Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне уявлаҫҫӗ. «Ҫак уяв ячӗпе Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейне парне ҫитрӗ», — хыпарланӑ асӑннӑ учреждени ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Краснов ӳнерҫӗ хӑйӗн «Ҫӑл умӗнче» картинине парнеленӗ. Ӳнерҫӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Килтӗшре авал юрланӑ вӑйӑ юррине итлени ҫинчен каласа панӑ, ҫaв юрра юрласа парнелене́.
«Картина Чӑваш наци музейӗнче упранӗ, куравсенче хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ», — тесе пӗлтернӗ Антонина Андреева.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче Екатеринбургри ачасем пулнӑ. Вӗсем — арҫын ачасемпе яшсен «Созведие» ансамбльне ҫӳрекенскерсем. Асӑннӑ ушкӑн – пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи ҫак хӑйне евӗр музейпа кӑмӑлтан тата кӑсӑклансах паллашнӑ.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, чи кӑмӑлли тата хавасланмалли вара урӑххи. Арҫын ачасемпе яшсем чӑвашла юрласа савӑнтарни. Кун пирки Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей директорӗ Альберт Сергеев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ, ҫавна ҫирӗплетсе видкео вырнаҫтарнӑ.
Ачасем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрра шӑрантарнӑ.
«Чӳречине яри те уҫса ярар
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине,
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине.
Атя уҫса яр, умне пырса лар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар» — янӑратнӑ Екатеринбургри арҫын ачасемпе яшсем.
Паян Шупашкара Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ ҫитнӗ. Вӑл кунта нумаях пулмӗ, паянах, 16 сехетре, тапранса малалла кайӗ.
«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Хусанта, Шупашкарта тата Муромра куҫса ҫӳрекен музея шкул ачисем тата студентсем ҫеҫ кӗме пултарни пирки пӗлтернӗ. Ушкӑнсене вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗн органӗсен йӗркелемелле.
Паян экспозиципе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та паллашнӑ. Унпа пӗрле транспорт министрӗ Владимир Осипов, журналистсем пулнӑ. Паян пуйӑс патӗнче черет пулнӑ. Ушкӑнсене 12-шер ҫын кӗртнӗ.
Пуйӑса лекес тесен маларах ҫырӑнмалла пулнӑ.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ Ирина Яковлева «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан вӑл 1996 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унти чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта тӑван, Вӑрнар, районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — хаҫат редакторӗ.
Республикӑмӑр Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестр артисчӗ Алексей Гурьев, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн секторӗн заведующийӗ Янина Горская, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Наталия Громова, Вырӑс драма театрӗн костюм ҫӗлекен мастерской заведующийӗ Светлана Карасева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри хресчен хуҫалӑхӗн музейӗн заведующийӗ Людмила Петрова, Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча 4-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Маргарита Романова тивӗҫнӗ.
Чӑваш наци музейне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ, Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хисеп грамотипе культура учрежденине музей ӗҫне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, чӑваш хаӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассипе тата сарассипе ҫине тӑнӑшӑн хавхалантрас тенӗ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче наци музейӗ 100 ҫулхине савӑнӑҫлӑ мероприятипе уявларӗ. Юбилей ҫулталӑкӗ унпах вӗҫленмен-ха. Паллӑ пулӑма асра тытса ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Сӑмах май каласан, музея 100 ҫулхипе саламласа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин нарӑс уйӑхӗнче саламлӑ телеграмма янӑччӗ.
Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани.
Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ.
Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.
Чӑваш наци музейӗнче «Авалхи кӗнекесене уҫнӑ май...» курав малалла ӗҫлет. Унпа ҫак уйӑх тӑршшӗпех паллашма май килӗ. Ӑна «Музей коллекцийӗнчен» ярӑмпа уҫнӑ.
Куравра сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе паллашма май туса панӑ. Коллекцин тӗп фондӗнче — 400 ытла кӗнеке. Музейҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах хаклисем — ал ҫырусемпе авалхи кӗнекесем. Кураври экспонатсем хушшинче, сӑмахран, 1748 ҫулхи Евангели. Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Золотницкий, Николай Никольский кӗнекисем, чӑвашла кӑларнӑ пӗрремӗш букварьсем те пур.
Чӑваш пуканисене тӑвакан тата тепӗр ҫын пур. Вӑл — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакан Сергей Васильев.
Асӑннӑ ҫын тӑван халӑхӑмӑран кун-ҫулне сӑнлакан пуканесем ӑсталать. Сӑмахран, вӑл окоп чавнӑ ҫынсене халалласа экспозици хатӗрленӗ. Вӗсемпе Ҫӗрпӳри культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ куравра паллашма май туса панӑ.
Маларах эпир Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать. 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать.
Терентий Парамоновичӑн чӑвашла тумлантарнӑ пуканисем чӗрӗ сӑнлӑ тейӗн. Кашнинче темӗнле асамлӑх пытарӑннӑ. Кашни халь-халь тем калассӑн туйӑнать. Шухӑшлӑ та ӗҫлӗ ҫав пуканесем, тарӑн шухӑшлӑ та мал ӗмӗтлӗ. Вӗсем кӗрӗк арки йӑваласа ларма пачах та хӑнӑхман. Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗн ялан тем тумалла вӗсен. Хирте тар тӑкман чух ал ӗҫӗпе те пулин аппаланаҫҫӗ.
Сӑмах май, 2009 ҫулта Терентий Дверенин ҫинчен «Чувашский мир Терентия Дверенина» альбом пичетленнӗ. Ӑна курав уҫнӑ чух хӑтланӑ. Кӗнекене епле хатӗрлени ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед каласа кӑтартнӑ. Марина Карягина тележурналист «О чём молчат куклы деда Тероша?» фильма хатӗрленипе паллаштарнӑ.
Терентий Дверенин 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Элӗкри культура эткерлӗхне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫав тӗллевпе хыснаран 8,5 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Сӑмах Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкул пирки пырать. Ӑна 1872 ҫулта туса лартнӑ. 19-мӗш ӗмӗрти йывӑҫ ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Элӗк район администрацийӗн культура пайне панӑ. 1995 ҫулхи ҫулла унта литературӑпа краеведени музейӗ уҫнӑ. Унта халӗ 16,5 пине яхӑн экспонат упранать.
2020 ҫулта ҫурта юсаса ҫӗнетме бюджетран 6 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал юсав ӗҫӗ валли 8 миллион та 539 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» республика хыснинче пӑхса хӑварнӑ.
Подряд организацийӗн ҫурта тулаш енчен ҫӗнетмелле, алӑксемпе чӳречесене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене улӑштармалла. Контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Аукцион пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |