрӑш сутакансен ҫакна тума нимӗнле ирӗк те пулман.
Полици ӗҫченӗсем вӗсене тӗрӗсленӗ, чӑрӑшсене туртса илнӗ. Пухнӑ тӗрӗслев материалӗсене административлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем 13 вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм телевизор пӑхса ларнӑ чухне куҫ ӳкнине, пӑснине сирекен «сиплевҫӗ» пулӑшӑвне асӑрханӑ. Хайхискер нумай шухӑшласа тӑман – шӑнкӑравланӑ.
Ҫак шӑнкӑрав ӑна укҫасӑр хӑварасси пирки, ахӑртнех, шухӑшламан вӑл. «Сиплевҫӗсемпе» вӑл телефонпа ҫеҫ калаҫнӑ, куҫпа пачах курман. Сеанссем икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем Шупашкар хӗрарӑмне мӗн тумаллине каласа тӑнӑ.
Шӑнкӑрав хыҫҫӑн шӑнкӑрав… Ҫапла майпа хӗрарам 900 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах «сиплевҫӗсем» унӑн пуҫне вӑйлах ҫавӑрнӑ пулмалла – полицейскисене каласа кӑтартсан часрах киле – черетлӗ сеанса – васканӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |