Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӗленче

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет.

Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ. XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Гарвард университетӗнчи Африка археологийӗпе ӗҫлекен Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) специалист хӑйӗн тӗпчевӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑка йоруб культуринче ӑсталанӑ. Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӗнтӗ, ку ӗҫе вӗсем XI ӗмӗртенпе алла илнӗ.

Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене Ифӑри чылай кӳлепесенче пӗрре мар тупнӑ, вӗсемпе пуҫ хатӗрӗсене, мӑй ҫыххисемпе ал-урасенчи сулӑсене илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех археологсем кантӑка шӑратнӑ чухне усӑ курнӑ керамика тикӗлӗсене тупнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 18

1917
109
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та