Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ.
Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Борис Владимирович Миронов килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ.
Борис килтен ирхи 8 сехетре тухнӑ. Каҫ пулсан та вӑл таврӑнман. Малтанах тӑванӗсем Борис Шупашкара кайнӑ тесе шутланӑ. Тусӗсем, пӗлӗшӗсем патне шӑнкӑравланӑ вӗсем – никам та Бориса курман. Халӗ мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Полицие ҫитсе тӑванӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ.
Борис ҫухалнӑ кун футболка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Малти ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук.
Борис пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 89051981555, 89083061474 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е полиципе ҫыхӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра Шупашкарти дежурнӑй чаҫе пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ та пӗчӗк ача урам тӑрӑх пӗччен унтине пӗлтернӗ.
Пӗчӗкскер, подгузник тӑхӑннӑскер, Кривов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче утнӑ. Полицейскисем унта часах ҫитнӗ, ӑна сиплев учрежденине илсе ҫитернӗ.
Тепӗр кун ирхине полицие 19 ҫулти студентка ҫитнӗ. Вӑл ҫывӑракан ачана хваттерте питӗрсе хӑварнине, хӑй тусе патне кайнине пӗлтернӗ. Лешӗ вӑрансан амӑшне шырама кайнӑ. Студентка ача ҫуккине 5 сехетре кӑна, тусӗ патӗнчен таврӑнсан, асӑрханӑ.
Студенткӑран эрех шӑрши кӗнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламаншӑн ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ку информацие ачалӑха хӳтӗлекен пая ярса панӑ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Кун пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ ӗнер каҫхине юлашки хутчен ҫыхӑнӑва тухнӑ.
Екатерина ӗнер 16 сехет тӗлнелле йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе хурсене асӑрханӑ. «Каярахпа вӗсене пулӑшма ывӑл кайрӗ. Вӗсемпе тӗл пулсан вӑл Катьӑна киле кайма хушнӑ, хӑй пӗчӗккисемпе юлнӑ. Хӗрача унтан велосипедпа кайнӑ, анчах киле ҫитеймен. Тусӗсем те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Каҫхи 9 сехетре телефонне тытман. Мӗн шутламаллине те пӗлместӗп», - тенӗ Катьӑн амӑшӗ Оксана.
Катя 150 сантиметр ҫуллӗш, хура ҫӳҫлӗ. Ӑна курнӑ тӑк амӑшӗ патне шӑнкӑравлӑр: 89279971385.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ.
«Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире.
Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл.
Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ.
«Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ.
Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, канмалли кун, Шупашкарти Элмень урамӗнче вырнаҫнӑ 204-мӗш ача пахчинче ӗҫленӗ хуралҫа полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.
Микрорайонта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ спирт шӗвекне пӗччен мар, темӗнле хӗрарӑмпа ӑша янӑ. Вӑл ача пахчинче ҫав кун хуралта тӑнӑ. Ӗҫ вырӑнне вӑл ҫав хӗрарӑма илсе пынӑ.
Ача пахчин администрацийӗ хуралҫа ӗҫрен кӑларасшӑн. «Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫав ӗҫчене ӗҫ вырӑнӗнчен кайма хушнӑ, кайран йӗркене сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӑна ӗҫрен кӑларӑпӑр», - тенӗ ача пахчин заведующийӗ Ольга Ижетникова.
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче арҫынна хӗненӗ. Ӳсӗр арҫынсем иртсе пыраканскере тапӑннӑ, лешӗ йывӑр сурансене пула пульницӑна лекнӗ.
Арҫын йыттипе уҫӑлса ҫӳренӗ. «Вӑл лавкка умӗнчен иртсе пынӑ чухне ӳсӗр арҫынсем унӑн йыттине курсан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунран шашлӑк тӑвас кӑмӑл пурри пирки каланӑ, йытта вӗсене хӑварма ыйтнӑ. Лешӗ тӑватӑ ураллӑ тусне хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн йытӑ хуҫи ҫине темиҫе арҫын сиксе ӳкнӗ. Вӗсенчен пӗри ӑна тӑн ҫухатичченех тапнӑ. Иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ», — ҫапла каласа панӑ «Про Город» хаҫата Станислав Лукин.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫнӑ арҫынсене полицие илсе кайнӑ. Шар курнӑскерӗн тӑванӗсем вара ҫапӑҫӑва курнисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын килӗнче пӑшал, ҫар хатӗрӗсем саккуна пӑсса упранӑ. Полици унӑн ҫуртне ухтарнӑ чухне 71 патрон, 42 грама яхӑн тар (порох) тупнӑ.
Кунсӑр пуҫне арҫын кӗске авӑрлӑ пӑшал – 5,6 миллиметр калибрлӑскер, упранӑ. Нумаях пулмасть ӑна судра явап тыттарнӑ.
Прокуратура сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗн арҫыннине тӗрмене хупмасӑр 10 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |